Вилор Чекмак

2 Юпа, 2014

Çамрăк патриотсем нимрен хăрамасăр тăшмана хирĕç çапăçнă тĕслĕх сахал мар. Вун пилĕк çулти Вилор Чекмак хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр Севастопольти партизан отрядне çăлнă. Чĕре чирне тата ытла çамрăк пулнине пăхмасăрах вăл 1941 çулхи çурла уйăхĕнче партизансемпе вăрмана кайнă. Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче хуралта тăраканскер карательсем çывхарнине чи малтан асăрханă. Ракета ярса хамăрăннисене систернĕ, нумай йышлă фашиста хирĕç пĕчченех çапăçнă. Патронсем пĕтсе çитсен Вилор тăшмансем çывăха çитессе кĕтнĕ, хăй те пĕрле вилессе пĕлсех граната сирпĕтнĕ. Ăна Севастополь патĕнчи Дергачи ялĕнче Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранĕсен çăви çинче пытарнă.

Тупа туни

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Крым тăрăхĕн комитечĕ фашистсем хупăрласа илсен хÿтĕленес тĕллевпе партизан отрячĕсем йĕркелеме йышăнчĕ. Пĕтĕм çурутрава пилĕк пая пайларĕç. Пиллĕкмĕшĕ (Севастополь пайĕ) Бахчисарай-Байдары-Севастополь виç кĕтеслĕхе кĕрет.

Севастопольте партизан отрячĕ йĕркеленме тытăнчĕ. Хула комитечĕ Тамара Алешинăна комсомолецсенчен чи лайăххисене суйласа илме хушрĕ. Вилор Алешина патне килчĕ. Кабинетран пурте тухса пĕтессе кĕтсен арçын ача сăмах пуçарчĕ:

- Мана та çырса хурăр.

Тамара тÿрех ăнланчĕ - мĕн пирки сăмах пынине тĕшмĕртеймен пек курăннинчен усси çук.

- Атя ним пытармасăр калаçар, Вилор. Отряда çул çитнисене кăна йышăнма юрать. Санăн вара унччен чылай кĕтмелле...

Вилор тÿсеймерĕ.

- Мĕне кирлĕ-ха кунта паспорт? Эпĕ вун-вун çухрăм пĕр канмасăр утса тухаятăп! Константиновск батарейине тата унтан каялла пĕр чарăнмасăр ишеетĕп! Эпĕ...

- Çитет! Мухтансах кайрăн.

- Пур пĕрех партизан пулăп.

- Виля, çара каясси - вăрçă çинчен вуласси мар. Сана тытсан вара? Асаплантарма пуçласан? Çакна аслисем те пурте чăтаймаççĕ.

- Манăн атте те вăрçăра партизан пулнă.

Тамара хаш сывларĕ.

- Вăл санран нумай çул аслăрах вĕт-ха. Ун чухне урăх вăрçă пулнă.

Пĕрремĕш калаçу çапла вĕçленчĕ. Анчах Вилор парăнмарĕ. Вăл райком партийĕн секретарĕ патне те çитрĕ. Шанăç юлман вăхăтра Чекмак юлашки сăлтавне пĕлтерчĕ:

- Эпĕ Осоавиахим шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Хушусене пурнăçлама вĕрентнĕ овчарка пур манăн, вăл вăрманта питĕ кирлĕ пулĕ!

Секретарь аллисемпе сулкалашса йăл кулчĕ.

- Ÿкĕте кĕртрĕн, шăллăм! Овчарка - питĕ лайăх çирĕплетÿ. Тамара, Чекмак юлташа партизансен Севастопольти отрядне çырса хур.

Виля темĕнле шухăш тытнине Любовь Георгиевна чĕрипе туйрĕ. Çакăн пирки ывăлĕпе асăрханса калаçма тытăнсан лешĕ сăмаха пăрса çеç ячĕ. Амăшĕ тÿсеймерĕ вара - Алешина патне кайрĕ.

