Владимир ПУТИН: Телейлĕ кун ытларах пултăр!

19 Ака, 2016

 Раççей Президенчĕ Владимир Путин ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче халăхпа черетлĕ тÿрĕ лини ирттерчĕ. Тăватă сехете яхăн тăсăлнă калаçура патшалăх пуçлăхĕ 74 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ. Пĕтĕмпе вара тÿрĕ линипе 3 млн ытла ыйту йышăннă.

«Хыпар» калаçăвăн тĕп темисемпе кĕскен паллаштарать.

 Çулсем

Тÿрĕ линири калаçу Омск хĕрĕ Екатерина хăйĕн хулинчи çулсем питĕ япăххи çинчен панă ыйтуран пуçланчĕ. Владимир Путин ку темăпа ыйту питĕ нумаййине палăртрĕ. Нумаях пулмасть кăна регионсен çул-йĕр фончĕсене туса хунине, унта бюджетран чылай укçа хывнине шута илсен - çакна ăнланма та йывăр пек. Çавна май Президент хайхи укçана мĕнлерех тăкакланипе кăсăкланнă, пысăк укçан пĕр пайĕ урăх тĕллевсемпе тăкакланнине палăртнă.

Акă мĕншĕн уйăрнă укçапа тĕллевлĕн усă курассине тивĕçтермелле. Иккĕмĕшĕнчен, мотор топливин акцизĕсене 2 тенкĕ хаклатнă май ку укçана пĕтĕмпех федераци бюджетне яни вырăнсăр, «компромисс тупмалла, 1 тенкине те пулин регионсен çул-йĕр фончĕсенче хăвармалла».

Сăмах май, çул-йĕр теми каярах та тепĕр хут çĕкленчĕ. «Пирĕн ВКС Сирири террористсене тустарнă хыççăн тата кама аркатĕ?» - тесе ыйтсан Владимир Владимирович çапла каларĕ: «Пирĕн япăх çулсене тата ĕçе çиелтен тăвассине пĕтермелле».

Хаксем

Производство чакни, ĕç укçи пĕчĕкленни пирки сăмах пуçарнă май Владимир Путин çулталăкри инфляцин вăтам шайĕ 12,9: танлашнине аса илтерчĕ. Çакна апат-çимĕç хакĕсем пысăкланни тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Пĕлтĕр, уйрăмах çулталăк пуçламăшĕнче, ÿсĕм пысăк пулнă - 14: таранах. Анчах кайран хаксем пĕчĕкленни те палăрнă. Кăçал ÿсĕм 2,2: патнелле.

Президент шучĕпе, апат-çимĕç тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Чылай чухне хаксен ÿсĕмĕ обћективлă сăлтавсенчен килмест. «Анăç санкцийĕсене хуравласа эпир чикĕ леш енчен апат-çимĕç кÿрес тĕлĕшпе чарусем йышăнтăмăр, çакă хамăрăн ял хуçалăхне аталантармалли условисене çирĕплетессе шантăмăр - ку тÿрре тухрĕ», - терĕ вăл. ВВП 3,7: чакнипе пĕрлех ял хуçалăхĕ 3: хăпарнă. Ку - пирĕн экономикăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ, «мĕншĕн тесен Раççейĕн 40 млн гражданинĕ ялта пурăнать».

Экономика

Владимир Путин иккĕленмест: экономикăра ырă туртăмсем палăраççĕ. Правительство кăçал та производство чакассине палăртать-ха. Анчах - 0,3: кăна, çитес çул вара 1,4: чухлĕ ÿсĕм пулмалла.

Президент пурăнмалли çурт-йĕр строительстви пĕлтĕр рекорд шайĕнче пулнине аса илтерчĕ - 85 млн ытла тăваткал метр. Ĕçсĕрлĕх пур, анчах кризисченхипе танлаштарсан та унăн шайĕ пысăк мар - 5,6:.

