Вируспа Çĕмĕрле енче те кĕрешеççĕ

30 Утă, 2018

Патăрьел, Комсомольски, Çĕрпÿ, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенчи хăш-пĕр ялта кайăк грипĕн инфекцине сарăлма парас мар тесе ветслужба тивĕçлĕ мероприятисем пурнăçлани çинчен «Хыпар» хпĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчи йышăнăвне пурнăçласа Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш ялĕнче те чир вирусне тупса палăртнă кил хуçалăхĕсенчен 618 кайăк-кĕшĕке тата 167 чăх çăмартине турттарса кайса çунтарнă.

Ветслужба утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче тата çак районти Кураккасси ялĕнче те кайăк грипне тупса палăртнă. Утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне кунта кайăк-кĕшĕкпе продукцие кил хуçалăхĕсенчен уйăрса илес ĕçе вĕçлемен. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче яла карантина хупнă.

Тунтикун тĕлне республикăри пĕтĕм кил хуçалăхĕнчен 2151 кайăк-кĕшĕке тата 203 çăмартана уйăрса илнĕ, — пĕлтерчĕ республикăн патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов. — Пирĕн специалистсем кашни хуçалăхрах ятарлă шĕвекпе пĕрĕхтерсе амак инфекцине пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн тăкак курнă çемьесене компенсацилемелли реестра хатĕрлетпĕр. Вĕсене кайăк-кĕшĕке уйăрнине çирĕплетекен акт, кил хуçалăхĕсен, уйрăм предпринимательсен, юридици сăпачĕсен тăкакне саплаштарма паракан укçана алла илмелли документ çырса паратпăр. Çемьесем кашни килограмм ашшăн /чĕрĕ виçепе/ — 55 тенкĕ те 60 пус, кашни 10 çăмарташăн 29 тенкĕ те 70 пус илеççĕ. Паянхи кун тĕлне инфекци тупса палăртнă ялсене пурне те карантина хупнă. Вĕсене кайăк-кĕшĕк илсе кĕме, турттарса тухма, ял çыннисене кайăк-кĕшĕк сутма чарнă. Вырăнти влаç органĕсем ирĕк панă пасарсенче ветеринари докуменчĕсем пулсан çеç сутма юрать. Республикăн Ветеринари служби кайăк грипĕн вирусне пирĕн пата хăш регионтан илсе килнине палăртас тĕллевпе ĕç пырать.

 

Рубрика: 

Комментари хушас