Володичкинсене халалласа – палăк

11 Çурла, 2016

Самар облаçĕнчи Алексеевка поселокĕнчи Прасковья Еремеевна Володичкина тăхăр ывăлне: Сашăна, Андрея, Петьăна, Ваньăна, Васьăна, Мишăна, Костьăна, Федьăна тата Кольăна фронта ăсатнă. Кашнинех киле каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме пил панă. Анчах вĕсенчен виçĕ тĕпренчĕкне çеç тăван тăрăха таврăнма шăпа пÿрнĕ, апла пулин те пĕртăвансем вăрçă суранĕсене пула нумай пурăнайман. Куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă...

Прасковья Еремеевнăн хурлăхлă шăпи пирки вăрçă хыççăн, 40 çул иртсен çеç, истори вĕрентекенĕ Нина Косаревăна пула чылайăшĕ пĕлнĕ.

— Салтаксен амăшĕ пирки хам та ăнсăртран çеç пĕлтĕм. Тĕлĕнмелле пулин те, Алексеевка поселокĕнче çак çемье пирки никам та унччен илтсех кайман. Эпĕ вара архивсенче тĕрлĕ информаци пуçтартăм. Прасковья Еремеевнăн икĕ кинĕпе мăнукĕсене те шыраса тупма пултартăм. Вĕсем вара паттăрсен амăшĕ пирки тĕплĕн паллаштарчĕç, — тенĕ педагог.

Прасковья Еремеевна пурнăçĕнче чылай хура-шурра курнă. Вăл хăйсен ялĕнчи ĕçчен йĕкĕтпе Павел Васильевичпа çемье çавăрнă. Революцие, выçлăх çулĕсене чăтса ирттернĕ. Хăрушă вăрçă вара ăна йăлтах çапса хуçнă.

Володичкинсене кулаксем тесе айăпланă. Ара, вĕсен хуçалăхĕ çирĕп пулнă-çке. Тăхăр ывăлне мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхтернĕ. Çĕр пайĕсене туртса илсен, çемье пуçĕ, Павел Васильевич, чире кайнă. Ураланайман, 1935 çулта вилнĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕни хĕрарăма хуçса хăварнă, апла пулин те тÿснĕ, чăтнă. Ывăлĕсемшĕн пурăннă, хуçалăха юхăнтарас мар тесе тăрăшнă.

— Хуняма килĕнче пĕр-пĕринпе тавлашнине нихăçан та асăрхаман. Кирек епле ĕçе те пĕрле пурнăçланă, çавăнпа çемьере туслăх хуçаланнă. Никам та ĕçсĕр аптăраса çÿремен. Кашниех малашнехи пурнăçшăн тăрăшнă, — иртнине аса илсе каланă кинĕ педагога.

Вăрçă пуçлансан Прасковья Еремеевна ывăлĕсене пĕрин хыççăн теприне фронта ăсатнă. Малтан виçĕ аслă ывăлĕ, унтан тепĕр пиллĕкĕшĕ çурăм хыçне кутамкка çакса вут-çулăм алхасăвне кайнă.

— Турăçăм, ывăлăмсем пурте тăван киле таврăнччăрах. Йывăр амансан та, хăрах алăсăр е урасăр пулсан та, таврăнмалла çеç пултăрччĕ. Тĕпренчĕкĕмсем алăкран кĕрсе: «Аннеçĕм, эпĕ çитрĕм», — тенине илтес килет. Ах, чи кĕçĕннине Кольăна, çарта службăра тăраканскере те илсе каяççех фронта, — тенĕ нумай ача амăшĕ пăшăрханса.

Çирĕм виççĕри каччă амăшĕн пилĕпе вăрçа тухса каяйман. Юратнă амăшĕпе сывпуллашма килне таврăнаймасăр, çартан тÿрех нимĕçсемпе çапăçма кайма тивнĕ. Çапах та хăйсен тăрăхĕнчен иртнĕ чухне виçĕ кĕтеслĕ çырăва пуйăс кантăкĕнчен вĕçтерсе хăваратех. Çырăва чукун çул ĕçченĕсем тупаççĕ те салтак амăшĕ патне лекеççĕ. Прасковья Еремеевна унти йĕркесене курсан ĕсĕклесех макăрнă.

— Чăнах, манăн юратнă Коленькăн почеркĕ... Турăçăм, Коленька! — пăшăлтатса илнĕ хĕрарăм. — Епле-ха капла? Сана ахаль те виçĕ çул курман. Халĕ ĕнтĕ çу çулĕпе кайма та пиллеймерĕм.

