Владимир ПУТИН: “Куç хăрать те...”

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çĕршыв гражданĕсемпе йăлана кĕнĕ тÿрĕ калаçу ирттерчĕ.

Владимир Владимирович хăйĕн сăмахне çулталăка пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Чи калаçтараканни, паллах, Украинăри лару-тăру, тулашри кăткăс экономика. Çĕршыври шалти хыпарсен хушшинче вара кăмăлли сахал мар. Инфляци хăвăртлăхне чакарма май килнĕ. Нефть уçласси, тĕштырă тухăçĕ ÿснĕ. Ÿснисен йышĕнчех - ача çураласси те. Çын вилесси вара чакнă. Çурт-йĕр çĕклесси ăнăçлă пырать. Владимир Путин кун пекки совет тапхăрĕнче те пулманнине палăртрĕ - 82 млн тăваткал метр. Экономика чăн секторĕ валли - 250 млрд тенкĕ, авиастроени валли - 100 млрд тенкĕ, ĕç рынокĕ вали 83 млрд тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Пенсисене çулталăк пуçламăшĕнче индексациленĕ. Налук сферинче çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçне пуçласа йĕркелекенсене малтанхи икĕ çул налук тÿлессинчен хăтараççĕ. Чăн та, çакă чи малтанах ялти предпринимательсемпе çыхăннă. Бизнес валли лайăхрах условисем йĕркелемеллине палăртрĕ Владимир Путин. Управлени ĕçне, право хуралне, суд тытăмне çĕнетмелле. “Ку - нумай енлĕ ĕç, анчах та куç хăрать те алă тăвать, пирĕн те çапла пулмалла”, - терĕ Президент.

Анăç экономика санкцийĕсем Раççее ырă витĕм те кÿчĕç - хамăрăн тавар туса кăларакансене пулăшу мелĕ ку. Анчах та патшалăх енчен те тĕрев кирлĕ. Ялхуçалăхне пулăшмалли программăна хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ.

Лару-тăру çапах та çăмăл мар. Экономикăна ураланма икĕ çул кирлех иккенне палăртрĕ Раççей Президенчĕ.

Умра чи чаплă, чи çутă, чи мăнаçлă уяв - Çĕнтерÿ кунĕ. Хăрушă çав вăрçăра малашлăхшăн пĕр енче кĕрешнĕ çĕршывсен ертÿçисем савăнăçа пĕрле пайлама Мускава килмессе те пултараççĕ. “Ку - пирĕн уяв. Эпир çĕнтерÿçĕсен ăрăвне пуç таятпăр”, - палăртрĕ Владимир Путин.

“Тÿрĕ лини” валли пурĕ 3 миллиона яхăн ыйту йышăннă. 3 сехет те 57 минутра Раççей Президенчĕ Владимир Путин 74 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ.

/Хамăр инф/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.