Волгограда – чăваш кĕпипе

11 Çу, 2018

Ку сăн ÿкерчĕке 1968 çулта тунă. Унта Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçри «Рассвет» колхозăн ĕçченĕсем сăнланнă. Колхоз председателĕ Исаак Никитин /çÿлте, сылтăм енче/ малта пыракан дояркăсемпе пăру пăхакансене, механизаторсемпе хăмлаçăсене Волгоград курма Атăл тăрăх пăрахутпа илсе кайнă.
Аслă Арапуçсемпе Пăлаçи Атăксем, Каншелсем чăваш кĕпи тăхăнса Атăл хĕрринчен Волгограда çуран хăпарнă. «Ăçтан килнĕ эсир?» — интересленнĕ майрасем. Анатри чăвашсем ун чухне Мамай курганне çитсе курнă. Сăмах май, Исаак Иванович 60 çынран тăракан хор тата оркестр йĕркелет-тернĕ. Сылтăм енче, хĕрринче — паллă механизатор, ăста купăсçă Иван Ендеев. Сылтăмран çиччĕмĕшĕ, унăн мăшăрĕ — нумай çул фермăра ĕçленĕ Валентина Ендеева.
Ендеевсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.