«Волонтер центрĕ йĕркелесен аван»

13 Юпа, 2014
Кашни ĕçе чун ыйтнипе пурнăçлакансем.   "Ĕмĕт-тĕллев пур-тăк - малаллах ăнтăл", - шăпах çак шухăша тĕпе хурса пурăнать Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ Ксения Александрова. Ку чыса вăл 2013 çул кăтартăвĕсемпе "Хăй ирĕкĕпе тăвакан ĕç-хĕл" номинацире тепĕр виçĕ çамрăкпа пĕрле "Волонтерсен шкулĕ" вĕренÿ проектне пурнăçланăшăн тивĕçнĕ. Ун чухне хĕр Мускаври автомобильпе çул-йĕр патшалăх техника университечĕн /МАДИ/ Атăлçи филиалĕн студентки пулнă, халĕ вара ĕçлет. Аслă шкулта пĕлĕвне тарăнлатнă вăхăтра вăл Хусанта йĕркеленĕ Универсиадăра, Сочире иртнĕ Олимп тата Паралимп вăййисенче волонтер пек хутшăннă. Куславкка районĕнче çуралса ÿснĕскер мĕншĕн шăпах çак çула суйласа илнĕ-ха? Волонтерсен йышне кĕрес тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр пултаруллă та хастар пикепе.

- Ксения, чи малтанах эсир пурнăçа кĕртнĕ проект пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

- "Волонтерсен шкулĕ" - Чăваш Енре çынсем хăй ирĕкĕпе тăвакан ĕç-хĕле аталантарассипе çыхăннă проект, ăна 2 çул каяллах пурнăçа кĕртме пуçланă. Халĕ вăл Шупашкар хулинче çеç мар, районсенче те вăй илсе пырать. Çапла вара волонтерсен - вăл е ку ĕçе тÿлевсĕрех, чун ыйтнипе тăвакансен - йышĕ çулсеренех ÿсет, вĕсем хутшăнакан мероприятисен шучĕ те пысăкланать. Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине эпир хамăр ирĕкпе тăвакан ĕç-хĕл /добровольчество/ енĕпе тăваттăн тивĕçрĕмĕр: Шупашкар хула администрацийĕн МИХсемпе çыхăну тытакан тата çамрăксен политикин управленийĕн çамрăксемпе общество аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Эльдар Черкесов, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенткисем Александра Волченковăпа Юлия Егорова, эпĕ. Эпир - пĕр команда, çапах проекта пурнăçа кĕртнĕ май кашни хăйĕн çул-йĕрĕпе ĕçлет. Эпĕ, тĕслĕхрен, "Вĕрентÿ" еншĕн яваплă. Проект ертÿçи - Эльдар Черкесов, çак ĕçе йĕркелекенĕ, пире хавхалантаракан, кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр çын. Александра экспертсемпе ĕçлет, Юлия - волонтер пулас текенсен ушкăнĕсен вожатăйĕ.

ЦИТАТА

Çамрăксене патриот воспитанийĕ парассине тата ĕçсене хăй ирĕкĕпе тăвакансен юхăм не аталантарассине, паянхи кун асăннă юхăм ĕçне 42 пин волонтер хутшăнать, уйрăмах тимлĕн пăхмалла. Çакă - республикăра пурăнакан пĕтĕм çамрăксен йышĕн 15 процентне яхăн. 2013 çулта çамрăксен пуçарăвĕсене çул памалли тата аталантармалли Пĕтĕм Раççейри "Манран ан юл", "Команда-2018", "Ырă кăмăл технологийĕ" проектсене Чăваш Енри 450 ытла доброволец хутшăннă.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Эпир "Волонтерсен шкулне" тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнчен килнĕ хĕрсемпе каччăсенчен команда йĕркелеме тăрăшатпăр. Унта вĕренес кăмăллă çамрăксене пухасси пирки социаллă сетьсенче пĕлтеретпĕр. Тĕп вырăнта - шкул ачисемпе студентсен пĕр-пĕр ĕçе хутшăнас кăмăлĕ пурри. Волонтерсен шкулĕн занятийĕсем Наци библиотекинче иртеççĕ. Малтан, паллах, çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, унтан ушкăнсене пайланса тренингсене хутшăнаççĕ, экспертсен /хула администрацийĕн, министерство-ведомство тата ытти сфера представителĕсем/ сĕнĕвĕсене итлеççĕ... Проект çырма, ăна презентацилеме хăнăхаççĕ. Çапла майпа социаллă пĕлтерĕшлĕ кампанисене хутшăнма хатĕрленеççĕ. Асăннă шкула малтанхи вăхăтра çÿренĕ яшсемпе пикесене пысăк мероприятисенче курсан питĕ савăнатăп, вĕсем ытти регионта хăйсене лайăх енчен кăтартнăшăн хĕпĕртетĕп. Акă Чăваш Енре "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум иртрĕ. Унта килнĕ йышлă хăнана тивĕçлипе пăхас, кирлĕ пулăшу кÿрес енĕпе пирĕн волонтерсем ĕçлерĕç. Унсăр пуçне вĕсен 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе иртекен Европа, Хусанта спортăн шывра ишес енĕпе йĕркелекен тĕнче чемпионачĕсене хатĕрленмелле. Пĕтĕмлетсе каласан "Волонтерсен шкулĕ" - çĕнĕ тĕнчене алăк уçма пулăшакан проект.

