Вилĕмсĕр юрату гимнĕ, е пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть...
«Хăш-пĕр кĕнекене «астивсе» çеç пăхмалла. Теприсене çăтса ярсан аванрах. Тĕрлĕ ыйту тавра шухăшламалăх «çимĕç» параканнисем вара - чи пахисем», - тенĕ Анатоль Франс. Шăпах юлашкисен шутне кĕрет те нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă Елен Нарпин «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеки. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2013 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Сăмах май, ку пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
1000 экземплярлă тиражпа пичетленнĕ кĕнекене (редакторĕ - О.Иванова, ÿнерçи - П.Сергеев) «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» повеçпе «Турамăш çуралнă кун» калав кĕнĕ. Кăларăма аслă классенче вĕренекенсем валли тесе палăртнă пулин те, çитĕннисемшĕн те интереслĕ пулмалла вăл. Ара, унта хускатнă ĕмĕрхи ыйтусем пурне те, кирек хăш ÿсĕмри çынна та, хумхантараççĕ-çке-ха. Мĕнлерех вăл - чăн-чăн юрату? Суя туйăмсенчен мĕнле уйăрса илмелле ăна, епле упраса хăвармалла? Мĕншĕн этем час-часах телейсĕр? Кам е мĕн тата мĕншĕн асапсем ярса парать? Мĕн тума кирлĕ-ха кашнине тĕрĕслевсемпе йывăрлăхсем?
«Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» повеçре пурнăçăн анлă çулĕ çине тинтерех тухакан яшсемпе хĕрсен кулленхи ĕç-хĕлне, кăткăс хутшăнăвĕсене, пăшăрханăвĕ-савăнăçне сăнланă. Чун-чĕрере çуралнă пирвайхи туйăмсен тасалăхне упрасси пĕртте çăмăл мар иккен. Анчах çыравçă сăнарĕсен кăмăлĕ çирĕп, сăмахĕ татăк-лă. Илĕртмĕш, суя сукмак енне пăрăнмаççĕ вĕсем», - вулатпăр аннотацире. Çапла, пăрăнмаççĕ, анчах пурнăç хуйхи-суйхинчен те хăтăлаймаççĕ. Тÿсме пÿрнине тÿс-мелле, курма хушнине курмалла...
«Юрату туйăмĕ... Кашни çын патне тĕрлĕрен килет вăл. Пĕрне савăнăç кÿрет, çунат хуштарать, теприне чăтайми асап, ырату уйăрать, ырра шанса тĕрекленнĕ çунатсене ним шелсĕр шартах çапса хуçать. Анчах кирек мĕнле пулсан та кашниех çав юрату текен туйăма чăтайми кĕтет. Мĕн илсе килет вăл хăйĕнпе пĕрле - ырату-и е телей, савăнăç-и е куççуль - ку нихăшне те кăсăклантармасть. Килсем, юрату, килсем...» - çырать автор. Повеçри Люба та, вунтăхăр çулти студентка, ĕмĕтленмен мар юрату пирки. Çавăнпах-тăр «йĕпкĕн хура çÿçлĕ, хĕрсене пăлтăр-палтăр çавăрттаракан» Саша вĕçĕмех хĕр патне киле пуçласан, илемлĕ сăмахсемпе кăмăла çĕклесен туйăмсен ытамне чăмать пике. Тĕлпулăва чăтăмсăррăн кĕтни, пĕчченлĕхре тертленни, савни сăнарĕ пурнăçа хĕвел пек çутатса тăнине туйни, утса мар, вĕçсе çÿрени... Кашниех туйнă-тăр çакна. Люба та хăйне чи телейли тесе шухăшланă. Шел те, качча урăхларах инçетсем илĕртнĕ, улталанă-мĕн вăл хĕре. Паллах, черченкĕ чунлăскершĕн ку тĕнче пĕтсе килнипе танах. «Пĕтрĕ, пăрланчĕ, чулланчĕ çакăнтан вара кама та пулин ĕненесси, унтан та ытла - юратма пултарасси», - тет Люба.
