Владимир Путин Президентăн Çырăвне хаклаççĕ

11 Раштав, 2014

Николай КАЗАКОВ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Композиторсен союзĕн председателĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин тĕрĕс каларĕ - кашни çыннах нумай енлĕ аталанма çителĕклĕ майсем туса памалла. Манăн шухăшăмпа, паянхи кун ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Валентина ГЕВОРКЯН, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш Республикин халăх артистки, профессор:

- Раççей Президенчĕн пĕтĕм шухăшĕпе килĕшетĕп. Пултаруллă, çĕршыва чунтан парăннă, малашлăхлă çамрăксене ытларах хатĕрлемелле. Эпĕ хам та ачасемпе ĕçлетĕп, вĕсен таланчĕсене уçма, Турă панине аталантарма тăрăшатăп. Çапла тума тĕрлĕ конкурс, фестиваль ирттерни пулăшать. Ачасене амăшĕн чĕрипе, чунĕпе юратмалла. Çавăн чухне кăна вĕсен чун-чĕринче çутă ĕмĕт-тĕллев çуратма пулать.

Федор КАРЯГИН, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори-географи факультечĕн профессорĕ:

- Çĕнĕ технологисене аталантарма, конкурентлă продукци кăларма, финанс тытăмне çирĕплетме, промышленноçа хăватлăлатма пирĕн çутçанталăк ресурсĕсем те, ăслăлăх ĕçĕсем те, шалти рынок та пур. Ĕç вăйĕ те çителĕклех. Ытти енĕпе те чухăн мар. Строительство индустрине, экономикăн ытти отрасльне ыранхи куншăн туллин ĕçлеттерме пултаратпăр.

Президент Çырăвĕ, манăн шухăшăмпа, - тĕплĕ, тулли, уçăмлă. Унти тезиссем пирĕн республикăшăн та питĕ витĕмлĕ. Шанатăп: республика ертÿлĕхĕ ăна туллин пурнăçа кĕртĕ.

Александр ШЕГУРОВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи каçарас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ:

- Раççей Президенчĕн кашни сăмахĕ, сĕнĕвĕ пуриншĕн те çывăх тата ăнланмалла. Вăл пирĕн патшалăхăмăрăн вăй-хăватне туйма, хăйĕн суверенитетне тата никама пăхăнманлăхне упраса хăварма пултарнине çирĕплетет. Президент патшалăхăн нумай енлĕ ĕç-хĕлĕн тата çĕршыври кашни çынна пырса тивекен ыйтусене хускатрĕ.

Манăн ĕç биографийĕ ытларах бизнесри, предпринимательлĕхри тавлашуллă ыйтусене татса парассипе çыхăннăран шăпах вĕсем çинче чарăнса тăрасшăн. Çырура пур ыйтăва та саккунпа килĕшÿллĕн уçăмлатмаллине çирĕп палăртнă. Президент çавăн пекех контролерсемпе тĕрĕслевçĕсен питĕ пысăк йышне, бизнес ĕç-хĕлĕнче право саккунĕсем мĕнле ĕçлессишĕн яваплă органсемпе должноçри çынсене ку е вăл бизнес аталанасси, унăн шăпи çав тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсенчен нумай килнине асăрхаттарчĕ. Президент Çырăвĕнче бизнеса аталантарма, унăн ĕç-хĕлне лайăхлатма, тавлашуллă ыйтусене тĕрĕс тата вăхăтра татса пама сĕнни паянхи кунпа килĕшÿллĕн çыхăнса тăрать. Юлашкинчен çакă экономикăна лайăх, нимле санкцисемсĕр аталанма, çĕршыври çынсен пурнăç шайне лайăхлатма пулăшĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.