Владимир ПУТИН: Эпир çĕнтерме хатĕр

5 Раштав, 2014

РФ Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 4-мĕшĕнче Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырупа тухса калаçрĕ. Унăн Кремлĕн Пысăк керменĕн Георгий залĕнче пухăннисен умĕнчи сăмахĕ сехет ытла тăсăлчĕ. "Хыпар" хаçат Президент Çырăвĕн уйрăм сыпăкĕсене пичетлет.

Хăйĕн сăмахне Владимир Путин Раççей çыннисене çĕршыв шăпишĕн, пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ самантсенче тĕрев панăшăн тав тунинчен пуçларĕ. Малалли - шалти тата тулаш политикăпа, экономикăпа, социаллă пурнăçпа çыхăннă çивĕч ыйтусем, вĕсене татса памалли çул-йĕр...

Крым çинчен

Крым тата Севастополь Раççейпе пĕрлешнине патшалăх пуçлăхĕ истори саманчĕ тесе хаклать. Вăл иккĕленмест, Крым Раççейпе уйрăлми пĕрлешнĕ.

Шăпах Крымра, авалхи Херсонесра, Владимир кнеç, кайран пĕтĕм Руçе тĕне кĕртнĕскер, тĕн йышăннă, çавна май "нумай сăнлă, анчах пĕрлĕхлĕ вырăс нацийĕн тата Раççей патшалăхĕн йĕркеленĕвĕн ăс-хакăл çăлкуçĕ" шăпах унта вырнаçнă.

Украина çинчен

Украинсем пирки Владимир Путин тăванла халăх тет. Унăн шухăшĕпе - кашни халăхăн хăйĕн аталанăвĕн çулне, союзникĕсене, обществăн политика йĕркеленĕвне, экономикăна аталантармалли, хăйĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли формăсене суйласа илмелли суверенлă право пур, Раççей ăна хисеплет, малашне те яланах хисеплĕ. Ку Украинăна та туллин пырса тивет.

Президент хĕç-пăшалпа усă курса влаçа ярса илнине, пусмăра тÿрре кăларма юраманни пирки иккĕленмест, "Одессăра çынсене чĕрĕлле çунтарса яни мĕне тăрать! Çакăн хыççăн хĕç-пăшаллă вăйсемпе усă курса кăнтăр-хĕвел тухăçри çынсене, çак тискерлĕхпе килĕшменскерсене, пусарас тĕллеве мĕнле ырламалла. Украина халăхĕ çак пулăмсене тивĕçлипе хăй хаклатех".

Санкцисем çинчен

Санкцисен темине çĕкленĕ май Владимир Путин Раççей тĕлĕшпе "чарса пымалли" политикăна чылай çул тытса пынине палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе - Украинăпа çыхăннă лару-тăру пулман-тăк Анăç Раççейĕн пысăкланса пыракан майĕсене пÿлмешкĕн тата мĕнле те пулин сăлтав тупатчех: "Кам та пулин Раççей ытлашшипех вăйлă, хăй тĕллĕн ĕçлет тесе шухăшласа илет кăна - çав инструментсене пĕр тăхтамасăр хута яраççĕ".

Террористсем çинчен

Санкцисемпе çыхăннă темăна тăснă май Президент Раççейпе "вăй чĕлхипе" калаçма хăтланни çĕршыв 1990 тата 2000 çулсен пуçламăшĕнче шалти йывăрлăхсене тÿссе ирттернĕ вăхăтра та усă кÿменнине аса илтерчĕ.

Эпир çав тапхăрта пирĕн патри сепаратизма, террора уççăнах камсем пулăшса пынине, аллисене чавса таран юнпа вараланă çын вĕлерекенсене повстанецсем, ирĕклĕхпе демократишĕн кĕрешекенсем тесе хăйсем патĕнче çÿллĕ шайра йышăннине астăватпăр. Халĕ çав "повстанецсем" хăйсене Чечняра каллех кăтартрĕç. Шанатăп: вырăнти право хуралĕн органĕсем çивĕчлĕхе ăнăçлă сирĕç. Шăпах вĕсем паян террористсене тĕп тăвас енĕпе ĕçлеççĕ, терĕ вăл.

"Эпир нихăçан та ыттисенчен уйрăлассипе, тăшмансем шырассипе çыхăннă çулпа утмăпăр. Мĕншĕн тесен ку - хавшаклăх палли. Пирĕн тĕллев - Анăçра та, Тухăçра та ĕçтешсем ытларах тупасси", - терĕ Президент.

