Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 115 ҫул тултарнӑ "Хыпар" хаҫатӑн пултарулӑх ушкӑнӗпе тӗл пулчӗ

Паян чӑваш журналистикишӗн пӗлтерӗшлӗ кун. 115 ҫул каялла "Хыпар" хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑ. Тӗрлӗ тапхӑрта тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑскер, ҫулран-ҫул аталанса, тӗрекленсе пынӑ. Паян унӑн ҫемйинче 7 хаҫатпа 2 журнал. Пӗтӗмӗшле тиражӗ вара 50 пинрен те иртнӗ.

"Хыпар" хаҫат - республикӑри чи аслӑ та сумлӑ, Чӑваш Ен историне пӗр ӗмӗр ытла ҫырса пыракан кӑларӑм. Олег Николаев "Хыпар" издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан хаҫат-журналта ӗҫлекенсене Хисеп хучӗсемпе, Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медальсемпе чысларӗ. "Эсир туса пыракан ӗҫ чӑваш халӑхӗшӗн, тӑван культурӑшӑн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ", - терӗ вӑл. Тӗлпулӑва журналистсем интервью евӗрлӗ йӗркелес тенӗ. Кашниех ыйту хатӗрлесе килнӗ.

www.hypar.ru Видео ЧГТРК

Алиса Александрова, Вадим Владимиров