Водительсем шалу ыйтаççĕ

Нарăсăн 6-мĕшĕнче Шупашкарти ПАТПн, çав шутра Çĕнĕ Шупашкарти автоколоннăн пине яхăн ĕçченĕнчен 280-шĕ шалу тӳлеменнине кура ĕç паракана ĕçе тухмасси çинчен евитленĕ. Çавна май юнкун чылай автобус маршручĕпе ирхи рейссене пурнăçламан.

ЧР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх — предприяти ĕçченĕсен умĕнче ĕç укçи енĕпе тăватă уйăхшăн капланнă парăм 65 миллион тенкĕрен иртнĕ. Хальхи вăхăтра шалăва пассажирсене илсе çӳренĕ май пухăнакан укçа шучĕпе куллен тӳлеççĕ. Министерство маларах Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсен администрацийĕсене общество транспорчĕн çӳревĕ енĕпе чăрмавсем пуласси пирки асăрхаттарнă, муниципалитет маршручĕсемпе çӳрекен автобуссен шутне ӳстерме сĕннĕ. Унсăр пуçне транспорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Тимофеев Çĕнĕ Шупашкарти автоколонна коллективĕпе тĕл пулнă, ЧР Пуçлăхĕн хушăвне пурнăçласа «Чăвашавтотранс» ПУПри финанс лару-тăрăвне йĕркелес, ĕç укçипе çыхăннă парăмсене татмашкăн субсидисем уйăрас енĕпе ĕçленине çирĕплетнĕ.

Чылай маршрут çинче транспорт çителĕксĕррине альтернативлă маршрутсемпе çӳрекен автобуссен шутне ӳстерсе саплаштарма май килнĕ. Хула çумĕнчи маршрутсенче граждансемшĕн кирлĕ çĕре çитмешкĕн пысăк чăрмавсем тухса тăман. Çапах тĕп хулари 10, 14, 15, 22 тата 24-мĕш маршрутсем çинче транспорт çителĕксĕрри палăрнă.

ЧР Пуçлăхĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — пассажирсен чăрмавсăр çулçӳревне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене республика ертӳçисем куçран вĕçертмеççĕ. «Чăвашавтотранс» кулленхи маршрутсемпе пассажирсене илсе çӳрекен тĕп предприяти шутланать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ маршрутсемпе пассажирсене илсе çӳрессине тивĕçтерме республика бюджетĕнчен çуллен пысăк укçа уйăраççĕ. Автомобиль транспорчĕ валли уйăракан виçе ӳссех пырать. 2014 çулта çак тĕллевпе 59 миллион тенкĕ ытла уйăрнă, 2015 çулта — 76,6 миллион тенкĕ, 2016 çулта вара — 134 миллион тенкĕ ытла.

Унсăр пуçне «Чăвашавтотранса» автотранспорт тата оборудовани туянма патшалăх енчен пулăшнă. 2012-2016 çулсенче 208,4 миллион тенкĕ панă. Çав вăхăтрах пĕлтĕр çут çанталăк газĕпе ĕçлекен автобуссем туянма уйăрнă 21,5 миллион тенкĕ усă курмасăр юлнă.

Шел те, патшалăх курăмлă пулăшу кӳнине пăхмасăр предприятире финанспа экономикăн йывăр лару-тăрăвĕ тухса тăнă. 2016 çулта ĕçлесе тунă укçа 2015 çулхинчен 5,6% чакнă. Тăватă çул хушшинче — 2012-2015 çулсенче — илсе çӳренĕ пассажирсен шучĕ 22% сахалланнă. Предприяти ертӳçисем вара чи тупăшлă маршрутсене уйрăм предпринимательсене арендăна панă. Укçа сахалрах пухăннине пăхмасăр пĕлтĕр предприяти ĕçченĕсен шалăвне пысăклатнă. «Чăвашавтотранс» предприятин япăх ĕçĕн тĕп сăлтавĕ — унăн менеджменчĕн ăнăçсăр управленийĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Транспорт министерствине Юстици, Финанс тата Экономика аталанăвĕн министерствисемпе пĕрле «Чăвашавтотранс» ПУПа йывăр лару-тăруран кăлармашкăн финанс енĕпе сыватмалли план хатĕрлеме хушнă.

К.НИКОДИМОВ

К.НИКОДИМОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.