Вĕсене манма юрамасть

14 Ака, 2015

Манăн килти библиотекăра чи курăнакан вырăнта 1968 çулта чăвашла тухнă «Чăваш писателĕсем» био-библиографи справочникĕ тăрать. Авторĕ - Михаил Юрьев журналист. Михаил Иванович журналист çеç мар, хăй те çыравçă пулнă. «Нямань» псевдонимпа вăл сăвăсен, калавсен кĕнекисене темиçе те кăларнă. «Чăваш писателĕсем» кĕнекене унăн ывăлĕ Элли Юрьев илемлетнĕ, Геннадий Юмарт редакциленĕ. Кĕнекене чăваш литературин классикĕсене тата Писательсен союзĕнче тăракан 134 çынна кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенчен чĕрĕ-сывă пурăнакан пĕр çын та çук.

1968 çул хыççăн ку справочник темиçе хутчен те тухнă. Совет влаçĕн юлашки тапхăрĕнче 1988 çулта вырăсла пичетленнĕ. Унта 210 ят шутланать. Чĕррисем - 34 çын. Авторсем тесе Михаил Юрьевпа Зоя Романовăна лартнă. Михаил Иванович ку вăхăтра пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Зоя Васильевна Романова, Шăмăршă тăрăхĕнчи Патирек хĕрĕ, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, Писательсен союзĕнче ĕçленĕ, чăвашларан вырăсла куçаракан тăлмачă. Темшĕн ку справочника Григорий Алентей прозаика, сăвăçа тата куçаруçăна, Николай Ефремов драматурга, Григорий Тимофеев этнографа /«Тăхăрьял» очерксен авторĕ/ кĕртмен. Био-библиографи справочникĕнчен кăларса пăрахмалли çынсем мар-çке вĕсем. Григорий Алентей калавсемпе повеçсен темиçе кĕнекине кăларнă, Р.Джованьолин «Спартак» романне чăвашла куçарнă, Николай Ефремовăн «Пуян Карук» драми - чăваш литературинчи драматурги жанрне никĕсленĕ произведенисенчен пĕри, Григорий Тимофеевăн «Тăхăрьял» очеркне /вăл 90 пайран тăрать/ Николай Ашмарин профессор пысăка хурса хакланă. Юлашки 30 çул хушшинче ăна кĕнеке туса икĕ хутчен пичетлесе кăларчĕç.

Чăваш писателĕсен биографийĕсене уçса паракан справочник юлашки хут 2006 çулта тухрĕ. Авторĕ - тăван культурăн паллă деятелĕ, Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев. Кĕнекере 322 çыравçăн пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне çутатнă, çамрăк писательсен ячĕсем çеç - аллă ытла. Анчах кунта та Алентей, Ефремов, Тимофеев ячĕсем çук. Çакăншăн кĕнеке авторне Порфирий Афанасьева ÿпкелеме те йывăр - ку çыравçăсем çинчен Романова 1988 çулта пухса хатĕрленĕ «Писатели советской Чувашии» справочникра пĕр сăмах та çук-çке-ха! Вĕсене М.Юрьев хатĕрленĕ чăвашла кĕнекерен кам кăларса пăрахнă-ши? Кăçал Раççейре Литература çулталăкне, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкне уявлатпăр. Кĕнеке издательствин тематика планĕнче чăваш писателĕсем çинчен справочник кăларма палăртман. Тухĕ-ха вăл хăçан та пулин! «Çамрăк хунавсăр» пурăнмастпăр-çке-ха ĕнтĕ. Юлашки 10 çул хушшинче кăна Раççей Писательсен союзне Чăваш Республикинчен чăвашла çыракан 30 яхăн çамрăк кĕнĕ.

Тухасса тухĕ те-ха, анчах ăна чăвашла кăларасчĕ. Йăхташсем чăваш çыравçисем çинчен тăван чĕлхепех вулаччăр!

n Геннадий УТКИН,

Раççей Писательсен союзĕн членĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.