Ветстанци сыхă тăрать

Комсомольски районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци коллективĕ кăçалхи 9 уйăхри тĕллевсене хăшпĕр енĕпе ирттерсе пурнăçланă. Республикăри ветстанцисен хушшинче — малтисен йышĕнче. Кăçалхи ĕçсемпе учреждени ертÿçи Сергей Алексеевич ВАСИЛЬЕВ паллаштарать.

— Çуркунне, сирĕнпе тĕл пулнă чухне, Улатăрпа Пăрачкав районĕсене Африка мурĕ шар кăтартассине никам та тĕшмĕртмен. Каçал тăрăхне ан çиттĕр тесе ветстанци мĕн турĕ?

— Пирĕн специалистсем кашни яла çитсе мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенчи сыснасене, çав шутра чиртен прививка туманнисене /ун пеккисем нумай мар/ шута илтĕмĕр. Мурпа чирлекен сыснана сыввинчен мĕнле уйăрмаллине, палăртсан мĕн тумаллине ăнлантарса панă кăларăм çĕршер валеçрĕмĕр.

— Республика тулашĕнчен е кÿршĕ районсенчен выльăх мĕнле йĕркепе турттарса килмелле?

— Транспортпа çула тухиччен вырăнти ветуйрăмран ветеринари свидетельстви /1-мĕш форма/ илме ан манăр. Республикăран тулаша выльăх турттарса кайнă чухне те çавнах çыртармалла, выльăх хăлхинчен тăмха /бирка/ çакса ямалла. Вăл свидетельство номерĕпе тÿр килтĕр.

— Ялсенче тĕрĕслесе çÿренĕ май мĕн пĕлтĕр?

— Сăмахран, документсем тăрăх Тукай ял тăрăхĕнче — 700 пуç сысна. Эпир 2 пин ытла шута илтĕмĕр. Налук тÿлес мар тесе çынсем выльăх йышне тĕрĕс кăтартмаççĕ.

— Ку çирĕплетнĕ йĕркене хи­рĕç­лемест-и?

— Миçе выльăх усранине пытарма юрамасть. Шута кĕртменнине — вакцинацилеменнине — унта-кунта турттарса кайсан чир инфекцийĕ сарас хăрушлăх пур. Йыш çинчен суя информаци панăшăн административлă майпа айăпласа штраф тÿлеттереççĕ.

— Района выльăх, кайăк-кĕшĕк е хурт-хăмăр илсе килнине ветслужбăна систермелле-и?

— Ветеринарсене пĕлтересси — пĕтĕм харпăрлăхçăн тивĕçĕ. Эпир чĕрчунсене карантина хупатпăр, вĕсен сывлăхне тĕрĕслетпĕр, кирлĕ пулсан — сиплетпĕр. Выльăх этеме шар кăтартакан чирпе сусăр тăк утилизацие яма ыйтатпăр. Çынна сиен кÿмен амак пулсан аш-какай комбинатне леçмелле.

— Кăçал районта уртаракан чир вирусне тупса палăртнă-и?

— Пĕр тĕслĕх те шута илмен. Ку амакпа лайăхрах кĕрешнине çирĕплетет. Кайăк-кĕшĕксĕр пуçне унран пĕтĕм выльăха вакцинациленĕ. Тилĕ организмĕнчи вируса тамалтаракан эмеле пĕлтĕр кашни йăва патнех хурса тухрăмăр. Тилĕ йышне йĕркелемелли хушăва пурнăçласа 2015-2016 çулсенчи хĕлле 56-шне тытса Çĕрпÿ районĕнчи утилизаци заводне леçнĕ. Çак ĕçсене пула чир районта сарăлмарĕ.

— Тăкак кÿрекен тата мĕнле амак тупрăр?

— «Пайгас» тата «Заря» ЯХПКсен ĕне выльăхĕ лейкозпа чирлет. Унран 2-3 çул хушшинче тасалма тĕллев лартнă.

— Çанталăк шăнтсанах выльăх пусма тытăнаççĕ, пай­таçăсем районтан аш сутма илсе каяççĕ. Вĕсен мĕнле йĕркене пăхăнмалла?

— Районта выльăх пусмалли ятарлă 3 вырăн. Тукай ял тăрăхĕнче — 2, Комсомольскинче — 1. Район тулашне какай турттарса каякансен выльăха пуснă ял тăрăхĕнчен ветеринари свидетельстви 4-мĕш формăллине тата район ветстанцийĕнчен 2-мĕш формăллине илмелле.

 Сергей МИХЕЕВ калаçнă.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.