Нефть хакĕ икĕ хут чакса кайнине пăхмасăр суту-илÿ балансĕпе çыхăннă сальдо ÿсĕмлĕ. «Урăхла каласан эпир тăкакланнинчен ытларах ĕçлесе илетпĕр. 146 млрд тенкĕ - лайăх кăтарту. Резерв фончĕ упранса юлать. Раççейĕн тĕнче шайĕнчи резервĕсем 2014 çулхи шая çитрĕç - 387 млрд тенкĕ», - палăртрĕ Владимир Владимирович.

Терроризм

Пирĕн ВКС Сирирен кайнă хыççăн ИГИЛ çĕленĕн тепĕр пуçĕ ÿссе лармĕ-и? Çак ыйтăва хуравланă май Владимир Путин унашкал хăрушлăх пуррине пытармарĕ. Эппин, терроризмпа кĕрешесси çине алă сулма юрамасть. Вăл Хĕвелтухăçĕнчи, Европăри çĕршывсене, АПШна инкек кÿрет. «Раççей пирки каламастăп та - эпир терроризм кÿнĕ çухатăва хамăр тÿснĕ».

Анчах Раççей Сирие пăрахман. Çарăн пĕр пайне илсе тухнă, анчах унта пирĕн çынсем, техника юлнă, вĕсем тивĕçлĕ операцисем ирттерме пулăшмашкăн хатĕр. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир çарсене кăларнă хыççăн та Пальмирăна, стратеги пĕлтерĕшлĕ ытти хулана ирĕке кăларнă. Çак тапхăрта мирлешнĕ ял-хула шучĕ татах ÿснĕ. РФ ертÿçи енсем çураçу тупасса шанать, эппин, калаçусен сĕтелĕ хушшине лармалла. Сирире Конституци йышăнмалла, унпа килĕшÿллĕн суйлав ирттермелле - çапла майпа кризисран тухмалла.

Турци

Кÿршĕ çĕршывсем пĕрин хыççăн тепри Раççее хирĕç пулнишĕн пăшăрханса панă ыйтăва хуравланă май Владимир Путин «эпир тăшмансен ункинче мар» тесе çирĕплетсех каларĕ. Тĕнчери çĕршывсенчен ытларахăшĕпе туслă çыхăну тытатпăр. Çав шутра ШОС, БРИКС, Еврази экономика союзĕн çĕршывĕсем.

Кÿршĕсемпе те тĕпрен илсен туслă. «Турци те пирĕн тус тесе шутлатпăр, турккă халăхĕ вара - пирĕнпе туслă халăх, унпа кÿршĕллĕ ырă хутшăнусене йĕркелĕпĕр. Пирĕн хăшпĕр политикпа хутшăнусем çивĕч, вĕсем хăйсене йĕркесĕр тытаççĕ, эпир тивĕçлипе хуравлатпăр. Унсăрăн ĕнсе çине хăпарса ларĕç. Кунашкалли пирĕн çĕнĕ историре пулнă - çав вăхăта тавăрма юрамасть. Анчах хамăрăн интерессене тĕпе хурса мĕнпур ĕçтешпе, çав шутра кÿршĕсемпе хутшăнусене аталантарăпăр», - çирĕплетрĕ Владимир Владимирович.

Раççей гражданĕсене Турцие вĕçме чарни пирки каланă май унта пирĕн çынсен хăрушсăрлăхне шанчăклă тивĕçтереесси пирки иккĕленчĕ. Турци ертÿçисем туристсене хÿтĕлеме тăрăшĕç-ха, мĕншĕн тесен вĕсем - Турци бюджечĕн тупăш кÿрекен пысăк пĕлтерĕшлĕ статйи. Анчах асăннă çĕршывра эрнесерен тенĕ пек терактсем пулаççĕ те - халех çул уçăласси иккĕленÿллĕ.

