Виле - йĕп мар...

5 Çĕртме, 2014

Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕн производствинчи уголовлă çак ĕçсем иккĕшĕ те çын вилĕмĕпе çыхăннă. Иккĕшĕнче те айăплисем яваплăхран пăрăнас тĕллевпе çын виллине пытарма тăнă.

Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕрле пулнă преступлени тĕлĕшпе следстви айăплав тăратнă ĕнтĕ. Тăватă çамрăк 55-ри арçын патне килне пынă. Вăл каччăсенчен пĕрин куккăшĕ умĕнче парăма кĕнĕ-мĕн - пĕтĕмпе те 50 тенкĕ кăна, анчах йĕкĕтсем шăпах çав укçана тавăрса пама сĕннĕ. Сăмахпа кăна хистемен - хĕнеме те ÿркенмен. Арçынна урама илсе тухнă, çурт çывăхĕнчи сак çине лартса хăварнă, хăйсем пăрахса кайнă.

Кăштахран çамрăксем каялла таврăннă. Вĕсем хĕненĕ арçын вара сывламасть иккен - вилнĕ /экспертиза кайран вăл шăнса вилнине палăртнă/. Çамрăксем хăраса ÿкнĕ. Хăйсене айăпласран шикленсе вилле арçыннăн хăйĕн картишне илсе кĕрсе унти шăтăка пăрахнă, рубероидпа витсе хăварнă.

Следстви 17 тата 19 çулсенчи виçĕ каччă тĕлĕшпе айăплав тăратнă. Тепри, 28 çулти, суд тенкелĕ çине лармĕ, вăл преступлени тунă хыççăн уйăх ытларах иртсен çакăнса вилнĕ.

Тепĕр тĕслĕхĕ кăçалхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче çĕрле пулнă. Тĕп хулари Мир проспектĕнчи 76-мĕш çуртăн 8-мĕш хутĕнче подъездра 52-ри арçын виллине тупнă. Вĕлерни - куç кĕрет, кăкăрĕнчен çĕçĕпе чикнĕ. Сыщиксем айăплине часах тупнă. Кинологпа килнĕ те - йытă пакунлисене çак подъездăн 4-мĕш хутне ертсе çитернĕ. Преступник унта пурăннă иккен.

Мĕн пулса иртни халĕ уçăмлă ĕнтĕ. 23 çулти çамрăк хăйĕн хваттерĕнче хайхи арçынпа пĕрле эрех ĕçнĕ, хирĕçсе кайнă. Йĕкĕт хăнана çĕçĕпе темиçе хут чикнĕ - вилмеллех амантнă. Унтан вилле подъезда сĕтĕрсе тухнă, лифтпа 8-мĕш хута илсе хăпарнă та унта пăрахса хăварнă. Преступлени йĕрĕсене пытарас тĕллевпе 4-мĕш хутри юнпа вараланнă урайне çума та ÿркенмен. Çук, пытарайман. Допросра вăл хăйĕн айăпне йышăннă.

 Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.