Вилĕмрен çăлăннă кушаксем юратăвĕпе тав тăваççĕ

Урамра сивĕре чĕтрекен кушак, çÿп-çап купине кăларса ывăтнă çурасем, аманнипе асапланакан чĕр чун… Шел те, ялта е хулара тăтăшах тĕл пулакан ÿкерчĕк. Ахаль çын ăна курмăш пулса иртет тĕк «Уссиллĕ, йăрăм-йăрăмлă» общество организацийĕн волонтерĕсем инкеке лекнĕ чĕр чуна пулăшассине хăйсен тивĕçĕ вырăнне хураççĕ.

Хĕрлемессине килĕштереççĕ

«Кушак йăлăхтарса çитерчĕ, илсе кайăр-ха», — Шупашкарта пурăнакан Мария Шамбуллина çакăн йышши шăнкăрава час-часах йышăнать. Çÿлерех асăннă организацие вăл 2016 çултанпа ертсе пырать. Тÿрех калар: Чăваш Енре хуçасăр кушаксене йышăнакан приют та, вăхăтлăх тытмалли пункт та çук. Волонтерсем вĕсене урамра тăрантараççĕ е хăйсен килĕнче усраççĕ. «Контактра» соцсетьре ятарлă ушкăн йĕркеленĕ, чĕр чуна хуçа тупса парас тесе унта пĕлтерÿсем вырнаçтараççĕ.
Марийăн паянхи кун килĕнче — 12 кушак. Вĕсенчен чылайăшĕ — урамра тупнисем. Перс кушакĕ Снежок 8 çул вĕсем патĕнче пурăнать. Ăна Мария пĕр хутчен хуçа тупса парса çемьене вырнаçтарнă-ха. Анчах вăхăт нумай та иртмен, ăна сутма шухăшланă. Мария чăтайман, мĕн сăлта-ва пула унран хăтăлма тĕв тунипе кăсăкланнă. Ачи кушака пула аллергипе нушаланать имĕш. Волонтерсем çынсене яланах çапла калаççĕ: «Чĕр чунпа килĕштереймесен е пăхаймасан каялла тавăрса парăр». Снежока хуçи укçасăрах панă. Халь тин ăна вырнаçтарма йывăр-мĕн, вăл çамрăках мар. Çынсем ытларах çура илесшĕн. Ăна хăйсене кирлĕ пек воспитани пама çăмăлрах, ÿссе çитни çĕнĕ хуçана йывăррăн хăнăхать тесе шухăшлаççĕ. Ку апла мар тесе ĕнентерчĕ Мария. Тĕрĕссипе, çитĕннисем хăйсене лăпкă тытаççĕ, çĕнĕ вырăна хăвăрт хăнăхаççĕ. Зефирка ятлă çăмламас ăратлă шурă тĕслĕ кушака та хуçисем урама кăларса пенĕ. /Ун пеккине туянас тесе хăш-пĕрисем укçа кăларса хума шеллемеççĕ./ «Ăратлă кушака, ахальлисемпе танлаштарсан, урам пурнăçне хăнăхма йывăр. Эпĕ ăна хам пата йышăнтăм. Халĕ вăл юратăвĕпе тав тăвать, ăна никама та памастпăр. Вăл пирĕнпе çывăрать, юнашар пырса ларать. Эпир ăна стерилизацилерĕмĕр. Операци вăхăтĕнче унăн шыçă пулни палăрчĕ. Вăл кирек хăш вăхăтра та çурăлма пултарнă. Кушак амине стерилизаци туни пирки тĕрлĕ шухăш çÿрет: чĕр чуна çут çанталăк панă туйăмпа киленме, амăшĕ пулма, чаратпăр иккен. Эпĕ çапла калатăп: ку — инстинкт, амăшлăх туйăмĕ çурасем çитĕннĕ хыççăн пĕтет. Стерилизациленĕ амасем сахалрах чирлеççĕ, ĕмĕрĕ вăрăмланать», — ăнлантарчĕ Мария. Вăл урамран тупса килнĕ амасене стерилизацилеме тăрăшать. Пĕрремĕшĕнчен, ун пеккисене хăвăрт вырнаçтарма пулать, иккĕмĕшĕнчен, килсĕр чĕр чунсем ĕрчемĕç. Общество организацийĕн кушакĕсене ветеринари клиники йÿнĕрех хакпа операци тăвать.
Çынсем хĕрлемес аçа кушаксене кăмăллаççĕ иккен, ăна илес тесе черет тăраççĕ. Ара, тĕшмĕше ĕненес тĕк ун пек тĕслĕ кушак кил-çурта савăнăç, тăнăçлăх илсе килет. Хура-шурă тĕслине çынсем питех йышăнасшăн мар. Марийăн ун пекки ама пур. Ева сусăр çуралнă, малти урисем çине тăраймасть, кенгуру евĕр сиккелет. Ачашскер ачасене юратать-мĕн. Çынсем ăна тиркеççĕ. Евăна урамран пĕр хĕрарăм илсе килнĕ. Ăна ывăлĕ килĕнче усрама ирĕк паман. Вăхăтлăха йышăннă кушак Шамбуллинсем патĕнче çулталăк пурăнать.