- Эпĕ - Вилор Чекмак амăшĕ. Сирĕнтен пулăшу ыйтатăп. Эсир те часах амăшĕ пулатăр. Ăнланăр-ха мана...

Любовь Георгиевнăна Тамара пĕрремĕш хут курчĕ. Унăн тĕттĕмрех питне, илемлĕ пуçтарнă çÿçне кăсăкланса сăнарĕ... Вăрăм пÿрнисем чĕтрекен чĕр куççийĕсене лăплантарма хăтланаççĕ.

- Виличка ача кăна-ха. Ну мĕнле партизан пултăр унран?!

Алешина алăк патне пычĕ.

- Чекмака халех ман пата чĕнĕр!

Вилор салтак евĕр утса кĕчĕ. Амăшне курсан сăнĕ тĕксĕмленчĕ.

- Виля, - терĕ Алешина лăпкăн. - Эпĕ сана списока кĕртеймерĕм-ха...

Арçын ачан тинĕс пек кăвак куçĕсенче çулăм хыпса илчĕ, пит çăмартисем шурса кайрĕç.

- Анне, аннеçĕм! Вăрçă хыççăн мĕнле пурăнăп-ха эпĕ? Юлташсене куçран епле тинкерĕп? Юра мучи ман çинчен мĕн шухăшлĕ? Юрий Константинович вара? Аттепе мĕнле тĕл пулăп?

Вилор питĕ шăппăн каларĕ, анчах амăшне унăн сасси пĕтĕм пÿлĕме тултарнăн туйăнчĕ. «Ашшĕ пекех-çке вăл, - шухăшларĕ Любовь Георгиевна. - Çак винтовкăпа, флот пиçиххийĕпе...» 1919 çулта шăпах çакнашкал курнăччĕ вăл Петр Чекмака.

Любовь Георгиевна пуçне çĕклерĕ те ывăлĕпе иккĕшĕн куçĕсем тĕл пулчĕç.

- Ни юлташусем, ни Юрий Юрьевич, ни Зиновьев умĕнче нихăçан та пит хĕретме тивмĕ санăн. Тăшманпа çапăç, аçу пек!

Çакăнтан чылай инçетре, Мускав çывăхĕнче, халĕ Петр Андреевич Чекмак тăшманпа çапăçать.

Тамара Алешина çĕкленчĕ. Кобураран пĕчĕк револьвер кăларчĕ те алă тупанĕ çине хучĕ. Вилор пĕтĕмпех ăнланчĕ. Ку - татăклă йышăну. Отряда кĕрекен кашни комсомолец çакăнта тупа тăвать. Арçын ача аллине револьвер çине хучĕ.

- Çапăçура хăраса ÿкмĕп тесе, сывлăш çитми пуличченех тăшманпа кĕрешме сăмах парса тупа ту...

- Тупа тăватăп!

- Гитлеровецсен аллине çаклансан, вĕсем сана темĕнле асаплантарсан та юлташусене сутмăн, партизан отрячĕн вăрттăнлăхне уçмăн...

- Тупа тăватăп!

 

Севастопольти партизансен пайĕ

Партизан отрячĕн штабĕ тата хатĕрленÿ бази Алсу хулинче вырнаçнă. Хăйне ăçта илсе килнине ăнлансан Вилор савăнчĕ. Кунта Хура юхан шыв хутлăхĕнче вăл кашни сукмака, сăртăн кашни катламне, кашни хăвăлне пĕлет. Шăпах Алсу хулине суйласа илни ăнăçу пекех-çке!

Виля отряда юлашкисемпе пĕрле çитрĕ. Ăна Муса Джигит кĕтсе илчĕ те тÿрех Красников командир патне илсе кайрĕ. Владимир Васильевич, вăрçăччен хула çу- мĕнчи пĕрлештернĕ хуçалăх директорĕ пулнăскер, тин çеç килсе çитнĕскере сăнарĕ. Ăна ырласа пуçне сулчĕ. Вилор, чăнах та, партизан пекех курăнать: атăсем, сарлака пиçиххипе туртса лартнă бушлат (салтаксен ăшă тумĕ), кăкăр умĕнче - бинокль.