- Волонтерсен йышне кĕни тĕнче курса çÿреме, тавра курăма анлăлатма та май парать ахăртнех?

- Паллах. Эпĕ хам, тĕслĕхрен, Хусанти Универсиадăна, Сочири Олимп тата Паралимп вăййисене ирттернĕ çĕре хутшăнтăм, МАДИ филиалĕнче вĕреннĕ вăхăтра унти волонтерсен кураторĕ пултăм. Çакă йăлтах - çĕнĕ паллашусем, çĕнĕ пĕлÿ, тĕнче çине урăхларах пăхма пуçлани. Унсăр пуçне вĕсенче кашнинчех çĕнĕ юлташсем тупрăм, тĕрлĕ регионта пурăнаканскерсемпе социаллă сетьсем урлă халĕ те çыхăну тытатпăр. Пĕлетĕп, çĕнĕ туссем тĕпленнĕ хуласене эпĕ пĕр пăшăрханмасăрах кайма пултаратăп: унта мана кĕтсе илекен те, вырнаçтаракан та пулатех. Пĕр-пĕр мероприятире паллашнă волонтерсене курсан çывăх тăвана тĕл пулнăн савăнатпăр.

- Сочири Олимпиадăра тата Паралимп вăййисенче уйрăмах мĕн асра юлчĕ? 2013 çулта МАДИ филиалне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова килнĕрен йĕркеленĕ тĕл пулура эсир Сочие кайнине каласа кăтартнăччĕ.

- Олимпиада евĕрлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене малтанах хатĕрленмесĕр май килмест. Мускаври МАДИ транспорт енĕпе ĕçлекен волонтерсене вĕрентмешкĕн ирĕк çĕнсе илнĕччĕ. Тест ăмăртăвĕсене хутшăнас тĕллевпе эпĕ те тĕрĕслев витĕр тухас терĕм. Ăнăçлах тухрăм. Ку вăл 2012 çулхи раштав уйăхĕнче пулчĕ. Çакă - эпĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнас тесе тунă пĕрремĕш утăм. Чăваш Енрен пĕчченех кайрăм. Питĕ хавхаланса таврăнтăм унтан. Хула та, çыннисем те питĕ килĕшрĕç. Тĕрĕссипе, унччен маларах инçе çĕре кайсах çÿременччĕ. Йĕлтĕрçĕсем трамплинран сикес енĕпе йĕркеленĕ ăмăртусене ирттерме пулăшакансен йышне лекрĕм. Тăван тăрăха таврăнсан хам мĕн курни-туйнине пĕрле вĕренекенсене хăпартланса каласа кăтартрăм, пурне те хутшăнма сĕнтĕм. Волонтерсене тÿлеменрен нумайăшĕ килĕшесшĕнех пулмарĕ. Пĕлтĕр кăрлач-нарăс уйăхĕсенче мана иккĕмĕш тест ăмăртăвĕсене чĕнчĕç. Ун чухне аэропортра ĕçлерĕм, этем мĕн тери çаврăнăçуллă пулма пултарнине лайăх туйрăм. Килекен хăнасене мĕн кирлине хăвăрт тата ют чĕлхепе ăнлантарса памалла. Ку вăл питĕ интереслĕ опыт. Унтан Хусанти Универсиадăна çул тытрăм. Олимпиадăна эпĕ вĕренекен аслă шкултан 28, Паралимп вăййисене вара 100-е яхăн çамрăк кайрăмăр. Ун чухне Сочи эпĕ 2012 çулта курнă хулапа танлаштарсан пачах çĕнĕ хула пек туйăнчĕ: халĕччен асăрхаман объектсем, пур çĕрте те чаплă, хăтлă... "Фишт" стадионта - вăйăсене шăпах унта уçрĕç тата хупрĕç - ĕçлеме, питĕ сумлă çынсене кĕтсе илсе ăсатма тÿр килчĕ. Паралимпиада чылай лăпкăрах иртрĕ. Ăна хупнă чухне куççуле тытса чараймарăм. 50 кун унти сывлăшпа пурăннă-çке эпĕ. Çак тапхăр ĕмĕрлĕхех асăмра юлĕ, ун çинчен эпĕ мăнуксене те каласа кăтартăп.

