Ветерансен ыйтăвĕ парламента пĕтĕçтерчĕ

29 Чÿк, 2014

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 25-мĕш сессийĕ уçăлнă кун, ноябрĕн 18-мĕшĕнче, парламентарисем кун йĕркинчи вунă ыйтăва пăхса тухнăччĕ. Ун чухне республикăн виçĕ çуллăх бюджечĕн проекчĕ тĕпре пулчĕ. Кĕçнерникун сесси малалла ĕçлерĕ. Хушма ыйтусем кĕртнĕ май кун йĕрки анлăланчĕ-ха, çапах пурпĕр тĕп калаçу бюджет проекчĕ тавра пычĕ - ăна иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç.

Малтанах пĕлтерÿсем пулчĕç. Юрий Попов спикер «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци депутачĕсем сесси умĕн пухăнса калаçнине палăртрĕ, унта йышăну тунă-мĕн: фракцие малашне Игорь Кушев ертсе пырĕ. Унччен ку тилхепе Анатолий Князев вице-спикер аллинчеччĕ. Çакнашкал тепĕр хыпар та пур: Чăваш Ен парламентне Раççей либерал-демократсен партийĕн ертÿçи Владимир Жириновский çыру янă, унта РЛДПн пирĕн Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕн ертÿçине улăштарма йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Андрей Кулагин вырăнне Юрий Шлепнев йышăнать. Сăлтавĕ-и? Хуравĕ пулмарĕ. Кулагинран хăйĕнчен ыйтасшăнччĕ те - сессире вăл темшĕн курăнмарĕ.

Бюджет проекчĕ пирки калас тăк - пĕрремĕш вулава хаçатра тĕплĕ çутатнă май унăн параметрĕсем патне тепĕр хут таврăнса йышлă цифра асăнни кирлĕ мар-тăр. Сессин пĕрремĕш тапхăрĕнче самай вирлĕ калаçу пулнăччĕ, çапах ку хутĕнче те чылай депутат сăмах илчĕ. Пĕрне приватизацилемен хваттерсемшĕн капиталлă юсав тÿлевĕ валли муниципалитетсем çителĕклĕ укçа хывманни, Шупашкар çумĕнчи Çĕнĕ хула инфратытăмĕн аталанăвĕ валли тата 180 млн тенкĕ кирли пăшăрхантарать, теприне бюджетра «резерв» текен статья уçăмсăрри кулянтарать... Чăн та, проекта кĕртмелли сĕнÿсене парламент комитечĕсенче маларахах тишкернĕ - тивĕçлĕ таблица хатĕрленĕ.

Çав таблицăра «Ĕç ветеранĕ» ят илмелли çулсене чакарма йышăннă май /ЧР Пуçлăхĕн тивĕçлĕ указĕ «Хыпарăн» кĕçнерникунхи номерĕнче пичетленчĕ/ хисеплĕ çынсене паракан хушма тÿлевсен тăкакĕсем те пур. Петр Краснов депутат палăртнă тăрăх - асăннă укçа малтан патшалăх служащийĕсене çурт-йĕр туянмалли субсидисемпе тивĕçтерме уйăрса хунăскер. Сăмах 35 млн тенкĕ пирки пырать. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем сĕннипе укçана ветерансем валли уйăрма йышăннă-мĕн: «Правительствăра пире илтрĕç». Çав субсидисемпе 2012 çулта 18 çын усă курнă, пĕлтĕр - 13, кăçал - 33. Черетре - тата 100 çын ытла, «вĕсен кĕтме тивĕ».

Кунашкал калаçу коммунистсене тивĕçтермерĕ. РФКП фракцийĕн ертÿçи Дмитрий Евсеев, хăйĕн шухăшне кашни сессире пайăррăн палăртма хăнăхса çитнĕскер, ку хутĕнче те çирĕпленнĕ йăлинчен пăрăнмарĕ: «Пире кашнинчех хирĕç сасăланăшăн сивлеççĕ. Хальхинче эпир - майлă. Ан тив, чиновниксене пама палăртнă укçана ветерансем валли тăкаклассипе çыхăннă сĕнĕве «Пĕрлĕхлĕ Раççей» эпир панă тесе калатăр, вăл пирĕн сĕнÿ, анчах ку пĕлтерĕшлĕ мар. Чи кирли - пирĕн сĕнÿ тинех пурнăçа кĕни».

Олег Николаев депутат вара «Ĕç ветеранĕ» ят илмелли çулсене чакаракан указ çитес çулхи июньтен кăна вăя кĕрессинчен тĕлĕнчĕ: «Комитетсенче сÿтсе явнă чухне пире январĕн 1-мĕшĕнченех тесе шантарнăччĕ...» Апла пулин те вăл та çак утăма ырласа хакларĕ. Çапла вара ЧР Пуçлăхĕн ĕç ветеранĕсен шутне ÿстерекен, кашнинех хушма 1082 тенкĕ кÿрекен указĕ пирки парламентăн мĕнпур фракцине пĕр шухăшлă тунă, пĕтĕçтернĕ документ теме те юрать.

Николай Угаслов депутат калаçу темине кăшт улăштарчĕ. Хăй ертсе пыракан строительство компанийĕ Красноармейски районĕнче пысăк завод хута янине палăртнă май вăл республика ертÿçисене çавнашкал предприятисем кашни районтах кирли пирки каларĕ - çакă стратеги шайĕнчи тĕллев пулмалла. Çавăн пек предприятисем район-хула аталанăвĕшĕн чăн-чăн тĕрев пулĕç. Вадим Николаев депутат агропромышленноç комплексне тимлĕх ытларах кирли çинчен каларĕ: «Апат-çимĕç хатĕрлессине ÿстермелли паллă, анчах аграрисене кÿрекен пулăшу çителĕксĕр...»

Вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина ыйтусене хуравланă май сĕнÿсене шута илме шантарчĕ. Çĕнĕ хулана илес тĕк, сăмахран, унта çумăр шывĕсене юхтарса ямалли пăрăхсене хывмашкăн проект хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Резерв тĕлĕшпе те уçăмсăрлăх çук: унта пысăк укçа, 869 млн тенкĕ, хывса хăварни хăйне евĕр страховка пулмалла. Çитес çул экономикăри вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ пуласси хальлĕхе паллă мар, вăл ÿсрĕ тĕк - бюджет ĕçченĕсен шалăвне те ÿстермелле, çак тĕллевпе шăпах хайхи резервпа усă курма май пулĕ.

Депутатсем сасăласа бюджет проектне иккĕмĕш вулавпа çирĕплетрĕç.

Çавăн пекех Обязательнăй медстраховани фончĕн бюджечĕ, административлă правăна пăсни çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси, культура, ачасене социаллă пулăшу кÿресси çинчен калакан тата ытти саккун проектне пăхса тухса ырларĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.