Ветерансене парнепе хавхалантараççĕ

8 Çу, 2020

Шупашкарта пурăнакан Мария Кожевникова 1942 çулта фронта тухса кайнă. Çурçĕр флотĕнчи Беломор çар флотилийĕнче çапăçнă. Вăрçă хыççăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи райпотребсоюз тытăмĕнче тĕп бухгалтерта тăрăшнă.
Валентин Майоров вăрçă ветеранĕ те республикăн тĕп хулинче тĕпленнĕ. Вăл артиллери тата миномет чаçĕсен разведчикне вĕреннĕ. Унтан Волхов фрончĕн стрелоксен 71-мĕш дивизийĕн йышĕнче тăшмана тĕп тунă. Вăрçă хирĕнче темиçе хут суранланнă. Ленинграда, Эстоние ирĕке кăларма хутшăннă. Çĕнтерĕве Курляндире кĕтсе илнĕ. 1947 çулчченех хĕсметре тăнă. Чăваш Ене таврăнсан Культура министерствин райкино пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Кайран профсоюз обкомĕн инструкторĕнче тăрăшнă.
Иккĕшне те II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисен аса илĕвĕсем хальхи ăрушăн çав тери хаклă. Çак кунсенче вĕсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ май, мирлĕ пурнăçшăн тав туса чысларĕç. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушăвĕпе Ĕçлев министерстви тата унăн тытăмĕнчи учрежденисем асăнмалăх парнесене ветерансене киле çитерсе пачĕç.
www.hypar.ru
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.