Вилĕ хуласем

Пурнăç малалла шăвать, мегаполиссем унăн таппинчен юлмасăр аталанса пыраççĕ. Çав вăхăтрах пĕчĕк хуласем пысăккисен мĕлкинче тăрса юлаççĕ, майĕпенех арканса-пĕтсе “ирĕлеççĕ”. Вĕсенчен çынсем тĕрлĕ сăлтавпа туха-туха каяççĕ.

Хальмер Ю

Ку, ненец чĕлхинчен куçарсан, “Вилĕ юханшыв” тени пулать. Тахçан вăл çветтуй вырăн шутланнă, пăлан ĕрчетекенсем, куçса çÿрекенскерсем, хăйсен вилнĕ тăванĕсене çавăнта пытарнă. Анчах та 1942 çулта геологсем çав тавралăхра çĕр кăмрăкĕ тупнă, çитменнине, чи хаклине — “К” йышшине /кокс/.

Паллă ĕнтĕ, вырăна тÿрех тĕпчеме пуçланă. Çав тăрăха рабочисен пĕр ушкăнне кăларса янă. Анчах та çынсем чутах шăнса та, выçса та вилмен. Хальмер Ю тăрăхĕнче çав çул тĕлĕнмелле сивĕ пулнă, кутсăр-пуçсăр çил-тăман вĕçтернĕ. Рабочисем темиçе уйăх тĕнчерен уйрăм тенĕ пек пурăннă. Вĕсене пулăшас тесе апат-çимĕçе пăлансемпе кăларса янă. Анчах та сивве пула ягель йышши мăк пăрпа витĕннĕ. Çул çинче пăлансем выçăпа вилсе пĕтнĕ.

Кĕçех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Çав условисенче те Хальмер Ю тăрăхне хăтлăх кĕртме май килнĕ. Унта 300 çынна яхăн пурăнма куçарнă, рабочисем валли столовăй, мунча, пекарня тунă. Çавăн пекех апат-çимĕç кÿрсе килнĕ.

Шахта 1957 çулта кăна хута кайнă. 1993 çулта ăна хупма йышăннă. Анчах та çынсем унта çур ĕмĕре яхăн пурăнма ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа та вĕсем вăл тăрăхран пăрахса кайма килĕшмен. Çапла вара рабочисене Воркутана куçарас тĕллевпе ОМОНран пулăшу ыйтма тивнĕ.

Паян Хальмер Ю — çар Пембой ятлă полигонĕ. Унта çĕнĕ йышши хĕç-пăшала тĕрĕслеççĕ. Совет тапхăрĕнчен юлнă бараксемпе ракетăсем тĕл тивнине тĕрĕслемешкĕн усă кураççĕ.

Нефтегорск

Ку хулана ятарласа нефть уçлакансем валли 1950-мĕш çулсенче никĕсленĕ. Вĕсем валлиех ятарласа ача сачĕсем, шкул, лавккасемпе кафе çĕкленĕ. 1995 çулта ку тăрăх историйĕ вĕçне те пăнчă лартма тивнĕ. Хула йышши поселок Сахалин облаçĕнче, сейсмологи тĕлĕшĕпе Раççейри чи хăрушă вырăнта вырнаçнă. Анчах та çав çул çĕр чĕтренессе нимĕнле паллă та систермен, çавăнпах инкеке никам та кĕтмен.

1995 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче ирхи 10 сехетре Сахалин облаçĕнче пурăнакансем 6-7,5 балл таран çĕр чĕтреннине туйнă. Унăн эпицентрĕ Нефтегорскран 30 çухрăмра пулнă. Инкеклĕ хула пĕр хутчен кăна кисренсе илнĕ-ха, анчах та çакă ку тăрăха пĕтермешкĕн çителĕклĕ пулнă — çуртсем тĕпрен арканнă, çынсем ăшă вырăн çинчех, тутлă ыйхăран вăранса та ĕлкĕреймесĕр тенĕ пек, вилнĕ. Инкек хыççăн 17 сехетрен арканнă хулара çар çыннисемпе çăлавçăсем ĕçлеме пуçланă — ишĕлчĕксене 1,5 пин çын тасатнă. Хулара пурăннă 3197 çынран 2040-шĕ вилнĕ.

Халĕ Нефтегорск хули вырăнĕнче çирĕклĕх кашлать. Кунта тахçан хула пулнине, мемориалсăр пуçне, урăх нимрен те пĕлме те çук.

