Владимир Путин: Влаçа килтĕр-тĕк - ĕçлемелле!

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Сочи хулинче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн 22 суб<екчĕн сентябрĕн 13-мĕшĕнче пĕрлехи сасăлав кунĕнче суйланă ертÿçисемпе курнăçнă. Унта суйлав кампанийĕн кăтартăвĕсене тата Раççей регионĕсене аталантарассипе çыхăннă малашнехи ĕç планĕсене сÿтсе явнă.

Тĕлпулăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăннă. Аса илтеретпĕр: республика Пуçлăхĕн суйлавĕнче Михаил Игнатьевшăн сасăлава хутшăннă суйлавçăсен 65,54: хăйсен сассисене панă.

Тĕлпулура Владимир Путин Президент сăмах каланă:

- Хисеплĕ ĕçтешĕмсем, ырă кун! Суйлав кампанийĕ вĕçленчĕ, пĕрлехи сасăлав кунĕнче Раççейĕн мĕнпур регионĕнче суйлавсем иртрĕç. Регионсен влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен шайĕнчи 90 пин ытла мандатшăн кĕрешÿ пычĕ.

Суйлава хутшăннисем пурте пысăк ĕç пурнăçланă. Суйлавсене хатĕрленсе ирттерме хутшăннисене пурне те - партисен, общество организацийĕсен представителĕсене, сасăлав мĕнле иртнине тĕрĕслесе тăнă сăнавçăсене - тав тăватăп.

Сасăлава хутшăнасси ÿснине палăртам: граждансем хастар сасăларĕç, хăйсен позицине, хăйсен поселокĕсем, хулисем, хăйсем пурăнакан регионсем мĕнле аталанассине çывăха илнине çирĕплетрĕç.

Çакă пĕлтерĕшлĕ: хăш политика вăйĕсем çĕршывăн çирĕп аталанăвĕшĕн, унăн суверенитетне çирĕплетессишĕн - граждансем шăпах вĕсене ырлаççĕ. Тата - халăха çывăх çынсене, вăл е ку ертÿçĕ постне йышăнассишĕн кĕрешекен хăш кандидатсем суйлавçăсемшĕн тăрăшаççĕ - çынсем вĕсем майлă.

Суйлав кампанийĕ уçă та тÿрĕ кăмăллă, тепĕр чух питĕ çивĕч конкурентлă кĕрешÿре иртрĕ. Регионсен пуçлăхĕсен суйлавне илес-тĕк - федерацин хăшпĕр суб<ектĕнче кĕрешÿ кашни сасăшăн тенĕ пек пычĕ. Пĕринче вара, эсир пĕлетĕр, çĕнтерÿçе палăртма иккĕмĕш тур кирлĕ пулса тухрĕ. Çакă, ман шутпа, япăх мар, мĕншĕн тесен шăпах çакă кĕрешÿ уçă, тÿрĕ кăмăллă пулнине кăтартать. Унти çынсем те тивĕçлĕ пулнине палăртасшăн, кандидатсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ.

Тупăшу çивĕч пулнине пăхмасăр сасăлав механизмĕн, çавăн пекех суйлав кăтартăвĕсен легитимлăхне суйлава хутшăннă мĕнпур парти çирĕплетнĕ, çакă та Раççейре нумай партиллĕ тытăм вăй илсе, политика культури ÿссе пынине кăтартать.

Чăннипех уçăмлă, конкурентлă тата легитимлă суйлав процедурисен çак стандартне, паллах, Патшалăх Думин 2016 çулта ирттермелли суйлавĕнче те тивĕçтермелле.

Иртнĕ суйлав кампанийĕ парламент партийĕсем çĕршывăмăрăн политика пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăннине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Сăмах май, шăпах вĕсен представителĕсем кĕпĕрнаттăрсен суйлавĕсенче пĕр-пĕриншĕн тĕп конкуренцие йĕркелерĕç. Çакăнпа пĕрлех парламента кĕмен партисем те палăрса пыраççĕ, иртнĕ кампанире вĕсем тĕрлĕ шайри суйлавсене хастар хутшăнчĕç.

Çакна та каласшăн: вăйлă нумай кандидат - хальхи суйлавра сирĕнпе кĕрешнисем çитес çул Патшалăх Думин депутачĕсен кандидачĕсем пулаççĕ-тĕр. Çав шутра - сирĕн территорисенчи пĕр мандатлă округсенчен. Паллă, обществăра ятлă-сумлă çынсем нумайланни лайăх.

Сăмах май, халь тин ĕçтешĕмсемпе Патшалăх Думин 2016 çулхи суйлавне хутшăнакан политика партийĕсен шучĕ иртнĕ кампаниринчен икĕ хут пысăкрах пулассине сÿтсе яврăмăр: парламента кĕмен 10 партин тата 4 парламент партийĕн тÿрремĕнех суйлава хутшăнмалли право пур. Думăн иртнĕ суйлавĕнче пĕтĕмпе те 7 парти кăначчĕ, халь 14 пулать.

Иккĕленместĕп: шăпах çивĕч конкуренци сăмахпа кăна мар, хăйсен ĕçĕпе те çынсене хумхантаракан чи çивĕч ыйтусене татса пама пултарассине ĕнентерсе паракан политика вăйĕсем, политиксем килессине тивĕçтерме пулăшĕ.

Хисеплĕ ĕçтешĕмсем, граждансем сирĕншĕн сасăлани çакна кăна çирĕплетет: тата çине тăрарах, тата вăй хурарах ĕçлемелле. Ку сире те, сирĕн командăсене те пырса тивет. Политика календарьне пăхмасăр çынсемпе яланах тимлĕ пулмалла, кулленхи йывăрлăхсемпе сăлтавласа çивĕч ыйтусем çине алă сулмалла мар. Чи кирли: эсир влаçа килтĕр, суйлантăр, çакăн пек пысăк постсене йышăнтăр пулсан - тÿрĕ кăмăлпа тата пĕтĕм вăя парса ĕçлемелле. Унсăрăн кунта килмелле те мар. Ансат япаласем пирки калатăп пек, анчах практика кăтартнă тăрăх - ансат çак япаласене пур çĕрте те тата пурте пĕлмеççĕ. Анчах пирĕн кун пирки нихăçан та манмалла мар.

Тата, паллах, Патшалăх Думин çывхаракан суйлавĕ умĕнхи кампанийĕн условийĕсенче обществăна пĕтĕçтерес, конструктивлă мĕнпур вăя çĕршыв аталанăвĕн тĕп ыйтăвĕсене татса парасси тавра чăмăртас енĕпе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Эсир пурте яваплăх шайне ăнланнине, çине тăрса ĕçлеме хатĕррине шанатăп.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.