 

Ах, самани, ахăр самана-çке

«Аннеçĕм, анне... Ан хурлан, ан пăшăрхан. Манăн та пиччемсенчен юлма юрамасть, вĕсем пекех ирсĕрсене тĕп тăвăп. Çапăçу хирĕнче паттăрлăхпа палăрасчĕ. Авă, калама çук хаяр та тискер тăшман тапăнса кĕчĕ. Апла пулсан пĕтĕм вăя хурса, вилĕмрен хăрамасăр Тăван çĕршыва хÿтĕлемелле. Аякка пăрăнма, хÿтте пытанма пултараймастăп çакнашкал лару-тăрура, аннеçĕм. Эпĕ, сакăр пиччемпе, тăван тăрăха каялла çитетĕпех! Чăтăмсăррăн кĕт. Санăн кĕçĕн ывăлу Коля», — тесе шăрçаланă йĕкĕт хăйĕн ăшхыптармăш çырăвĕнче.

Прасковья аппа çыру çине çаплипех куç илми пăхса ларнă, ăна вĕçĕмсĕр аллисемпе сăтăркаланă. Шухăшĕпе вăл таçти инçетри вырăнсене çитнĕ. Тăшмана хăй куçĕпе курнăн, ылханса тарăхнă. Вăл куçĕсемпе пĕр кĕтеселле тĕлленĕ те, ним хускалми ларнă. Çĕр-аннемĕр ылханне тăнланă.

— Ах, самани çав, ахăр самана-çке... — тенĕ вăл куççульленсе. — Ачам, Коленька... Туятăп, сана никам та кĕрешÿрен уйăраяс çук. Шел, хăвна курса ыталасси пулмарĕ... Мĕнех, пехил сана, Коля. Таврăнма çулу çеç кĕске пултăр. Ĕнтĕ ку вăрçă пурне те йăлăхтарса çитерчĕ. Ывăлсене фронта ăсататпăр, хамăр выçăллă-тутăллă пурăнатпăр, çи-пуç çĕтĕк. Ĕнтĕ мĕн чухлĕ вăйпитти çын пĕтрĕ пуль! Пурнăçа юратакан, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем вăрçă хирĕнче пĕтни чуна ыраттарать...

Унăн куççулĕсем йăрлатса юхса, хура саппун çакнă чĕрçийĕ çине тумланă та тумланă...

«...Питĕ вăйлă çапăçусем пулчĕç хулара. Ишĕлмесĕр, çунмасăр упранса юлнă çуртсем çукпа пĕрех. Урамсенче çĕмрĕк техника вĕçĕ-хĕррисĕр выртать. Тем чухлĕ танк, грузовик, çăмăл машина. Гитлеровецсем кунтан тухса тарма тытăнсан пирĕн самолетсем килсе тÿпкерĕç ирсĕрсене. Эпир юрăхсăра тухнă техникăсем çине тулли кăмăлпа пăхатпăр. Эппин, нимĕçсен техникине те аркатма, çĕнтерме пулать! Апла пулсан, аннеçĕм, эпир çĕнтеретпĕрех! Çĕнтеретпĕр те — сан пата таврăнатпăрах!» — çакăн евĕр çыру шăрçаланă ывăлĕсенчен пĕри. Тĕпренчĕкĕсен вилнĕ хучĕсем пĕрин хыççăн тепри килме тытăнсан Прасковья Еремеевна вăйран кайнă: «Виççĕшĕ вилнĕ, тепĕр виççĕшĕ хыпарсăр çухалнă... Тепĕр виççĕшĕн шăпи еплерех пулĕ-ши? Ах... Эпĕ кун пек пурнăç пирки тĕлленмен те, урăхларах та ырăрах ĕмĕтсемпе çунатланаттăм», — тенĕ чунтан хурланса.

Кольăран вара хыпар пулман. Вилнĕ çинчен калакан хучĕ килсен амăшĕ пушшех те чире кайнă. Çук, кунашкал хуйха чĕри текех чăтайман унăн. Ывăлĕсене вăрçăран кĕтсе илеймесĕрех çĕре кĕнĕ. Киле вара Константин, Петр тата Иван таврăннă. Йывăр сурансене пула Иванпа Петр нумай пурăнайман. Константин 70 çула çитичченех пурăннă.

Михаилăн шăпи вара хăйне евĕр пулнă. Вăрçăччен институтра вĕреннĕ вăл. Çав вăхăтрах амăшне йывăррине курса-туйса тата пурнăçа сыпăнтарса пырас тесе каçхине ĕçленĕ. Тăван çĕршыва ирсĕр тăшман тапăнса кĕрсен вăл военкомата çул тытнă. Ăна вара, нимĕç чĕлхине аван пĕлекенскере, малалла вĕренме янă. Хыççăн вăрçа васканă. Шел те, хыпарсăр çухалнă...

Паян поселокра Володичкинсем пирки пурте пĕлеççĕ. Вĕсем пурăннă вырăна кĕске хушăрах çĕнĕ пураран çурт хăпартнă. Прасковья Еремеевнăн мăнукĕ Вера Пехтерева музей йĕркеленĕ. Унта миçе çын пырса паттăрсен çемйипе паллашман-ши?