Колендо

Шел те, çĕр чĕтреннине пула арканнă хула — Нефтегорск çеç мар. Сахалин тăрăхĕнчи Колендо хули пĕтни те çав инкекпех çыхăннă. Утравăн çурçĕр пайĕнче вырнаçнăскер 1960-мĕш çулсенче Инçет Хĕвел Тухăçĕнчи нефтьрен чи пуян вырăн пулни палăрнă. Анчах унта та 1990-мĕш çулсенче пурнăç сÿнме пуçланă — çĕр чĕтреннĕ хыççăн вăл тăрăхра тĕпленнисене Кăнтăр-Сахалинск, Оха, Ноглика хулисене куçарасси пирки постановлени тухнă.

2001 çултанпа Колендо çыннисем Кăнтăр-Саха-ланискри çĕнĕ микрорайона куçма пуçланă. 2003 çул тĕлнелле хулара никам та, нимĕн те юлман.

Паян ку хула хăрушă фильм декорацийĕ пек курăнать — ăнсăртран пырса тухакан çулçÿревçĕсене вăл пĕр йышши пилĕк хутлă çуртсемпе, пушă куçлă чÿречесемпе кĕтсе илет.

Молога

Молога çакăн ятлă юханшыв Атăлпа пĕрлешнĕ çĕрте XII ĕмĕртех ÿссе ларнă. Икĕ шыв пĕрлешнĕ вырăн çуркунне анлă сарăлнă. Каярахпа, паллах, хăйĕн çулĕпех малалла юхнă. Анчах та çаран çине юшкăн пуян тăпри юлнă, çавăнпах çав вырăнта курăк вăйлă çитĕннĕ. Ĕнесем валли апат-çимĕç нумай пулнă. Тен, çавăнпах Молога ĕнисен сĕчĕ тутлă пулни пирки таврара ырă ят сарăлнă. Унран хатĕрленĕ услам çу та Раççейре чи тутлисенчен пĕри пулнă.

Молога историйĕ 1935 çулта вĕçленме пуçланă — унта Рыбинск гидроузелне тума палăртнă. Проект анлăшĕпе палăрнă — тĕллевсене пурнăçа кĕртсен Молога кăна мар, çав тăрăхри пин хулапа ял шыв айне каймалла пулнă. 1941 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче юлашки плотинăна картланă. Атăл, Молога, Шексна шыв шайĕ хăпарма пуçланă. Ялсенче çуртсем шыва кайнă. Хулара шкулсем, заводсем, фабрикăсем, чиркÿсем хупăннă.

Хулара пурăнакан нумай çынна вăйпах урăх вырăна куçарнă. 300-шĕ вара ним тусан та килĕсенчен тухмашкăн килĕшмен. Строительсем нимĕн те тăвайман, çынсем пурăнакан çуртсенех шыв айне путарма пуçланă. 1940-мĕш çулсенче Молога шыв айĕнчи пейзажа кăна аса илтернĕ. Çак хула çинчен калаçма та чарнă — уншăн тĕрмене хупма та пултарнă.

Паянхи Молога — çĕр питĕнчен çухалнă Атлантида пекех: çулталăкра икĕ хутчен шыв шайĕ чакать, куç умне арканнă çуртсен юлашкийĕсемпе хытă сий сарнă урамсем тухаççĕ.

Жанатас

Хула пирки Казахстан картти çинче 1960-мĕш çулсенче паллă тунă — шăпах çав тапхăрта сăрт-ту промышленноçĕ аталаннă. Жанатас илемлĕн ÿссе пынă — çĕнĕ библиотекăсем, вĕренÿ учрежденийĕсем, лавккасем, парксем уçăлнă. Ку вырăнта пурăнма Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен куçнă çынсем. Сăрт-ту рабочийĕсене пурăнмашкăн питĕ лайăх условисемпе тивĕçтернĕ, вĕсен шалăвĕ те çĕршывра вăтамминчен пысăкрах пулнă.

СССР арканнă хыççăн Казахстана ытти çĕртен пынисем каялла таврăннă. Хулари тĕп предприяти, пысăк çĕршыва фосфорпа тивĕçтерекенскер, рабочисене шалу тÿлеме пăрахнă. Паллах, ĕçлекенсем пăлханнă, марш, пикет йĕркеленĕ, Тараз—Алма-Ата чукун çула та хупланă — усси пулман.

Пачах тепĕр май, пăлхавçăсене вĕрентсе илме шухăшланă — хулана электричествăпа, шывпа тивĕçтерме пăрахнă. Кунта пурăнннисен ирĕксĕрех урăх çĕре тухса кайма тивнĕ.

Халĕ Жанатас — вилĕ хула мар пулин те, чĕрĕ те мар. Унта 1,5 пине яхăн çын пурăнать. Тĕлĕнмелле те, вĕсем фосфор кăларакан çав предприятирех ĕçлеççĕ.

/“Афиша Daily”, Discovery Channel/.

"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.