- Пăшалтан пеме пĕлетĕн-и? - ыйтрĕ Красников. - Эх, чăнах та, куратăп - «Ворошилов пăшалçи». Миçемĕш степень? Иккĕмĕш. Лайăх. Тата мĕнпе аппаланнă-ха эсĕ?

- Шкулта ÿкереттĕм. Юрлама пултаратăп!

Командир куçĕсем хĕмленчĕç.

- Ку лайăх-ха. Анчах эпĕ ун çинчен ыйтмастăп... Спортăн хăш тĕсĕпе те пулин туслă-и? Кĕрешÿ? Бокс?

- Эпĕ лайăх ишетĕп. Юлташсемпе флот станцине çÿреттĕмĕр.

Муса Джигит сăмах хушрĕ:

- Виля пĕччен килмен. Унăн овчарка пур. Танксене пĕтерекен пек, çыхăнуçă пек, санитар пек ĕçлеме пултарать.

- Япăх мар. Ăçта хăвартăн-ха ăна?

- Алăк патĕнче.

Красников çĕр пÿртрен тухса пăхрĕ те çĕкленÿллĕн пуçне çавăркаларĕ.

- Вăт ку япала! Санăн пулăшуçу пире кирлĕ пулĕ. Апла пĕлтер, Муса, иккĕшне те йышăнччăр.

Каччăсем уçланкăна тухрĕç. Ральф Вилорăн сулахай ури çумĕнче пычĕ. Утнă вăхăтра Джигит партизан отрячĕ çинчен каласа пама ĕлкĕрчĕ. Отрядра ик çĕре яхăн салтак. Вĕсенчен утмăлăшĕ - çамрăксем, комсомолецсем. Ыттисем вара - Граждан вăрçинче çапăçса курнисем. Ĕнерхи шкул ачисенчен пуçтарăннă ушкăн та пур. Отряда кĕресшĕн çунакан ачасемпе мĕн тумалли пирки пуç ватнă чухне чи вăйлисене, чи чăтăмлисене те çаврăнăçуллисене çеç илме шухăшларĕç.

- Акă çитрĕмĕр те. Ку - пирĕн ушкăн чарăнмалли вырăн.

- Ăçта?

Муса чеен куç хĕссе пăхрĕ.

- Кунта!

Ыттисене тĕлĕнтернипе кăмăллăскер тюбетейкине хыврĕ те курăк çине пăрахрĕ. «Çитрĕмĕр, вырнаçăр», - тени пулчĕ ку.

Виля Ральф çине пăхса илчĕ. Йыттăн сăмса шăтăкĕ-сем туртăнкаларĕç. Аха, çынсем пуррине туять вăл. Анчах ăçта-ши вĕсем?

Муса икĕ пÿрнине çăвара чикрĕ те шăхăрчĕ. Тĕмсемпе йывăçсем хыçĕнчен салтаксем тухрĕç. Вилор урисем патĕнчех симĕс çерем çĕкленчĕ. Çĕр айĕнчен сухаллă та мăнаçлă ар çын тухрĕ, пуçĕ çинче - курăклă тирĕк.

- Федор пичче! Ну ку... çĕр чĕтревĕ!

Вилор умĕнче Алсури колхоз пахчин хуралçи тăрать, вăл ачасене йывăç винтовкипе хăрататчĕ.

Пĕр-пĕрне палласа илсе сăмахланă хыççăн пĕтĕм ушкăн юхан шывпа çÿлелле хăпарчĕ. Пысăках мар чул патĕнче чарăнсан Виля Федоренкăран çĕлĕкне ыйтрĕ те йытта шăршлама пачĕ.

- Ральф, шыра!

(Вĕçĕ çитес номерте.)

Михаил ЛЕЗИНСКИЙĔН «Вилор, пурăн!»

повеçĕнчен.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.