Вĕсене упрар, сăмахĕсенчен иртер мар!

12 Кăрлач, 2017

Çапла... Аннепе атте пулсассăн пурăнма та çăмăл, кăмăллă. Вĕсен пулăшăвĕ пурнăçа çăмăллатать, вăй-хăват парнелет. Юратнă çыннăмăрсене халалласа кашни ача сочинени тăрăшса çырнă. Е тата писательсемпе поэтсем те мĕн чухлĕ сăвă-калав шăрçаламан-ши? Шкулта вĕреннĕ чухне Трубина Марфин «Ача чухнехи» повеçне кашниех вуласа тарăн шухăша путнă. Мархван ашшĕпе амăшĕ лăпкă, сăпайлă, нихăçан та никама кÿрентерсе курман. Хĕрача вĕсене мĕн тери хытă юратнă! Анчах пĕррехинче куçпа чирленĕскер сехĕрленсех ÿкнĕ. «Суккăр пуласран питĕ хăратăп. Куç курмасан эпĕ юратнă çыннăмсене аннепе аттене тата пиччене кураймастăп-çке-ха. Атăл еннелле те пăхаймастăп. Мĕнле пулĕ-ши вара? Хитре чечекĕн илемне те асăрхаймăп тата. Хĕвел çутине, çăлтăрсене, симĕс йывăçсене курас çук.

Анне пырса тăчĕ. Сасартăках пÿрт çуталса кайнăн туйăнчĕ. Аннене курнăшăн чунтан савăнтăм. Аллипе çамкаран тытса пăхрĕ. Унăн сивĕрех алли çамкана сĕртĕнни ырăран та ырăрах пек туйăнчĕ», — шăрçаланă хăй асаилĕвĕнче Трубина Марфи.

Çак хайлавпа Шупашкарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Юлиана Рубцова та паллашма ĕлкĕрнĕ. Çийĕнчех пĕтĕмлетÿ те тунă.

«Эпĕ те хамăн çемьене юрататăп! Уйрăмах аннен ăшă аллисем кирек кама та сиплеме пултарнинчен тĕлĕнетĕп. Иртнĕ хĕл, яла кайсан, юр çинче шăнса кÿтнĕ çерçие тупрăм. Пуçне пăрса хунăччĕ ĕнтĕ мĕскĕн кайăк. Ăна анне алла илсенех вăл йăшăлтатма тытăнчĕ. Самантрах куçне уçрĕ. Унтан çÿлелле пăр-р! вĕçтерсе ячĕ. «Атя, хăвăн çемйÿне шыраса туп та телейлĕ пурăн!» — терĕ çывăх çыннăм. Хамăр ырă ĕç тунишĕн савăнтăм. Анне çумне тĕршĕнтĕм. Хапха алăкĕ чĕриклетсе уçăлчĕ те урама аттепе йăмăк тухса тăчĕç. «Анне, атте! Эпĕ те хамăр çемьене чунтан юрататăп! Кашни кун сирĕнпе пĕрле пулни пирĕншĕн виçесĕр савăнăç!» — тесе пурне те ăшшăн ыталарăм», — пулса иртнĕ саманта ăшшăн аса илчĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Юлиана Рубцова.

Аннепе атте ытамĕнче пулни — виçесĕр савăнăç! Вĕсене пула пур япалăра та çепĕçлĕх сарăлать. Апла-тăк, ачасем, атте-аннене упрар, вĕсен сăмахĕсенчен иртер мар, пĕрле килĕштерсе пурăнар.

Элиза ВАЛАНС.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.