Кану темине тăсса Крым çыннисем хăйсем патне хăнана йыхравларĕç те - Владимир Путин шантарчĕ: «Крыма пыратăпах. Сахалтан та темиçе кунлăха, çав шутра - канма та».

Обама

«Пĕлтĕр эсир шывра путакан Обамăна çăлнă пулăттăм» тенĕччĕ. Халь Порошенкăпа Эрдоган путас-тăк вĕсенчен хăшне маларах çăлнă пулăттăр?» 12 çулти хĕрача панă çак ыйтăва Владимир Владимирович тÿрех хуравлама та аптăрарĕ: «Варя, эсĕ мана йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкертĕн, мĕн каламаллине те пĕлместĕп». Çапах хуравне тупрĕ: «Кам та пулин путас тĕллев тытнă-тăк - ăна çăлма май çук ĕнтĕ. Анчах эпир, паллах, хамăрăн кашни ĕçтешех пулăшу тата туслăх аллине тăсса пама хатĕр - вĕсен хăйсен кăмăлĕ пулсан».

Раççейшĕн хăшĕ япăхрах - Клинтон е Трамп? Çапла ыйтакана хуравланă май Президент «пирĕн хăшĕ лайăхраххине шырамаллине» палăртрĕ. АПШпа лайăх хутшăнусем пулнă вăхăт манăçман, халĕ те ĕçтешлĕхĕн ăнăçлă тĕслĕхĕсем пур: Сирири хими хĕç-пăшалĕ, террорпа кĕрешни тата ыт. те. Çапах Америка хăйне ыттисенчен аслăрах тытнипе çураçма юрамасть: «Мĕнпур ĕçтешпе, çав шутра Раççейпе икĕ ен пĕр-пĕрне хисепленин никĕсĕ çинче çыхăну тытмалла. Унсăрăн çĕршывсен хушшинче демократи хутшăнăвĕсем пулмĕç».

Барак Обама Ливи хăйĕн тĕп йăнăшĕ пулнине йышăннине Владимир Путин «АПШ президенчĕ йĕркеллĕ çын пулнине çирĕплетет» тесе хаклать. «Барак сенатор пулнă чухне ун чухнехи администрацие Иракри ĕçсемшĕн критикленĕ. Анчах президент пулнă май çав йăнăшсене хăй Ливире турĕ. Йăнăшне йышăнни лайăх - кашниех апла тăваймасть. Вăйлă çын кăна çапла тума пултарать», - терĕ Владимир Владимирович.

Анчах, шел те, ун хыççăн та йăнăшсем тăваççĕ. Калăпăр, Сирире ĕç-пуç мĕнле вĕçленесси паллă мар-ха. Çапах Владимир Путин юлашки вăхăтра АПШпа пĕр чĕлхе тупас туртăм пуррипе кăмăллă: çар ыйтăвĕсемпе, ятарлă службăсен, ют çĕршывсен министерстви енĕпе. Сирири лару-тăрăва йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлени курăмлă.

Мельдони

Пирĕн спортсменсене пĕрин хыççăн теприне допингпа - мельдонипе - усă курнăшăн айăплани пирки те сăмах пулчĕ. Владимир Путин çак препарата нихăçан та допинг разрядне кĕртменнине аса илтерчĕ, «вăл спортри кăтартусене витĕм кÿмест, анчах кĕтмен çĕртен темшĕн ăна допингсен списокне кĕртме йышăннă».

Çапла тунă чух ку препарат организмран вăрах тасалнине çирĕплетекен кăтартусем пулман. Çавăнпа WADA çак кунсенче хăйĕн йышăнăвĕсене тÿрлетнĕ. Унăн чарупа çыхăннă йышăнăвĕ, Президент шучĕпе, политикăпа сăлтавланман. Анчах мельдонипе тĕпрен илсен Хĕвелтухăç Европăри, унччен Совет Союзне кĕнĕ çĕршывсенчи спортсменсем кăна усă курнă. Халь тĕнчери допингсемпе кĕрешекен организацисем тивĕçлĕ клиника тĕпчевĕсем ирттереççĕ, унăн кăтартăвĕсене тĕпе хурса уйрăм спортсменсем тĕлĕшпе ыйтăва татса пама пулĕ.

