Владимир Путин: Хăтлă пурнăçшăн ĕçлемелле

14 Раштав, 2013

Конституци 20 çул тултарнине паллă тунă кун Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Кремлĕн чи пысăк залĕнче - Георгий залĕнче - сăмах илчĕ. Ку темиçе енĕпе юбилейлă Çыру пулчĕ. Шучĕпе вăл - 20-мĕш, Путиншăн вара - 10-мĕш.

КОНСТИТУЦИЕ ТӲРЛЕТӲСЕМ КĔРТЕССИ ÇИНЧЕН. Конституци кăшкарĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллă пулмалла, çакă уйрăмах унăн çын тата гражданин прависемпе ирĕкĕсене палăртакан 2-мĕш сыпăкне пырса тивет.

Çав вăхăтрах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çавна май Конституци процесĕ вĕçленнĕ, вилĕ пулмалла мар.

ЗЕМСТВО РЕФОРМИ ÇИНЧЕН. Кашни гражданин ун патне алăпа кармашса çитме пултартăр - вырăнти влаçа çапларах йĕркелемелле. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев - вырăнсенче вăйлă, никама пăхăнман, укçа-тенкĕ енĕпе хăй тĕллĕн ĕçлекен влаçа çирĕплетесси. Ку ĕçе çитес 2014 çултах - паллă земство реформи 150 çул тултаракан çулталăкра - пуçăнмалла. Шăпах земствăсене, вырăнти хăй тытăмлăха вăйлатни Раççее хăй вăхăтĕнче сулмаклăн аталанма, кирлĕ пысăк улшăнусене пурнăçламашкăн кадрсем тупма май панă.

ОБЩЕСТВО ТĔРĔСЛЕВĔ ÇИНЧЕН. Мĕн пур саккун проекчĕ, патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнăвĕсем, стратеги планĕсем тĕлĕшпе граждансен вулавне йĕркелемелле. Влаçăн федераци шайĕнчи органĕсен çумĕнче те, регионсенче те общество канашĕсем туса хумалла. Вĕсем темле хушăм, ячĕшĕн йĕркелекен тытăмсем ан пулччăр, экспертсен, тепĕр чух ведомствăсемшĕн конструктивлă оппонентсен шайĕнче ĕçлеччĕр, коррупцие пÿлмелли тытăм ĕçне хутшăнччăр.

"КИРЕВСĔР ИНТЕРНАЦИОНАЛ" ÇИНЧЕН. Этноссен хутшăнăвĕсен çивĕчлĕхне вăл е ку халăх представителĕсем мар, культурăсăр, хăйсен йăли-йĕркине, ют йăла-йĕркене хисеплемен çынсем сăлтавлаççĕ. Киревсĕр çак интернационала Раççейĕн кăнтăр енчи хăш-пĕр регионĕнчен тухнă, иртĕхсе-сĕмсĕрленсе кайнă çынсем те, право хуралĕн этнос мафине хÿтĕлекен сутăнчăк сотрудникĕсем те, йăла шайĕнчи кирек хăш вак-тĕвек хирĕçĕве те вандализмпа юнлă хирĕç тăру сăлтавне çавăрма хатĕр вырăс националисчĕсем те кĕреççĕ. Çак пулăма пирĕн пĕрле çĕнтермелле, нацисен хушшинчи тăнăçлăха хÿтĕлемелле.

РЕФОРМĂСЕНЕ ТĂССА ЯНИ ÇИНЧЕН. Улшăнусене ĕçе кĕртесси калама çук тăсăлса кайрĕ! Çавна май çынсем курăмлă çĕнĕлĕхсене туймаççĕ. Эпир питĕ пысăк укçа уйăратпăр, анчах реформăсене пурнăçламасан пахалăх вырăнне тухăçсăр тăкаксем кăна ÿсĕç, управлени аппарачĕ пысăкланĕ - халĕ шăпах çапла пулса пырать.

МЕДИЦИНА СТРАХОВАНИЙĔ ÇИНЧЕН. Сывлăх сыхлавĕнче страховани принципĕ çине чăнласах куçасси - никĕс шайĕнчи ыйту. Халĕ обязательнăй медстраховани тивĕçĕ, тĕрĕссипе, укçана ăна илекенсем патне çитересси çеç. Унчченхи пек бюджет урлă мар, бюджет тулашĕнчи фонд урлă. Тĕллев вара пачах урăхла. Тĕллев - шăпах страховани принципне ĕçлеттересси. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине финанс енĕпе хавхалантармалла. ОМС тытăмĕн вара тÿлевсĕр медпулăшăвăн патшалăх гарантийĕсене туллин тивĕçтермелле.

ДИСПАНСЕРИЗАЦИ ТАТА ВОЛОНТЕРСЕМ ÇИНЧЕН. 2015 çултан тытăнса мĕн пур ачан, çул çитмен çамрăкăн çуллен обязательнăй майпа тÿлевсĕр диспансеризаци тухмалла. Çитĕннисен - 3 çулта пĕрре. Эпир çÿллĕ шайра медпулăшу кÿме пултаракан федераци центрĕсен анлă тытăмне йĕркелерĕмĕр. Çавнашкал центрсен пулăшу ĕçĕсемпе вĕсем вырнаçнă хуласенче пурăнакансем кăна мар, ытти регион çыннисем те усă курма пултарччăр. Çав вăхăтрах тĕнче шайĕнчи туртăмсенчен юлмалла мар.

