Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер

17 Пуш, 2016

Пуш уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - наркопреступленисем пирки пĕлесси, наркопритонсемпе наркотик хутăшĕсен саккуна хирĕçле çаврăнăшне чарса лартасси, çак çивĕч ыйтăва татса панă чухне çынсене явăçтарасси.

Акци вăхăтĕнче наркотике ăçта сутнине пĕлтернисĕр пуçне, унпа айкашакансене сиплеме, специалистсемпе канашлама тата ытти ыйтăва сÿтсе явма пулать. Çавăн пекех наркотике хирĕç кĕрешес ĕçре çынсем хăйсен сĕнĕвĕсене те пама пултараççĕ.

Наркăмăшпа çыхăннă кирек мĕнле хыпара та шанăç телефонĕпе 8 ?8352% 23-01-00 шăнкăравласа пĕлтерме пулать.