Апла пулин те Владимир Владимирович пĕтĕм тĕнчери организацисемпе тытакан çыхăнусене çирĕплетмеллине, вĕсен требованийĕсене шута илмеллине палăртрĕ. Чи малтанах спортри кĕрешÿ тÿрĕ кăмăлпа никĕсленмелле. Хамăрăн спортсменсене вара хÿтĕлемелле - тĕнче шайĕнчи лайăх адвокатсене явăçтарсах.

ЖКХ

Совет Союзĕнче ЖКХ ыйтăвĕсем хальхи пек çивĕч пулман - пачах урăх пурнăç пулнă. Анчах çав вăхăтранпа, иккĕленмест Владимир Путин, ку сфера валли питĕ сахал укçа уйăрнă. Патшалăх çителĕклĕ укçа хывманнине, тарифсене пĕчĕк шайра тытса пынине кура пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ юхăннă. Çав вăхăтрах ытти сфера, калăпăр, оборонка валли ытлашшипех тăкакланнă. «Супăньпе сахăра талонсемпе валеçесси патне çитрĕмĕр. Çак условисенче çĕршыва çухатнине çынсем сиссе те юлман». Çавăнпа паян чи малтанах çынсен тупăшĕ çинчен шухăшламалла.

Пĕлтĕр тарифсен ÿсĕмĕ вăтамран 8,5: пулнă. Кăçалхи утă уйăхĕнчен 4: пысăклатма палăртнă. Çав вăхăтрах регионсем хăйсем йышăну тăваççĕ: е пачах та ÿстермессе пултараççĕ, е 10: таранах пысăклатаççĕ.

Çуртсен капиталлă юсавĕ - çивĕч уйрăм тема. Владимир Владимирович пĕчĕк тупăшлă çынсем патшалăхран пулăшу илме пултарни çинчен каларĕ - ку мелпе 30 млн çын усă курать, çак пулăшу валли бюджет 300 млрд тенкĕ тăкаклать. Капиталлă юсавшăн тÿлеттерни нумай çынна тарăхтарнине Президент пĕлет. Конституци сучĕ тÿлев саккунлăхне çирĕплетнĕ пулин те «кунта та çынсен тупăшĕн шайне шута илмелле». Çĕршывра - 2,4 млрд тăваткал метр çурт-йĕр. Çуррине яхăн - халех юсав кирлĕ. Унсăрăн авари пулма пултаракан çурт-йĕр калăпăшĕ хăрушла хăвăртлăхпа ÿссе пырĕ.

Ку ыйту ют çĕршывсенче те çивĕч - аталаннă çĕршывсенче те çуртсем арканаççĕ. Мĕншĕн тесен çынсене унтан хăваласа кăларма юрамасть, анчах юсава укçа хывмаççĕ. Апла пулмалла мар. Анчах пухнă укçапа тухăçлă усă курмалла: «Пĕлтĕр 97 млрд тенкĕ пухнă, çав вăхăтрах 25 млрд тенкĕлĕх кăна контрактсем тунă. 70 млрд - «çакăнса» юлнă. Эппин, ĕçлеме хатĕр пулман. Питĕ пĕлсе ĕçлемелле, тÿлев виçи те, паллах, тупăшпа шайлашуллă пулмалла».