ШКУЛСЕМ ÇИНЧЕН. Çитес çултан шкул пĕтерекенсем пĕтĕмлетÿ сочиненийĕ çырассине палăртма тахçанах хушу панăччĕ. Унăн кăтартăвĕсене ППЭпе пĕрле аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чух шута илмелле. Шкул валли кирлĕ кадрсене çĕнетмелли анлă программа хатĕрлеме ыйтатăп. Нумай шкулта занятисем икĕ сменăпа иртеççĕ. Раççейри шкулсен чĕрĕке яхăн пайĕнче /хуласенче - çуррине яхăнах/ çакнашкал йĕркепе ĕçлеççĕ. Демографири ырă туртăмсене пула çитес 5-6 çулта шкул ачисен йышĕ миллион чухлĕ хушăнать. Ача сачĕсене çапларах тумалла - вĕсемпе пуçламăш шкул валли те усă курма май пултăр.

ДЕМОГРАФИ ÇИНЧЕН. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче Раççейре халăх йышĕ хăй тĕллĕн хушăннине шута илнĕ. 1991 çултанпа - пуçласа. Раççей субĕекчĕсен çуррине яхăн пайĕнче ача çураласси çын вилессинчен иртнĕ.

Анчах тепĕр саманта та ăнланмалла. Халĕ 90-мĕш çулсенчи ăру хăйсен çемйисене çавăрма пуçлать - ун чух ача çуратасси питĕ япăх пулнă. Çавăнпа та Раççейри демографин ырă туртăмĕсене малалла вăй илтерес енĕпе уйрăмах çине тăмалла.

ПУРĂНМАЛЛИ ÇУРТ-ЙĔР ÇИНЧЕН. Аса илтерем, çĕр-шывра ача çуратассин чи лайăх кăтартăвĕсенчен пĕрне 80-мĕш çулсен вĕçĕнче шута илнĕ, çавăн чухнех çурт-йĕр тăвасси вăйлă аталаннă. Халĕ пурăнмалли çурт-йĕр политики каллех демографие вăй памалли тĕп никĕссенчен пĕри пулса тăма тивĕç.

Çĕр-шывра пĕтĕмĕшле илсен 2016 çул тĕлне çурт-йĕр тăвас енĕпе 75 млн тăваткал метр шайĕнчен иртмелле, çакă 1987 çулхи рекорд кăтартăвĕнчен пысăкрах - ун чух 72,8 млн тăваткал метр хута янă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çурт-йĕр тумалли пушă лаптăксене уçăмлă та тăрă процедурăсемпе усă курса сутлăха кăлармалла. Çав вăхăтрах строительсен яваплăхĕ те ÿсмелле. Йышăну пур, анчах ĕçе пуçăнман тăк - çĕре тавăрса пар.

ЭКОНОМИКĂНА МĔНЛЕ ЧĔРТМЕЛЛЕ. Экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакни тулашри сăлтавсемпе мар, шалти самантсемпе çыхăннă. ВВП калăпăшĕпе Раççей тĕнчери чи пысăк пилĕк экономика шутне кĕчĕ, анчах ĕç тухăçлăхĕпе эпир малти çĕр-шывсенчен 2-3 хут юлса пыратпăр. Çак уйрăмлăха пĕтерме талпăнмалла. Çак тĕллевпе аталанăвăн çĕнĕ факторĕсене явăçтармалла, профвĕренĕвĕн пысăк пахалăхĕ, ĕçлев рынокне улăштармалли майсем, ырă инвестици климачĕ тата çĕнĕ технологисем. Çак ĕçе наци пĕлтерĕшлĕ тĕллев вырăнне хумалла.

РЕГИОНСЕН МĔНЛЕ ĔÇЛЕСЕ ИЛМЕЛЛЕ. Халĕ регионсен ертÿçисемшĕн питĕ кăмăллă хыпар пĕлтеретĕп, енчен те регион индустри тата техника паркĕсем, бизнес-инкубаторсем йĕркелеме хăйĕн укçине хывсан унта вырнаçакан предприятисем виçĕ çул хушшинче тÿлекен хушма федераци налукĕсем бюджетсен хушшинчи трансфертсен мелĕпе федераци субĕектне каялла таврăнĕç. Шута илĕр, регионсен çавнашкал лаптăксен инфратытăмне йĕркелеме кайнă тăкакĕсем чухлĕ. Ним кулмалли те çук, лайăх сĕнÿ - ăна Финанс министерствипе халтан каймалла тавлашса хатĕрленĕ.

ПИРĔН ÇАР ХУРАВĔ. Никамăн та çар хăвачĕ енĕпе Раççейрен иртес тĕллевлĕ ĕмĕтсем пулмалла мар. Апла тума памăпăр. Раççей политикăри, технологисемпе çыхăннă çавнашкал туртăмсене тивĕçлипе хуравлĕ. Ку енĕпе пирĕн тивĕçлĕ хăватсем пур.

Эпир çарпа флота çĕнĕ хĕç-пăшалпа тивĕçтерме, оборонăпа промышленноç комплексне çĕнетме яракан укçа виçи питĕ пысăк - 23 трлн тенкĕ. Çитес вунă çуллăхра çĕр-шывăн ОПК предприятийĕсене саккассемпе туллин тивĕçтерĕпĕр. Çак отрасль специалисчĕсен пысăк шалуллă ĕç пулĕ. Ку вара - çемьесен ытлă-çитлĕ пурнăçĕ. Анчах пирĕн ОПК предприятийĕсене 2020 çул хыççăн ĕçпе тивĕçтересси çинчен те халех шухăшламалла.

2014 ÇУЛ ДЕВИЗĔ ÇИНЧЕН. Çырура мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçламалла. Тÿрре кăларакан сăлтавсемсĕр, ведомствăсен шайĕнчи чăрмантаракан ăнлантарусемсĕр... Çакă - влаçăн пысăк тĕллевĕ, халăх шанăçне пирĕн çирĕплетсе пымалла. Çакна яваплăх вырăнне хурса пуриншĕн те çитес çул девизĕ туса хума сĕнетĕп.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.