"Надзор каникулĕ" çинчен

Владимир Путин халĕ ĕçлекен налук тытăмне çирĕплетме, ăна 4 çуллăха улшăнми тума сĕнет. Çавăн пекех офшор капиталĕ Раççее таврăнсан ун тĕлĕшпе тулли амнистипе усă курмаллине палăртать. Çын хăйĕн укçипе пурлăхне Раççейре легализацилесен унăн çирĕп право гарантийĕсем пулĕç: ăна тĕрлĕ органа, çав шутра право хуралĕн органĕсене чĕнмĕç, унта та кунта "тустармĕç", капитала мĕнле майпа пухни пирки ыйтмĕç, уголовлă е административлă майпа йĕрлемĕç, налук служби тата право хуралĕн органĕсен енчен ыйтусем çуралмĕç.

Çийĕнчен Президент пĕчĕк бизнес валли "надзор каникулĕ" палăртма сĕнчĕ: предприяти шанчăклă ят-сум çĕнсе илнĕ, 3 çулта ун тĕлĕшпе ыйтусем пулман-тăк - çитес 3 çулта патшалăх енчен тата муниципалитет шайĕнче тĕрĕслевсем пулмĕç. Вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕрĕслевсен принципне пăрахăçламалла, ăçта хăрушлăх, саккуна пăснин паллисем пур - çавăнта кăна тимлĕх кирлĕ.

Вăйсен шайлашăвĕ çинчен

АПШ 2002 çулта ракетăсенчен сыхланмалли килĕшÿрен /ПРО/ тухнă хыççăн тĕнчере вăйсен стратеги шайлашăвĕ пăсăлас хăрушлăх тухса тăчĕ, терĕ Владимир Путин. Çакнашкал лару-тăру Вашингтонăн пĕр енлĕ, чылай чухне иккĕленÿллĕ йышăнусем тăвассипе çыхăннă ăнтăлăвне вăйлатать.

Раççей хĕç-пăшал хăвачĕпе тупăшассин хаклă ăмăртăвне хутшăнас кăмăллă мар, шантарчĕ çĕршыв ертÿçи. Çапах патшалăхăн хÿтĕленес хăватне çĕнĕ условисенче тивĕçтеретпĕрех, Раççейĕн çапла тумашкăн хăйне евĕрлĕ йышăнусем пур. "Çар хăвачĕпе Раççейрен иртес тĕллев никамăн та тÿрре тухмĕ. Пирĕн çар - çĕнĕ йышши, çĕнтерме пултараканскер. Хăшĕсем калашле, сăпайлăскер, çапах хаярскер. Хамăрăн ирĕклĕхе хÿтĕлемешкĕн пирĕн вăй та, кăмăл та, хăюлăх та çитĕ", - терĕ Президент. Çавна май çĕршыв Европăпа та, Америкăпа та çыхăну тытĕ, Африкăпа, Çывăх Хĕвелтухăç çĕршывĕсемпе çыхăнусене малалла çирĕплетĕ. Раççей пĕтĕм тĕнчешĕн пĕрле ĕçлемешкĕн, инвестицисем хывмашкăн, пĕрлехи проектсене пурнăçламашкăн уçă пулĕ. Анчах çапла тумашкăн чи малтан хамăрăн çине тăрса ĕçлемелле, тулашри лару-тăрăва пăхса тăмалла мар.

Тенкĕ хывмалли çинчен

Раççей тенки хавшани пирки каланă май Владимир Путин Раççей Банкне, Правительствăна спекулянтсене Раççей валютин курсĕн улшăнăвĕпе вылямашкăн чармалли пирки асăрхаттарчĕ. Витĕм кÿмелли инструментсем пур, вĕсемпе усă курмалла.

Тенкĕ йÿнелнине кура инфляцин самантлăх ÿсĕмĕ вăй илет. Владимир Путин шухăшĕпе - пĕчĕк тупăшлă граждансен интересĕсене хÿтĕлемелле. Министрсен Кабинечĕн тата регионсен апат-çимĕç, эмелсен, чи малтан кирлĕ таварсен хакĕсемпе çыхăннă лару-тăрăва сăнаса тăмалла.

Тенкĕ хакĕн вылявĕ хамăр çĕршыври компанисен конкурентлăхне ÿстерет. Çакăнпа импорта хамăрăн продукципе улăштармашкăн усă курмалла: 3-5 çулта çынсене Раççейре туса кăларакан паха та йÿнĕ эмелсемпе, апат-çимĕçпе тивĕçтермелле.