Элек

Анăçри массăллă информаци хатĕрĕсем Раççей Президенчĕ пирки киревсĕр информаци сарнăшăн суда пама, адвокатсем тытма сĕнÿ пулчĕ те - Владимир Владимирович ку ыйтуран та пăрăнмарĕ: «Вĕсем офшорсем пирки тĕрĕс мар информаци пичетлемеççĕ вĕт. Çав материалсене журналистсем те мар, юристсем хатĕрленĕн туйăнать. Тÿрремĕнех никама та айăпламаççĕ - иккĕленÿ кăна çуратаççĕ. Манăн туссенчен тахăшĕ бизнеспа ĕçлет имĕш. Офшорсенчи çак укçа чиновниксен, Президент кĕсйине кĕмест-и? Вĕсем асăнакан Сергей Ролдугин ĕçлесе илекен пĕтĕм укçине музыка инструменчĕсем туянма яни пирки шутлама та пултараймаççĕ. Пирĕн Раççейре пурсуй йытă çурисемпе взятка пани пулнă-ха, анчах сĕрме купăссем, виолончельсем пани пирки эпĕ илтмен».

Владимир Путин Ролдугин юлашкинчен туяннă инструмент 12 млн тенке яхăн тăнине çирĕплетрĕ. Вăл туяннă инструментсен шутĕнче Прусси королĕ Аслă Фридрих харпăрлăхĕнче пулни те пур. Çав инструментсене вара патшалăха панă, Ролдугинăн халĕ укçи те юлман - вăл парăма кĕрсе кайнă.

Перекет

Социаллă учрежденисен шутне чакарнине Президент ырламасть: «Оптимизаци, тен, кирлĕ пуль, анчах çĕршывăмăр уйрăмлăхне те шута илмелле - пирĕн ял-хула пĕр-пĕринчен питĕ инçетре вырнаçнă. Çавăнпа тепĕр чух ытлашши пек туйăнакан социаллă сете те упраса хăварма тăрăшмалла. Ялсен социаллă аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла».

Чи малтанах çĕршыври хĕç-пăшал çаврăнăшĕ пĕр тытăмра пултăр тенине тĕпе хунă, çапах Наци гвардине туса хунинче те перекетлĕхпе çыхăннă тĕллев пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăй тытăмĕсен ĕçĕн тухăçлăхне пысăклатнипе пĕрлех вĕсене тытса тăма каякан тăкаксене чакарасшăн. Чи малтанах - управлени тата штаб тытăмĕсен оптимизацийĕн шучĕпе.

ФМС,ФСКН тытăмĕсенче ĕçленĕ çынсене массăллăн чакарасси пирки сăмах пымасть. Анчах ФСКНăн, калăпăр, следстви подразделенийĕ пулнă - вăл ШĔМĕн Следстви управленине кĕрĕ. Бухгалтери, ытти тытăм пирки те çавнах каламалла - перекет пулатех. Паралельлĕ ĕç пулмĕ. Миграци служби тĕлĕшпе те çавах. Миграци юхăмĕсене ШĔМе явăçтармасăр тĕрĕслесе тăраймăн, эппин, ку тытăма унăн йышне кĕртни вырăнлă.

Украина

Украинăри лару-тăрăва йĕркелеме тивĕç «Минск килĕшĕвĕсене» пурнăçласси такăнни куçкĕрет. Ку чи малтанах политика ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Çĕршыв ертÿçин шучĕпе, Украинăн уйрăм территорийĕсенчи çынсен хăрушсăрлăхне, прависене тивĕçтерессине тĕпе хумалла. Çапла тумашкăн чи малтан Конституцие улшăнусем кĕртмелле. Минскра ку ĕçе 2015 çул вĕçĕччен пурнăçлама калаçса татăлнă, анчах Рада çапла туман. Донбасăн уйрăм статусĕ çинчен калакан саккуна та йышăнман. Перкелешÿ çав-çавах вĕçленмест - çакăнпа сăлтавлаççĕ. Анчах саккунсене Украинăшăн Раççей йышăнаймĕ, хăйсем йĕрке тăвас теменнине Раççей çине йăвантараççĕ.