Пĕррехинче музей умне чаплă машина чарăннă. Алăкĕсем уçăлнă та ватăрах хĕрарăм тухнă. Чи малтанах çурт пурине аллисемпе сĕртĕннĕ, унтан шалалла иртнĕ. Ухватсемпе çăпатасене тытнă та ÿлесех макăрнă. Хăйне аран алла илсе сăмах пуçарнă.

— Атте нимĕç, анне вырăс пулнă манăн. Эпир Раççейрен тахçанах тухса кайнă. Унччен Воронежра пурăннă. Шăпа пире Германие, хыççăн Канадăна илсе çитерчĕ. Унта та тĕпленме май килмерĕ. Бразилие çитрĕмĕр. Качча тухрăм. Тăван тăрăхра пулманни питĕ нумай вăхăт иртрĕ. Пĕлетĕр-и, ку таранччен хама нимĕç тесе шухăшланă эпĕ. Йăнăшнă иккен. Эпĕ чăн-чăн вырăс çынни... Акă çакнашкал йывăç çуртра çуралнă эпĕ, кунти кашни япали хамăн аннене аса илтерет. Вăл пире валли кăмакара апат пĕçернине, сĕтел хушшинче çемьепе пухăннине ăçтан манăçма пултарăп-ха? Прасковья Еремеевна шăпи çав тери хурлантарать, хăрушă вăрçă унăн ывăлĕсене тĕп тунă-çке. Вăрçă вăхăтĕнче халăх мĕнле те пулин çĕнĕ хыпар кĕтнĕ. Хыпарĕ вара — тĕрлĕрен. Фронтран çыру илни — уяртма пуçланă самантра тахçан кĕтнĕ хĕвел йăл çутатса янă пек туйăннă. Кăмăла çĕклентернĕ. Теприсемшĕн, ывăлĕн е мăшăрĕн вилнĕ хутне илсен, хĕвеле сасартăках хупласа хуракан пĕлĕт татăкĕ евĕр, пĕтĕм шанăçне пĕтернĕ... Пĕр сăмахпа каласан, çĕнĕ хыпар вăл çав вăхăтра çăкăртан та хаклăрах шутланнă. Çĕнĕ хыпарсене пулах ял çынни чылай чухне, паян тумалли ĕçне те манса кайнă та кÿрше тухса утнă: «Мĕн калаçаççĕ ял çинче? Паян тата мĕнле хыпар пур-ши? Савăнмалли е хурланмалли?» — тенĕ. Ах, ытла хăрушă вăхăт пулнă-çке вăрçă вăхăтĕнче, — тенĕ хăна куççульне çаплипех ирĕке ярса.

 

Музея таçтан та килеççĕ

1995 çулта паттăрсемпе амăшне халалласа поселокра палăк уçнă. Тĕп сăнар — Прасковья Еремеевна. Ун хыçĕнче — ывăлĕсене сăнарласа — тăхăр тăрнас çÿл тÿпенелле вĕçет. Ăна уçнă çĕре пилĕк пине яхăн çын хутшăннă. Çав шутра паттăрсен тăванĕсем те.

— Çак сумлă палăка хăпартма укçа-тенкĕ таçти тăрăхран та пуçтарчĕç. Смоленскран та чылайăшĕ пулăшрĕ. Ара, вăл хулара та вăрçă самаях кĕрленĕ-çке. Çавăнпах пире ăнланчĕç вĕсем, — тенĕ учительница.

Ун чухне палăк патне Прасковья Еремеевнăн кинĕ Евдокия пынă.

— Аннеçĕм, тавах сана... Санпа чухне пурăнма та лайăхчĕ, — тенĕ чĕтренсе тухакан сассипе.

Çак вырăнта Техас фермерĕсем те, Раççейри тăванĕсене шыракан Бразилири миллионерша та, Китайри халăх тата ытти çĕршыв çыннисем те пулса палăк умĕнче пуç тайнă.

— Прасковья Еремеевнăна паллă çар пуçĕсемпех танлаштармалла. Вăл пурнăçри чи хаклă пур ывăлне те хăрушă вăрçа ăсатнă. Анчах фронтран аманса таврăннă тĕпренчĕкĕсене те курма шăпа пÿрмен ăна. Чăнах, хĕрарăм пĕр ачана çухатсан та ĕмĕрлĕхех хуйхăпа пурăнать. Кунта вара... чĕри чăтайман, — тенĕ çынсем хĕрарăма шеллесе.

Тамара Капралова, Михаилăн хĕрĕ, юратнă асламăшне куççульсĕр аса илеймен.

— Эпир, унăн мăнукĕсем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнатпăр. Кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче Алексеевка поселокне килетпĕр. Асаннепе ывăлĕсене халалланă палăк умне пухăнатпăр, чĕрĕ чечексем хуратпăр, музейра пулатпăр. Эпир ырă кăмăллă асаннене нихăçан та манма пултараймастпăр. Ăна пурнăçра йывăр пулнă, ывăлĕсене вăрçăран кĕтсе илме шăпа пÿрмен-çке-ха, — тенĕ хурлăхлăн.

Элиза ВАЛАНС хатĕрленĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.