Экономикăри тĕллевсем çинчен

Президент "ÿсĕмĕн нуль шайĕнчи хăвăртлăхĕн тыткăнĕнчен хăтăлма", 3-4 çулта экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхне тĕнчери кăтартусенчен ирттерме чĕнсе каларĕ. Ĕç тухăçлăхĕн çулленхи ÿсĕмĕ 5% кая мар пулмалла, инфляци çитес çулсенче 4% ÿсмелле мар.

Владимир Путин импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕллеве тепĕр хут çирĕплетрĕ: чикĕ леш енче Раççейре çуккине кăна туянмалла. Çавна май Правительство çумĕнче координаци центрне туса хунă, унăн тĕллевĕ - пысăк проектсене пурнăçлассине саккассене Раççейри предприятисенче вырнаçтарассипе çураçтарасси.

2018 çул тĕлне инвестицисен çулталăкри калăпăшне çĕршывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн 25% таран ÿстермелле. Урăхла каласан "мĕн чухлĕ перекетлетпĕр - çавăн чухлĕ инвестици хыватпăр".

Пĕчĕк тата вăтам бизнесăн патшалăх нушисем валли тĕрлĕ тавар туянас ĕçе хутшăнмалла. Çитес 3 çулта бюджет çухатăвĕсене 5% кая мар чакарс тĕллев лартнă. Перекет тенĕрен, Президент шухăшĕпе, экономикăна кирлĕ питĕ пысăк резерв çиелтех выртать. Ку - патшалăх шучĕпе пурнăçлакан стройкăсем. Ку енĕпе пĕрлехи техника заказчикĕн тытăмне йĕркелемелле. Вăл паянхи пĕрешкел стройкăсен хакĕ тĕрлĕ пулнипе, укçана тирпейсĕр усă курнипе çыхăннă тĕслĕхсене пĕтерме май парĕ.

Сăмах май, кăçал Раççей тухăçлă тĕш тырă пухса кĕртнĕ - çĕршывăн çĕнĕ историйĕнче кунашкал тухăç нумаях пулман. АПКри производство ÿсĕмĕ те - 6% патнелле. Çавна май Владимир Владимирович ял ĕçченĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ.

Демографи çинчен

Çĕршыв ертÿçи демографири туртăмсене палăртрĕ. ПНО хăйĕн прогнозĕнче 2013 çул вĕçленнĕ тĕле Раççейре пурăнакасен йышĕ 136 млн çын таран пуласси çинчен калакан прогноз хатĕрленĕччĕ. 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне йыш 144 млн яхăн çынпа танлашнă - прогнозран 8 млн ытларах. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿссе пыни палăрать. Крымпа Севастополе шута илсен 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççейри халăх йышĕ 146 млн çынран иртмелле.

2014 çулта пуçласа сывлăх сыхлавĕн пĕтĕмĕшле рейтингĕнче Раççей пирки лару-тăру йĕркеллĕ çĕршыв тенĕ. Вăл çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 70 çултан иртекен çĕршывсен шутне кĕнĕ. Раççей çыннисен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ паян 71 çултан иртнĕ, Владимир Путин вара çак цифрăна 74 таран ÿстермеллине палăртрĕ.

2015 çула вăл чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли наци çулталăкĕ тесе пĕлтерме сĕнчĕ. Çавăн пекех çитес çул сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче страховани принципĕсем çине куçассине вĕçлемелле. Врачсем валли вĕренÿ сертификачĕ туса хумалла, унпа медиксем пĕлÿпе ăсталăха ÿстерме усă курĕç.

Вĕрентÿ çинчен

Владимир Путин аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ пултаруллă çамрăксем валли Президент гранчĕсене туса хума хушрĕ - çуллен 5-шер пин грант. Вĕсен виçи уйăхсерен тÿлекен 20 пин тенкĕпе танлашмалла. Грант илмелли услови - аслă шкул хыççăн Раççейре ĕçлени.

Президент шухăшĕпе - шкул тулашĕнчи хушма вĕрентÿ тытăмне пĕтерме юрамасть. Çавăн пекех инженерсен кадрĕсене хатĕрлес енĕпе "шут хыççăн хăвалани вырăнсăр, пахалăх тĕлĕшпе пысăк тимлĕх кирлĕ", инженерсене хатĕрлессине промышленноçпа тачă çыхăннă вăйлă вузсенче йĕркелемелле. Рабочисен кадрĕсене хатĕрленĕ чухне пахалăх требованийĕсене манма юрамасть.

Рубрика: