Влаç, саккун тата тĕрĕслĕх
13 Ноября, 2015 | ШĔМ ĕçченĕн кунĕ

Паянхи полици шăпах çак ăнлавсене сăнарлать. Ку сăмахсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче пакунлă çынсене Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламланă май каларĕ.

Театр умĕнче полици усă куракан тĕрлĕ техника - бронетранспортер таранах. Фойере вара - тĕрлĕ хĕç-пăшал. Вĕсемпе Михаил Игнатьев кăсăкланса паллашрĕ /сăнÿкерчĕкре/. Зала пухăннă полицейскисен, ШĔМ ветеранĕсен умне сцена çине тухнă май вăл 300 çул каялла I Петĕр патша йĕркелĕх хуралĕн службине туса хунине аса илтерчĕ - ăна «полици» ят панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăн ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем паян Шалти ĕçсен министерствипе тачă çыхăну тытса ĕçленине кăмăллăн палăртрĕ. Криминала иртĕхме паманни те - çак ĕçтешлĕх кăтартăвĕсенчен пĕри. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенчи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен ШĔМĕ çĕршыври полицин территори органĕсен хушшинче 13-мĕш вырăн йышăннă. Çавна май тÿрĕ кăмăллă та пултаруллă полицейскисене вăл тулли кăмăлпа наградăсем пачĕ.

Раççей, республика шайĕнчи наградăсене тивĕçнисен списокĕ вăрăм: пай пуçлăхĕ Анатолий Левый, Анатолий Быков участковăй, экстремизпа кĕрешекен тытăм ертÿçи Владимир Шихранов тата ыттисем. Йĕркелĕх хуралçисене çавăн пекех федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Николай Малов саламларĕç.

Шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев полицишĕн паян халăх шанăçĕ çирĕп тĕрев пулнине палăртрĕ. Çак шанăçа вара яваплăха туйса ĕçленипе кăна çĕнсе илме пулать. Вăлах служба тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра пуç хунă йĕркелĕх хуралçисем çинчен аса илтерчĕ. Вĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Чăваш Ен ШĔМĕн хурлăхлă списокĕнче - 63 ят. Çав шутран 11-шĕ Çурçĕр Кавказра вилнĕ. Сăмах май, унта пирĕн полицейскисем паян та служба тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Темиçе кунран пысăк тепĕр ушкăн лăпкă мар региона командировкăна тухса каять - вĕсем Çурçĕр Кавказри ентешсене улăштарĕç.

Уяв каçне сцена ăстисем илем кÿчĕç: «Çавал» ушкăн, Августа Уляндина... Тепĕр тесен полицейскисем хăйсем те маххă памаççĕ: мĕнлерех юрлаççĕ! - «эстрада çăлтăрĕсем» текен хăшпĕр юрăç айккинче тăтăр. Калăпăр, çарпа патриотизм фестивалĕн çĕнтерÿçисене Иван Самсоновпа Борис Антипина чăннипех итлесе тăранмалла мар. Службăра та маттур, таланчĕ те куçкĕрет. Е тата - экономикăри преступленисемпе тата коррупципе кĕрешекен управлени сотрудникĕн хĕрĕ Ульяна Самохина. Юрланă май кларнет та калать те - черченкĕ, çав вăхăтрах хăватлă сасси кĕвĕпе пĕрлешсе шăранать, кашнин чĕрине тыткăнлать.

Николай ДМИТРИЕВ