Влаçпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ

7 Юпа, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Общество палатин председателĕпе Алексей Судленковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. А.Судленков общество организацине 2015 çулхи июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнчен ертсе пырать. Çавна май Михаил Игнатьев ăна виçĕ уйăхри ĕç-хĕлпе тата малашлăх планĕсемпе паллаштарма ыйтнă.

Алексей Судленков Общество палати регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикин, культурин аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи, федерацин территорири ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, çĕршыври тата регионти общество пĕрлĕхĕсемпе, граждансен ытти институчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени çинчен пĕлтернĕ. Палата тĕрлĕ сферăра общество тĕрĕслевне йĕркелет, федерацин тата регионăн саккун проекчĕсене тишкерме хутшăнать. Халăхран ыйту-сĕнÿ нумай килсе тăнине палăртнă. «Палатăна çитнĕ пĕр ыйтăва та татса памасăр хăвармастпăр», - тенĕ вăл.

2016 çулта общество палатине йĕркеленĕренпе 5 çул çитет. Çак пĕчĕк юбилее палăртнă май регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес тата пухнă опыта анлăрах сарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртмелле. Сăмахран, Раççей Федерацийĕн Общество палатинче Чăваш Республикин презентацине тума, Чăваш Енри коммерциллĕ мар организацисен иккĕмĕш форумне йĕркелеме.

Общество палатин председателĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Правительствин пулăшăвне туйсах тăнине пĕлтернĕ. «Ку пире хавхалантарать тата хăват парать, эпир тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет. Влаçпа тачă çыхăнса ĕçлесен çеç эпир ĕçре ÿсĕм тăвăпăр», - пĕлтернĕ А.Судленков.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Общество палатин представителĕсен шухăшне яланах тĕпе хунине, илтме тăрăшнине çирĕплетнĕ. Вăл халăхран килекен сигналсене, япăххи пухăнса ан кайтăр, регионти обществăпа политикăри лару-тăрăва тÿнтерле витĕм ан кÿтĕр тесе пĕлтерсех тăма сĕннĕ.

Юрий ПЕТРОВ

Рубрика: