Виçĕ вăй пĕр тĕвве çыхăнсан

23 Юпа, 2015

Тĕнче çавăрма та хăват тупăнать

Пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулса иртменнине, пĕр сăмах та ытахальтен каланманнине çыравçăсем никамран лайăх туйса тăраççĕ. Унсăрăн ĕмĕрлĕхе юлмалли паха кĕнекесем - чăваш халăхĕ тупмалли юмахĕнче ытарлăн «Пĕчик япала тĕнче çавăрать…» тесе шахвăртса каланисем - ниепле те çырăнайрас çук. Ак, К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ йĕркеленнĕренпе 75 çул çитни те Раççейри тата республикăмăрти пулăмсемпе тÿр килчĕ. Шăпах кăçал Тăван çĕршывăмăрта анăçран пуçласа хĕвелтухăçĕ таран Литература çулталăкне палăртатпăр, чăваш хутлăхĕсенче вара /Чăваш Республикинче кăна мар, Пушкăртстанра та, Тутарстанра та, Чĕмпĕр тăрăхĕнче те/ - К.В.Иванов çулталăкне.

Литература музейне те шăпах Константин Иванов çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа 1940 çулхи кĕркунне уçнă, унăн пĕрремĕш ертÿçи чăваш поэзийĕн тĕлĕнмелле ăста лирикĕ Иван Ивник пулнă. Шел, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан музея вăхăтлăха хупма тивнĕ. Тепĕр хут ăна 1957 çулта уçма хăват çитернĕ пулин те - 1978 çулта Шупашкар ГЭСне хута янипе Н.Корытников хуçа çуртĕнче вырнаçнăскерне шыв айне лекме пÿрнĕрен - музей ĕçлеме пăрахнă. 1990 çула чăваш литературишĕн кăвак хуппи уçăлнă самант теме те пулать: шăпах Константин Иванов 100 çул тултарнă тĕле Шупашкар варринче ун ячĕпе хисепленекен çĕнĕ, çав вăхăтрах пуян историллĕ тата паха экспонатсемлĕ Литература музейĕ уçăлнă. Унтанпа вăл тăван литературăна сума сăвакансемшĕн, Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев уявра каланă пек, «Чуна апат паракан çурт» пулса тăчĕ. Çавăнпах-тăр Литература музейне унăн юбилейĕ тĕлне юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче халăх нихçанхинчен йышлă пухăнчĕ.

Уява Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкăн «Эй, тăван, тус-тăван» юрăпа уçрĕ. Музей ертÿçи Ирина Оленкина К.В.Иванов ячĕллĕ музейăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев пурне те çак паллă кун ячĕпе саламланă май хăй «ĕнер кăна-ха» туризма аталантарас енĕпе Мускавра иртнĕ канашлăва хутшăнни çинчен каларĕ, Литература музейне Раççейĕпе иртекен пĕтĕмĕшле экскурсисен маршрутне кĕртсен питĕ аван пулассине палăртрĕ, чăваш культура аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланисене Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Литература музейне ырă сăмахпа та, юрă-кĕвĕпе те, сăвă-инсценировкăпа та саламлакансем питĕ йышлă пулчĕç. Хисеплĕ хăнасене асăнса тухма та çăмăлах мар: Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова, Чăваш халăх писателĕ, ЧР Профессионал писательсен ертÿçи Сергей Павлов, Чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер, Валери Туркай, Чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев, Шупашкарти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертÿçи Зоя Лукина, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологипе культура уйрăмĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем.

Литература музейĕ малалла аталантăр тесен чăн-чăн литература кирлĕ. Вăл пултăр тесен - ĕмĕр кивелми кĕнеке çыракан чăн-чăн ăста, çырнă кĕнеке çÿлĕк çинче тусанланса ан вырттăр тесен - вулакан, вулаканĕ пултăр тесен - тăван сăмаха юратни. Çак виçĕ хăват пĕрлешсен кăна тĕнчене лайăх енне çавăрма пултаракан чăн-чăн КĔНЕКЕ çуралса халăха вилĕмсĕрлĕх патне çитерме пултарать.

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: