Ветеранăн хваттерне ывăлĕ хапсăннă

Ывăлĕ-хĕрĕ ашшĕ-амăшне пы-тарнă-пытарман унăн кил-çуртне пайлама тытăнни час-часах тĕл пулать. Эпир çырса кăтартакан тĕслĕхре 6 ача амăшĕ пурăнать-ха. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, салтакăн тăлăх арăмĕ пулнă май çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн патшалăхран сертификат тивĕçнĕ. Анчах ывăлĕ çав пурлăхпа хăй пĕлнĕ пек хуçаланнă.

Кам ытларах чупать — çавна

«Çамрăксен хаçачĕн» иртнĕ номерĕнче Вăрмар районĕнчи Аслă Пинерте пурăнакан Мария Васильева çинчен «Аманнă салтаксене макăра-макăра çăваттăм» статьяра çырса кăтартнăччĕ. Ку ĕç-пуç шăпах çав кинемей тавра пулса иртет. 97 çулти ветеран пĕçĕ кăкĕн шăммине хуçнă хыççăн утаймасть, ăна ачисем черетпе пăхаççĕ: е ялта хăйĕн килĕнче, е хулара хваттерте пурăнать вăл. Пĕр çĕртен тепĕр вырăна куçса çÿресси ватă çыншăн пĕртте çăмăл мар: суранĕ аптăратать, çĕнĕ вырăна хăнăхмалла. Чи малтан канлĕх кирлĕ-çке чирлĕ кинемее. Юрать-ха, ывăлĕ-хĕрĕ амăшне пăрахмасть. Пĕртăвансем яланах пĕр-пĕрне пулăшнă. Анчах пурăнмалли кĕтес ыйтăвĕ туслăха аркатасси пирки чухлама та пултарайман вĕсем.

Пăтăрмах Мария Васильевнăна пурăнмалли кĕтес туянмашкăн 1086000 тенкĕлĕх сертификат панă хыççăн пуçланнă. Ăна кинемей 2015 çулхи пуш уйăхĕнче, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарас умĕн, илнĕ. Паллă ĕнтĕ: ку çăмăллăхпа усă курассишĕн чылай чупмалла, тĕрлĕ инстанцие çитмелле. Мария Васильевнăн ачисем пĕрле калаçса татăлнă та ку ыйтупа çÿремешкĕн В.-на, çак ялтах кил-çурт çавăрнăскере, шаннă. Вăл амăшĕнчен доверенноç илсе Шупашкарта пурăнмалли кĕтес — лифтер пÿлĕмĕ — туяннă. Туяннă та… хăйĕн хĕрне Т.-на сутнă. Хваттер укçин пĕр пусне те никам та курман.

«Ялта çавнашкал йĕрке: кам ытларах документпа çÿрет, пурлăх ăна пулать», — çавăн пек тÿрре тухать имĕш халĕ В. Тĕрĕссипе, ытти пĕртăванĕ пÿлĕме те, ăна сутнă укçана та хапсăнмасть. Вĕсене В. куçăн улталани, айван вырăнне хуни пăшăрхантарать. Амăшĕ чĕрĕ чухне ывăлĕн унăн пурлăхĕпе хуçаланма епле ирĕк пур-ха? Пĕртăвансем 2015 çултанпа судлашаççĕ, В.-на улталаса ют пурлăха хапсăннăшăн явап тыттарасшăн. Ку ĕçе прокуратура та, шалти ĕçсен органĕсем те тĕпченĕ, ултава çиеле кăларайман.

Хушша-хуппа кĕме хушман

«Аннен килĕ-çурчĕ питĕ начарах мар, çавăнпа сертификата малтанах, программа хута кайсанах, илеймен вăл. Пирĕн пÿрт кайри-малтиллĕ, газ, шыв кĕртнĕ. Пĕр тĕлте никĕс, пĕренесем çĕрнĕччĕ. Комисси çавна шута илнĕ, çурт кивелнине палăртнă. «Эпĕ чупса çÿрерĕм! Комисси те хам чĕнтĕм! Унсăрăн нимĕнле сертификат та кураймăттăр», — тет халĕ В. Анне ку ыйтăва тĕшмĕртмест. Ун тавра мĕн пулса иртнине чухламасть вăл. Эпир ăна ăнлантаратпăр: «Сана вăрçăра пулнăшăн хваттер панă». Вăл вара: «Манăн хамăнах пÿрт пур-иç», — тет. Сертификат укçи Шупашкарта пĕр пÿлĕмлĕ хваттер илме çитместчĕ. Эпĕ шăллăм патне шăнкăравласа çапла сĕнтĕм: «Атя пурте пĕрле укçа пухар та йĕркеллĕ кĕтес туянар». Ара, унăн укçи çитменнине пĕлетĕп вĕт-ха. «Çук, кирлĕ мар. Ку ĕçе хам пуçланă, хамах вĕçлĕп. Хушша-хуппа ан кĕрĕр», — касса татрĕ вăл. Пĕртăвансенчен чи асли Зоя аннене пăхас тĕллевпе темиçе çул каяллах хуларан яла куçса килчĕ, халĕ тĕп килте пурăнать. Куллен чирлĕ çынна пăхса вăл та ывăнать, аппа 70-тен иртрĕ ĕнтĕ. Ăна кантарас тесе аннене хулана е пĕрин, е теприн патне илсе каятпăр. В. аннене пĕр кун та астуман, хăйĕн патĕнче усраман», — пытармарĕ ветеранăн хĕрĕ Галина Шелтухина.

Вăрттăн алă пустарнă

В. сертификатпа Шупашкарти Кăкшăм урамĕнче 17 тăваткал метрлă лифтер пÿлĕмĕ туяннă. «Эпир унта кайса куртăмăр: чисти сарай! Юсамалли нумайччĕ. Пирĕн адвокат питĕ тĕлĕнчĕ: ветеран валли çавнашкал пĕчĕк пÿлĕм илмешкĕн мĕнле ирĕк панă? Инвалид-çке вăл, хăй тĕллĕн пурăнаймасть, ăна пăхакан кирлĕ. Апла тăк пÿлĕмре 2 çыннăн пурăнмалла, унта 2 кравать вырнаçмалла. Сертификат пирки сăмах тапратсанах эпир те хваттер шырарăмăр. Трактор тăвакансен проспектĕнчи кирпĕч çуртри 4-мĕш хутри хваттер-студи питĕ килĕшрĕ. 1450000 тенкĕ ыйтатчĕç, хакне йÿнетме те хатĕрччĕ. Сĕтел-пуканĕ те, йăлара усă курмалли хăш-пĕр хатĕр те пурччĕ. Юсав ирттерес шухăш çук. Хваттерте ăшă. Кил те пурăн! Кун пирки В. патне шăнкăравласа пĕлтертĕм. Вăл питĕ хытă тарăхрĕ, словарьте çук сăмахсемпе кăшкăрашрĕ: «Мĕн пăтрататăр! Ан хутшăнăр терĕм-иç!» — ятлаçрĕ пирĕнпе. Анне канлĕх курма тивĕçлĕ. Тен, пурăнас кунĕ те нумаях юлман унăн. Хулара хăйĕн кĕтес пулнă тăк ăна пырса пăхма çăмăлрахчĕ. Вĕçĕм унта-кунта куçарнăран: «Ăçта илсе каятăр мана?» — тесе аннем ялан кăмăлсăрланать», — чунне уçрĕ Галина Иосифовна.

«В. анне патне доверенноçа алă пустарма 2015 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче пынă. Ун чухне килте аппа Зоя тата шăллăм Валера пулнă. В. аннен пÿлĕмне кĕнĕ те ыттисем куриччен ăна алă пустарнă. «Анне, кунта алă пус», — тенине Валерка илтнĕ. Кайран доверенноçа ял тăрăхĕн администрацийĕнче алă пусса, пичет çапса çирĕплетнĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, анне алă пуснине ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн хăйĕн курмалла пулнă. Кайран, пăтăрмах çиеле тухсан, эпир прокуратурăна аннене хÿтĕлеме ыйтрăмăр. Прокурор пулăшуçи пирĕн яла тĕрĕслевпе килессине пĕлсен /авăн уйăхĕччĕ ун чухне/ ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Василий Шуйский Зоя патне пынă: «Доверенноçа алă пуснă чухне эпĕ сирĕн патра пулнă тесе кала, ан сут. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, манăн кунта килмешкĕн, чăнах та, вăхăт пулмарĕ», — тесе тÿрре тухнă. Ăна хÿтĕлени пирĕншĕн хакла ларасса пĕлмен çав вăл. Халĕ пуçлăх каланине кăна ĕненеççĕ: вăл пирĕн патра пулнă, эпир суятпăр иккен.

Пÿлĕме В. çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче сутнă. Аппана вара суйнă, юсав ирттереççĕ имĕш унта. Эпир кун пирки çĕртме уйăхĕнче пĕлтĕмĕр, шăллăм патне шăнкăравларăмăр: «Эсĕ хваттере хĕрне сутнă теççĕ». В. кашнинчех кăнттам калаçрĕ. «Сутман!» — тесе мана та, аппана та кăшкăрчĕ. Эпир хваттер укçине аннене пырса пама ыйтрăмăр. Вăл чĕрĕ чухне унăн пурăнмалла çав хваттерте, вилсен куç курĕ унта. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ патне те шăнкăравласа ку хыпара пĕлтертĕм, вăл та тĕлĕнчĕ.

Шăллăм Зойăна та килтен хăвалама тытăнчĕ: «Хăвăн хваттерÿ пур вĕт, унта кайса хуçалан», — тет. Унччен вара унпа йăпăлтататчĕ, йăлтах йĕркеллĕ имĕш, унăн шанăçне кĕрсе пур документа та хăйĕн аллине илчĕ вăл», — ĕç-пуç мĕнле аталаннипе паллаштарчĕç пĕртăвансем Галина Шелтухинăпа Юрий Васильев.

Тĕрлĕрен юптараççĕ

Мария Васильевна 2013 çулта ÿксе пĕçĕ кăкĕн шăммине амантиччен утса-чупса тенĕ пек çÿренĕ, пĕрре мар килтен тухса кайса çухалнă. «Манăн киле каймалла», — хăйĕн пÿртĕнче лараканскерех çапла аташнă, хăй çуралса ÿснĕ çурта шыранă вăл. Çынсем ăна каялла ăсатса яни тем чухлех пулнă. Çырма урлă тепĕр урама каçса хăйĕн аппăшне Аннана /вăл тахçанах вилнĕ ĕнтĕ/ килĕ умне пырса чĕннĕ. «Е тепĕр чухне витре йăтса ĕне сума тухатчĕ, е ăçта-ши пирĕн лаша тесе аташатчĕ /ĕлĕк вĕсем лаша усранă/. Аннене эпир психиатра кăтартман. Пĕрех ăна халь тин нимĕнпе те пулăшаймĕç, çын ватăлнă — мĕн тăвайăн? Хăйĕншĕн явап тытайманнине çирĕплетмешкĕн справка илмеллеччĕ, анчах вăл пире хальччен кирлĕ пулман. Судпа çыхланăпăр тесе шухăшламан-çке. Эпир, 5 пĕртăван, республика прокуратурине икĕ хутчен çыру çыртăмăр, вăрçă ветеранне хÿтĕлеме ыйтрăмăр. Анне — инвалид, эпир те пенси ÿсĕмĕнче. Пĕлетпĕр вĕт-ха: В. аннен хваттерне сутнăшăн хĕрĕнчен нимĕнле укçа та илмен! Вăрмар районĕнчи прокуратура пирĕн ĕçе тĕпченĕ чухне В.-ран та, унăн хĕрĕнчен Т.-ран та шăнкăравласа ыйтнă: «Пÿлĕм туяннăшăн В.-на укçа панă-и?» Т.: «Çук, паман», В.: «Панă», — тенĕ. Иккĕшĕн хуравĕ пĕр-пĕрне хирĕçленĕ. Хăшĕ — тĕрĕссине, хăшĕ улталанине мĕншĕн çиеле кăларман йĕрке хуралçисем? Суту-илÿ килĕшĕвĕнче вара çапла кăтартнă: хĕрĕ ашшĕне 900 пин тенкĕ панă. Документ регпалатăна çитнĕ чухне çакна çирĕплетекен расписка пулман. Пирĕн нумай ыйту çуралчĕ, тÿрех адвокат тытас шухăш та пурччĕ. «Кирлĕ мар, эпир хамăрах», — терĕç прокуратурăран. Сертификатпа хваттер туяннă чухне доверенноçа нотариусăн çирĕплетмелле пулнă, пирĕн тĕслĕхре вара — ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ. Унта аннен ăсĕ-тăнĕ йĕркеллĕ пулнине тата ытти пĕлтерĕшлĕ япалана палăртман. Судăн пĕрремĕш ларăвĕ пĕлтĕр — нарăс уйăхĕнче, иккĕмĕшĕ пуш уйăхĕнче иртрĕ. Малтанхинче хĕрĕ ашшĕне укçа панине çирĕплетекен расписка çукчĕ, кайран ăна хатĕрленĕ. В.-н адвокачĕ судра çапла каланă: «900 пин тенке В. амăшне киле пырса тыттарнă: çав укçаран икĕ аппăшне 300-шер пин тенкĕ панă, тепĕр 300 пин тенки унра юлнă». 4-мĕш ларăва адвокат В. 900 пин тенке аннене панине ĕнентерекен расписка илсе килчĕ. Паллă вĕт-ха: кайран çырнăскер! Укçине вăл 2015 çулхи çуркунне аннене пырса панă имĕш, распискине вара 2016 çулхи чÿк уйăхĕнче илнĕ. Укçа пама килнĕ самантра килте никам та пулман имĕш. Ку йăлтах суя! Аннене эпир пĕччен пачах хăвармастпăр, ун çумĕнче яланах çын пур. Ун чухне шăллăм Валера ялтах пурăнатчĕ, урине хуçнăскер ниçта та тухса çÿреймен. В. халĕ шывран типĕ тухасшăн: укçа панă имĕш! «Акă анне хăйĕн аллипе расписка çырчĕ», — теесшĕн-и вăл пире? Анне апла шăрçалаймасть, вырăсла пушшех те çыраймасть. Судра темиçе тĕрлĕ юптараççĕ! Суйни çавăнтан та паллă вĕт! В. укçана кама панине мĕншĕн ятран каламасть? Çапах РФ УКн 159-мĕш статйипе килĕшÿллĕн /улталаса ют пурлăха хапсăннăшăн/ уголовлă ĕç пуçарма сăлтав çук тесе пĕлтерчĕç. Тĕрĕслĕх шыраса акă эпир сирĕн пата çитрĕмĕр», — пăлханса калаçрĕ Галина Иосифовна.

Вăл килнĕ хыççăн документ çухалнă

Ăнсăртран çулталăк çурăран расписка тупăннă хыççăн пĕртăвансем ЧР ШĔМне тата республика прокуратурине çăхав çырнă, почерк экспертизине тутарма ыйтнă. В. кайран тунман: амăшĕшĕн хăй çырнине йышăннă. Хальлĕхе çав расписка чăн е суя пулнине çирĕплетмен-ха. «Ку тĕлĕшпе уйрăм тавăç çыртăмăр. Çавăн пекех анне килте пĕччен юлманнине ĕнентересшĕн. Укçа пама килнĕ тĕк В.-на кам та пулин куратчех. Суд вăхăтлăха чарăнчĕ. Эпир анне хăйĕншĕн явап тытайманнине, унăн ăс-тăнĕ арпашăннине çирĕплетесшĕн, опекун палăртасшăн. Ку пире адвокат тытма кирлĕ. Судăн пĕр ларăвне эпир ваккатпа килнĕччĕ. В. представителĕшĕн çакă кĕтменлĕх пулчĕ. «Фальсификаци! Кинемей ăсран тайăлнă! Доверенноçа нотариус епле алă пуснă? Эпĕ çăхав çыратăп!» — тесе кăшкăрашрĕ. Çавна май пирĕн вакката ĕçрен пăрчĕç. Суд процесне вăраха тăсас тесе мĕн кăна шухăшласа кăлармарĕç-ши? Анне вилессе кĕтрĕç пулинех, ватă-çке вăл. Эпир ăна питĕ лайăх пăхатпăр, çавăнпах пурăнать-ха аннемĕр», — малалла тĕрĕслĕхшĕн кĕрешес шухăшлă пĕртăвансем.

Тĕпчев пынă чухне йĕрке хуралçисем Т. пÿлĕм туянмашкăн укçа ăçтан тупнипе те кăсăкланнă. Икĕ ача амăшĕ çапла ăнлантарнă: 300 пин тенкĕ хăйсем пухнă, 600 пин тенкине упăшкин тăванĕ панă. Лешĕ, чăнах та, укçаллă иккен, риэлторта ĕçлет. Т.-н амăшĕн капиталĕ те пур, анчах унпа вăл усă курман.

Халĕ В.-па пĕртăванĕсем хутшăнмаççĕ, амăшĕн килне пырсан ăна кĕртмеççĕ. «Анне çук чухне /вăл çăвĕпе хулара пурăнчĕ/ мĕн тумалла унăн унта? Вăл пымассерен мĕн те пулин çухалать: анне шăллăма çурт халалласа çырнăччĕ — çав документа тупаймастпăр. Мария Васильевăн инвалидноçне çирĕплетекен справка та çĕтрĕ. Ăна çĕнĕрен тума тиврĕ», — ăнлантарчĕ Галина Иосифовна.

«Капла пулса тухасса пĕлнĕ тĕк нимĕнле сертификат та кирлĕ марччĕ», — çапла шухăшлать вăрçă ветеранĕн 5 ачи. Алăри пÿрнесем тан мар, çемьери ачасем те çавнашкалах. Каларăша ку тĕслĕх пирки те калама пулать. Тĕрĕсех, этеме укçа пăсать.

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

"Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.