Хурлăхлă самантра ялан çапла: асаплану нихăçан та иртмест пек. Анчах сехет йĕппи шăвать, куççулĕ типет, пăшăрхану-тертленÿ вăхăт тусанĕ айне пулать... Çĕнĕ кун çĕнĕ телей пиллет - унчченхинчен те çутăраххи, илĕртÿллĕреххи, сăваплăраххи. Ĕмĕрне те никама та шанмăп тенĕ Люба Марсельпе паллашать. Шăпах вăл тупать те аманнă чĕрен уççине. Пĕр-пĕрне чунтан саваççĕ, çур сăмахранах ăнланаççĕ чăваш хĕрĕпе тутар каччи. Вăрахлăха уйрăлма тивсен те пĕр-пĕрне манмаççĕ. Туйăмсем сÿнмеççĕ, пачах тепĕр май - хĕрÿлленеççĕ те вăйланаççĕ. Автор вĕсен çивĕчлĕхне тĕлĕнмелле ăста çырса парать: «Манăн тĕнчере мĕн пуррипе çукки çинчен пĕтĕмпех манас килсе кайрĕ. Мур шăтăкне кайччăр пурте! Манăн никамран вăтанмасăр, уççăн, ирĕклĕн юратас килет!.. Марсель тутине кăшт çеç сиктерсе пăшăлтатать. «Савниçĕм... Юратăвăм... Мин сине яраттам...» йышши сăмахсемсĕр пуçне нимĕн те уйăраймарăм эпĕ, анранă пек пулнăскер. Сĕрĕм тивнĕ евĕр, пуçа вăйсăррăн усрăм та унăн çатăр вĕри тути сывлăша пÿлсе хунипе ăнран кайрăм. Тахçантанпа çунса-ирĕлсе каясла кĕтнĕ çыннăмăн аллисем пĕтĕм кĕлеткем тăрăх чупма пикенчĕç...»
Марсельпе Любăн юратăвĕ çăлкуç пек таса та хĕвел пек хĕрÿллĕ. Эппин, мĕн чăрмантарĕ-ха вĕсене пĕрле пулма? Унашкал чăрмавсем çук пек. Чăн-чăн туйăм хăватлă, вăл йăлтах çĕнтерет. Ку, чăннипех те, çапла. Çавăнпа-тăр «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» повесть вилĕмсĕр юрату гимнĕ пек янăрать. Пĕр-пĕрне юратакан чĕресене çын сăмахĕ те, тĕн ыйтăвĕ те, вилĕм те уйăраймĕ. Хайлав эпиграфĕ те çакăн пиркиех çирĕплетет:
Юратуçăм! Пĕр сана шыратăп.
Эс ăçта çÿретĕн çак таран?
Эп вилсен те пурпĕрех юратăп,
Сан патах-çке пырăп тупăкран.
Григорий Илепер
«Турамăш çуралнă кун» калав та тарăн шухăша путарать. Çĕр çинче пурăннă чухне кашни саманта кирлĕ пек хаклама, тĕрĕс суйлав тума пĕлместпĕр эпир. Пĕр йăнăш утăм хыççăн теприне тăватпăр, майĕпен пĕтĕм пурнăç пысăк пĕр йăнăша çаврăнать. Ах, каялла таврăнасчĕ те, тÿрлетесчĕ те йăлтах... Çук, малаллах ыткăнатпăр. Мăн кăмăллă та ирĕклĕ-çке эпир. Асту, пырса ан перĕн!
Мария та çапла кун кунланă. «Турра ĕненесси çеç мар, Вăл пурри çинчен шухăшласси те пулман». Хăй ĕмĕрĕнче чиркÿре икĕ хут - тĕне кĕртнĕ тата венчет тунă чух - пулнă. «Турă мана нимĕн те туса паман, йăлтах ак çак ылтăн пуçăмпа тата ик ĕçчен аллăмпа меллештернĕ тесе каппайланмастăм-и мăшăрăм умĕнче те?» - тет героиня. Анчах пĕррехинче ун тĕнчекурăмĕ те, шухăшлавĕ те тĕппипех улшăнаççĕ. Пĕр пăтăрмах хыççăн тепри сиксе тухать, авари хыççăн чутах вилсе каймасть çамрăк хĕрарăм. «Пĕлетĕр-и, хĕрсем, Турă пур... Эпĕ халь çакна тин ĕнентĕм. Мана Вăл чунăма çăлма тепĕр хут çуратрĕ», - тет Мария.
Çапла, пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть. Кашни пулăм мĕне те пулин вĕрентет, хăй хыççăн вăл е ку улшăнусене ертсе килет. Елен Нарпин «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеки те вулакан чĕрине хускатмасăр хăвармĕ. Авторăн пуян та сĕтеклĕ чĕлхи, этем чунне тарăннăн ăнланма пултарни ăна ĕлккен те чĕрĕ ÿкерчĕк-сем тума пулăшаççĕ. Ун тимлĕхĕнчен ним те йăпшăнса иртеймĕ. Çавăнпа çывăх та унăн сăнарĕсем пире. Çавăнпа вĕсемпе пĕрле савăнатпăр та, хурланатпăр та.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Комментари хушас