«Европăра Украина хăй çапла тăваймасть теççĕ. Вĕсем тăваймаççĕ - куншăн эпир айăплă-им?» - тĕлĕнчĕ Владимир Владимирович. «Минск килĕшĕвĕсене» пурнăçламалла - йĕрке тумалли урăх çул çук. Эппин, Анăçăн Киева витĕм кÿмелле. Владимир Путин хăй нумаях пулмасть Петр Порошенкăпа калаçни çинчен пĕлтерчĕ - Украина пуçлăхĕ ОБСЕн Донбасри йышне ÿстерме сĕнет-мĕн. Хирĕçтăру чиккинче унăн хĕç-пăшаллă сотрудникĕсем пулни перкелешĕве вĕçлеме пулăшасса шанать. РФ пуçлăхĕн шучĕпе, «ку - тĕрĕс сĕнÿ, ăна ырлатпăр».

«Украинăн çĕнĕ премьерĕ Гройсман пирки мĕн калама пултаратăр?» «Нимĕн те», - пулчĕ Президент хуравĕ. Вăл ăна пĕлмест, мĕнле тĕллевсем тытни çинчен те калаймасть. Умĕнхи правительство ĕçĕн кăтартăвĕ вара хурлăхлă. Украинăри инфляци шайĕ 48: ытла! Газ хакĕ 3,3 хут пысăкланнă, ăшăшăн, электроэнергишĕн - 50: ытла!

«Апла пулин те пире аталанакан, тăнăç Украина кирлĕ - çапла пуласса питĕ шанатпăр, - терĕ Владимир Владимирович. - Вĕсем цивилизаци çулне суйласа илнĕ теме пăхаççĕ. Влаçа улăштарнă, халăх çинчен никам та шухăшламан. Влаçра олигархсем пулнă - вĕсем çаплипех юлнă... Çĕнĕ правительство умĕнхи ĕç-пуçа хакласа тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвасса, тăван халăхĕшĕн ĕçлессе, ют çĕршывсен вăл е ку тытăмĕсене юрас тĕллевпе кăна ĕçлемессе шанатăп».

Мăшăр

Владимир Путина тÿр¬ремĕнех хăйне пырса тивекен ыйтусем те пулчĕç. Крым çыннисем, сăмахран, унран 2018 çулта РФ Президенчĕн суйлавне хутшăнмашкăн шантарма ыйтрĕç. Çук, шантармарĕ: «Кун пирки калаçма иртерех-ха. Халĕ пирĕн малашне мĕнле ĕçлесси çинчен шухăшламалла мар, паян çынсен шанăçне тÿрре кăлармалла. Лару-тăру, ĕçсем мĕнлерех пынине кура тивĕçлĕ йышăнусем тăвăпăр».

Нумаях пулмасть хăшпĕр хаçат Президент мăшăрĕ пулнă Людмила Александровна качча тухни çинчен пĕлтернĕ май пĕр хĕрарăм Владимир Владимировичран çапла ыйтрĕ: «Эсир пире çĕршыври пĕрремĕш ледипе хăçан паллаштаратăр?» «Часах мар, анчах Людмила Александровнăпа эпир тĕл пулатпăр. Хутшăнусем питĕ ырă - тен, унчченхинчен те лайăхрах пуль. Унăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Хаçатсенче çырни - уйрăм тема, анчах вăл хăйĕн пурнăçĕпе кăмăллă, пĕтĕмпех лайăх. Эпĕ те кăмăллă, манăн та пĕтĕмпех лайăх».

...Калаçăва вара Владимир Путин Зина кинемей çырăвне вуласа панипе вĕçлерĕ. Вăл «вăрăм кун-çул пултăр» тесе çырнă иккен. «Çак пехиле Зина кинемей Раççейре пурăнакан мĕнпур çын ячĕпе çырнă тесе шутлатăп, - терĕ Президент. - Пурте пĕрле хастар ĕçлĕпĕр: çивĕч ыйтусем - сахал, телейлĕ кун ытларах пулччăр!»

Н.ДМИТРИЕВ хатĕрленĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.