- Ксения, Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине пани мĕнле кăмăл-туйăм çуратрĕ?

- Пирĕн ĕçе хаклани савăнтарать паллах. Эпир çамрăксем аталанма, хăйсене кăтартма пултарччăр тесе ĕçлетпĕр. Преми парса чыслани хавхалантарчĕ, эпир тĕрĕс çул суйласа илнине ăнланма пулăшрĕ. Çапах тунă çитĕнÿсемпе çеç лăпланса ларас килмест.

- Калаçса ларнăçемĕн эсир мĕн пĕчĕкрен хастар та пуçаруллă пулни сисĕнет. Мĕнле мероприятисене хутшăнни халĕ те манăçа тухман пулĕ-ха?

- Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри шкулта вĕреннĕ чухне йывăç лартнă, тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕре хутшăнни асрах, çакă пире, ачасене, пĕр-пĕринпе пушшех çывăхлататчĕ. Тĕрлĕ ĕçе явăçтарни вĕренÿре те ура хумастчĕ. Унсăр пуçне ырă тепĕр йăла та пурччĕ: эпир ветерансене пулăшаттăмăр, Куславккари интернатри шăпăрлансем патне кайса çÿреттĕмĕр. Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта тата Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи лицейра пĕлĕве тарăнлатнă вăхăтра та пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен айккинче тăрса юлман. МАДИ филиалĕнче 2-мĕш курсра ăс пухнă чухне "МолГород" форума лекрĕм. Питĕ килĕшрĕ мана унта, çавăнтанпа общество ĕçне тата хастартарах хутшăнма пуçларăм. Кайран - "iВолга", "Селигер". Виçĕ çак форум пурнăçăма тĕпрен улăштарчĕç. Кăштахран Шупашкар хулин Çамрăксен правительствин членĕ пулса тăтăм. Эпĕ "Волонтерсен шкулĕнче" районсенчен килнĕ çамрăксем, 1-2 курс студенчĕсем, пуррине пĕлсен савăнатăп, мĕншĕн тесен хам та лайăх пĕлетĕп: çĕнĕ çĕрте, палламан çынсен хушшинче хамăра кăтартма çăмăлах мар. Чи кирли - хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн кăсăклă шухăш тата ыттисене пулăшас кăмăлĕ пурри, ытти енĕпе пĕрешкел ĕмĕт-тĕллевлисем çул кăтартса пырĕç.

- Хăвăр мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?

- Шупашкарта волонтер центрĕ йĕркелесен питĕ лайăхчĕ. Вăл пĕр-пĕр вырăн мар, йĕркелÿ тата ытти ыйтупа ĕçлекен тытăм пулсан та аван. Пирĕн республикăра волонтер пĕрлешĕвĕ чылай, вĕсем тĕрлĕ сферăра хастар. Аслă шкулсенче волонтерсен корпусĕсене туса хураççĕ. Шел, вĕсене пĕрлештерсе тăраканни çук. Центр йĕркелесен вăл çак тивĕçе хăйĕн çине илме пултарать. Унсăр пуçне ытти регионта иртекен мероприятисене хутшăнакансене документсене хатĕрлемешкĕн те вăлах пулăшĕ.

- Мĕнех, çак тата ытти ĕмĕтĕр пурнăçлантăрччĕç!

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: