Владимир ПУТИН: Раççей шăпи эпир миçен пулассинчен килет

17 Кăрлач, 2020

Кăрлачăн 15-мĕшĕнче Владимир Путин Президент Мускаври «Манеж» тĕп выставка центрĕнче Федераци Пухăвне яракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Шучĕпе вăл Владимир Владимировичшăн 16-мĕш пулчĕ. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, министрсем, общество организацийĕсен, бизнес тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, ыттисем пухăннă. Чăваш Енрен Çырăва итлеме ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова хутшăннă. Çырура Владимир Путин экономикăпа, тĕнчери лару-тăрупа, Конституципе çыхăннă ыйтусене те çутатрĕ, çапах демографи теми тĕп вырăнта пулчĕ. «Хыпар» Çырăвăн тĕп саманчĕсемпе кĕскен паллаштарать.

Ачасенче — çĕршывăн ырă малашлăхĕ

Хăйĕн 1 сехет те 15 минут патнелле тăсăлнă, пухăннисем тăватă теçеткене яхăн хут алă çупса пÿлнĕ сăмахне Владимир Путин экономикăпа, социаллă пурнăçпа, наци проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене граждансемпе тÿррĕн калаçса татса памалли пирки каланинчен пуçларĕ: мĕн кирлине вĕсем лайăхрах пĕлеççĕ – халăх вара улшăнусем кĕтет. Çав улшăнусене Президент чи малтанах демографие вăй парасси тавра курать, мĕншĕн тесен «Раççей шăпи эпир миçен пулассинчен, ачасем ытларах çуралнинчен, вĕсем мĕнле çитĕнсе кам пулассинчен килет».
Раççейре пурăнакансен йышĕ 147 миллиона яхăн çынпа танлашать, демографин паянхи лару-тăрăвне патшалăх ертÿçи кăткăс тесе хаклать. Паян шкул ачисен йышĕ ÿссе пырать пулин те çуралакансен шучĕ каллех чакни сисĕнет. Ача çуратассин пĕтĕмĕшле коэффициенчĕ /пĕр хĕрарăм пуçне тивекен çуралнă ачасен шучĕ/ 1,5-пе кăна танлашать. Пирĕн çĕршывшăн ку сахал. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те асăннă кăтарту çак шая çывăх пулнă. Пирĕн халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿссе пырассине тивĕçтермелле. Президент 2024 çул тĕлне асăннă кăтартăва 1,7-е çитермелли тĕллеве палăртрĕ. Çавна май халăх йышне упрассине, пысăклатса пырассине тĕпе хумалла.

Çемьесене пулăшмалла

Çавăнпа ачаллă çемьесене пулăшассине вăл тĕп тĕллевсен шутĕнче курать. Çав шутра — яслисенчи вырăнсен шутне ÿстересси. Ку енĕпе эпир хальлĕхе палăртнине пурнăçламан-ха. Çапах, ун шучĕпе, демографишĕн чи хăрушши — çемьесен пĕчĕк тупăшĕ. Президент пытармарĕ: шăпах ачаллă çемьесен тупăшĕ пĕчĕк. Чухăн çемьесен 70-80% — ачаллă çемьесем. Сахал тупăшлисене 1-мĕш тата 2-мĕш ачасемшĕн 11 пин тенкĕ ытла пособи тÿлесе тăма йышăннă. Ытти мера та пур. Çакăн усси курăмлă, анчах ача 3 çул тултарсан тупăш тăруках чакать, çакăнтан сыхланмалла.
«Çавна май 3-7 çулсенчи ачасемшĕн уйăхсерен укçа тÿлеме сĕнетĕп. Вăраха ямасăр — 2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнсах. Тÿлеве пĕчĕк тупăшлă çемьесем илĕç», — терĕ Владимир Владимирович. Кашни çын пуçне пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăш тивекен çемьесене паракан тÿлев малтанхи тапхăрта 5,5 пин тенкĕ пулĕ. Çакă тивĕçтермесен тÿлеве пурăнма кирлĕ виçепе танлаштарасси пирки шухăшламалла. Тĕрлĕ регионта вăл тĕрлĕ, анчах вăтамран 11,5 пинпе танлашмалла.

Амăшĕн капиталĕ пысăкланать

Социаллă контракт пирки иртнĕ çулхи Çырурах каланăччĕ. Владимир Путин çак тема патне тепĕр хут таврăнчĕ. Контракт сахал тупăшлă çемьесене хăйсен ĕçне пуçарма пулăшмалла. Хăш-пĕр регионта çак çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме пуçланă, 2021 çулта вара мĕн пур регионта ĕçе кĕртмелле.
Тепĕр тема — амăшĕн капиталĕ. Президент çак программăна малалла тăсассине çирĕплетрĕ. Сахалтан та — 2026 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен. Тепĕр çĕнĕлĕх — çемье пĕрремĕш ача çуралсанах амăшĕн капиталне, 466617 тенкĕ, илме пултарĕ. Çак йĕрке кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнченех вăя кĕрет.
Анчах, ун шучĕпе, çакă та сахал. Вăл амăшĕн капиталне тата 150 пин тенкĕлĕх пысăклатма сĕнчĕ. Çапла вара икĕ ачаллă çемьесем илекен амăшĕн капиталĕн виçи 616617 тенкĕпе танлашĕ. Ăна çуллен индексацилĕç.
Пуçламăш шкулсенчи 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтермелле. Совет саманинче те кунашкал мера пулман теме пăхакансене çĕршыв ертÿçи ун чухне общество та тупăш енĕпе хальхи пек сийленменнине аса илтерчĕ. Шкулсенче тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелемелле, çакăн валли вăхăт кирлĕ. Анчах 2023 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак мерăна мĕн пур регионта тÿрре кăлармалла.

Бюджет вырăнĕ — ытларах

Ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсен витĕмĕ курăмлă — шкул ачисен шучĕ пысăкланать. Çавăнпа шкулсенче çĕнĕ вырăнсем кирлĕ. Çĕнĕ шкулсем тумалла, вĕрентÿ инфратытăмĕпе тухăçлă усă курмалла. Çав шутра — шкулсенче цифра технологийĕсене аталантарса. Çакăнпа пĕрлех педагогсен професси шайне ÿстермелле — кун валли те укçа уйăрмалла. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса класс ертÿçисене хушма тÿлев – уйăхсерен 5 пин тенкĕрен кая мар — тÿлемелли йĕрке вăя кĕрĕ.
Çитес çулсенче шкул пĕтерекенсен шучĕ пысăкланассине /çитес вунă çуллăх варринче шкул ачисен шучĕ 19 миллион пулĕ/ кура аслă шкулсенчи тÿлевсĕр вĕренмелли вырăнсене упраса хăвармалла, пысăклатмалла. Ку енĕпе чи малтан регионсенчи вузсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăкрах пулмалла, çамрăксем хăйсен тăван тăрăхĕнчех професси илме пултарччăр. Ăçта врачсем, инженерсем, педагогсем çитмеççĕ — яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç унтах бюджет вырăнĕсенче вĕрентĕр.

73 çул — чикĕ мар

Раççейре пĕлтĕр çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 73 çултан иртнĕ — 2000 çулхинчен 8 çул ытларах. Кунта сывлăх сыхлавĕн витĕмĕ курăмлă. Тин çуралнă ачасем вилессин кăтартăвĕ истори шайĕнчи минимума çитнĕ — Европăри хăш-пĕр çĕршывринчен те лайăхрах. Сывлăх сыхлавĕ енĕпе лайăх кăтартусем пур, çапах мĕн тунипе çырлахма юрамасть, мĕншĕн тесен, Владимир Путин палăртнă тăрăх, çак отрасль ĕçне çынсем цифрăсем тăрăх мар, поликлиникăсенчи черетсем, çавнашкал ытти самант тăрăх хаклаççĕ. Ку енĕпе вара пирĕн кăткăслăх çук мар.
Фельдшер-акушер пункчĕсен сетьне йĕркелесе çитернĕ темелле, анчах вĕсем тĕлĕшпе те татса памалли ыйту чылай. Кĕçех медицинăн пирвайхи сыпăкне модернизацилемелли программа хута каять. Çакăн валли 550 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Вырăнсенче, уйрăмах ялсенче, медиксене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтусене татса памалла. Отрасльте кадрсен ыйтăвĕ çивĕччине кура медицина специальноçĕсемпе вĕрентмелли бюджет вырăнĕсене çамрăксене тĕллевлĕн йышăнассине ĕçе кĕртмелле. Кăçалтан çавăн пекех сывлăх сыхлавĕнче ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕрĕ: çирĕп оклад, хушма тÿлевсем…
Пĕлтĕр хăш-пĕр регионта граждансене тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтерес енĕпе йывăрлăхсем пулнă. Кунашкалли — юрăхсăр. Президент эмел илекенсен çирĕп регистрне йĕркелемелли çинчен каларĕ, чăрмавсем сирĕлмелле. Çавăн пекех эмелсен пахалăхне тĕрĕслесе тăрассине те çирĕплетме шантарчĕ.