Хĕрхенсе пĕтереймĕн

Мария 25 кушак таран /çурасемпе пĕрле/ усрани те пулнă. Пĕлтĕр унăн пĕлĕш хĕрарăм урампа пынă чухне нăйăклатнă сасă илтнĕ. Хайхискер çÿп-çап контейнерĕнче чакаланнă та хутаç туртса кăларнă. Унта — тин кăна çуралнă кушак çурисем. Вĕсене тÿрех Мария патне йăтса килнĕ. Унăн кушакĕсем мĕн чухлĕ çурана ĕмĕртсе ÿстермен-ши? Урам кушаккисем — тĕлĕнмелле çирĕп чĕр чунсем, пурăнас вăйĕ пысăк. Акă хутаçри çурасем те вилмен.
«Уссиллĕ, йăрăм-йăрăмлă» организацие ертсе пыриччен Мария волонтер пулнă. Вăл нушана лекнĕ кашни чĕр чуна чунтан хĕрхеннĕ, çăлма май килмесен макăрнă. Вăхăт иртнĕ май ăнланнă: пурне те хĕрхенсе пĕтереймĕн. Чирлисем, вилнисем, сусăррисем… Йăлтах чĕре çывăхне илсен мĕнле пурăнмалла? Акă машина çапса кайнăран аманнă кушака ун патне йăтса килнĕ. Унăн янах шăмми хуçăлнă, сăмси суранланнă. Кушака васкавлă клиникăна ăсатнă. Унта сипленме йÿнĕ мар. Ырă çынсем укçа пухса панă. Кушака шприцран çитернĕ. Сывалнă хыççăн аçа валли кил тупăннă.
Уйрăмах пĕччен пурăнакан кинемейсем кушаксене пулăшма тăрăшнине палăртрĕ волонтер. Урамра вĕсене çитереççĕ. Шкулсенче акцисем йĕркелесе апат-çимĕç пухаççĕ. Вĕсене хăйсем патĕнче вăхăтлăх усракансене валеçеççĕ. Хăш-пĕр волонтер 26 кушак таран тытать.
«Пуçа çухатасла кушаксене юрататăп теместĕп. Анчах яваплăх илтĕм пулсан — вĕçне çитичченех ĕçлемелле. Вăхăта тăкакланине кура шанчăксăр çын аллине парас килмест. Гаврюша çур çул пирĕн патра пурăнчĕ. Шăнкăравлакансем пулнă-ха, анчах калаçнă тăрăх чун выртмарĕ. Халĕ ăна çемье тупса патăмăр. Эпĕ вырнаçтарнă чĕр чунсем пурте шанчăклă алăра, лайăх пурăнаççĕ», — терĕ Мария. Паллă ĕнтĕ, общество организацийĕн ĕçне тÿлевсĕр, хăйĕн ирĕкĕпе, пурнăçлать вăл. Темшĕн çакна хăшĕ-пĕри ăнланмасть, нумай ыйтать. Мария профессийĕпе — юрист, унăн тĕп ĕçĕ кушаксемпе çыхăнман. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН. Мария ШАМБУЛЛИНА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.