Инвестицисемшĕн — симĕс çутă

Макроэкономика кăтартăвĕсем пирки сăмах пуçарнă май вăл ку енĕпе курăмлă ăнăçусем пуррине палăртрĕ. Хаксем ĕлĕкхи пек хăвăрт ÿсменни — куçкĕрет. Инфляци пĕлтĕр 3% танлашнă — палăртнинчен пĕчĕкрех. 5-6 çул каялла кăна-ха инфляци пысăк пулнă, çакна Президент граждансенчен илнĕ хушма налук вырăнне хурса хакларĕ.
Малашне инвестицисен калăпăшĕн ÿсĕмĕ çуллен 5% кая мар пулмалла. Çак тĕллевпе çывăх çулсенче налук саккунĕсене улăштарма юраманнине палăртрĕ. Инвесторсене саккун шайĕнчи гарантисемпе тивĕçтермелле. Регионсен инвестицисемшĕн вычет панă май тухса ÿкекен тупăшне федераци бюджетĕнчен саплаштарассине çирĕплетрĕ.
Çавăн пекех Президент тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн реформине çывăх вăхăтра вĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ. Бизнес представителĕсене уголовлă майпа явап тыттарас тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем пулмалла — сăлтавсăр айăплассинчен хăтăлмалла. Инновацисене, стартапсене, пысăк технологиллĕ экспорта пулăшмалли мерăсене палăртса тÿрре кăлармалла. Цифра технологийĕсене аталантармаллине кура Владимир Путин пурте усă курмалли интернет программине хута ямаллине палăртрĕ, вăл ĕçлеме тытăнсан граждансен интернетпа усă курнă май çыхăнăвăн пулăшу ĕçĕшĕн тÿлемелле пулмĕ.

Хăратмастпăр, хамăр та хăрамастпăр

Президент Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне уявласси пирки те сăмах пуçарчĕ, çавна май вăрçă пирки суя информаци сарассипе кĕрешессине тĕпе хумалли çинче чарăнса тăчĕ.
Тĕнчери çивĕч хирĕç тăру тĕслĕхĕсем пĕтĕм этемлĕхшĕн хăрушлăх кăларса тăратни çинчен те сăмах пулчĕ. Ку енĕпе ООН йĕркелÿçисем шутланакан пилĕк çĕршыв пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. Раççей пуринпе те килĕштерсе ĕçлеме хатĕр — çавăнпа тĕнчери хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕллевлĕ утăмсем тăвать.
«Хĕç-пăшал енĕпе эпир никам хыççăн та хăваламастпăр, пачах тепĕр майлă — ыттисем пире çитме тăрăшаççĕ», — терĕ Владимир Владимирович. Çĕршывăн шанчăклă хăрушсăрлăхне тивĕçтерни, ун шучĕпе, патшалăхăн айккинчи витĕме пăхăнман аталанăвне, граждансен ырă пурнăçне тивĕçтерме кирлĕ.

 Конституцие те улшăну кĕртме май пур

Конституцие улшăнусем кĕртме сĕнекенсем пуррине кура кун пирки те хăйĕн шухăшне палăртрĕ. Тĕкĕнме юраман самантсене палăртнипе пĕрлех уйрăм йĕркесене «тÿрлетме» май пурри çинчен каларĕ. Сăмахран, судьясен, çавнашкал ытти должноçа ют çĕршыв çыннисем йышăнма пултараймассине çирĕплетмелле. Кунашкал çирĕп услови Тĕп Саккунра Президент тĕлĕшпе те пулмалла. Тата — пĕр çын Президент должноçĕнче пĕр харăс икĕ срокран ытларах пулма пултарайманни.
Çавăн пекех вăл Конституцире влаçăн пĕтĕмĕшле системине сăнласа палăртмалли çинчен те каларĕ. Унта ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулма пултарайманнине, пенсисене индексацилессине те палăртмалла.
Тĕп Саккунра Патшалăх Канашĕн статусне çирĕплетмен — уçăмлатмалла. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.