Вĕсен тĕнчи ырă, çутă...

26 Авăн, 2015
«Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та,
Çĕмĕрт çеçки çурăлсан та,
Вăрман витĕр курăнать,
Вăрман витĕр курăнать.
Шурă кĕпе тăхăнсан та,
Шурă кĕпе тăхăнсан та,
Вăйă витĕр курăнать,

Вăйă витĕр курăнать...» - куçран пăхсах чăвашла юрă хыççăн юрă шăрантараççĕ пĕр пĕчĕк пÿлĕме вырнаçса ларнă хĕрачасем. Ăшшăн тинкереççĕ пулсан та, шел, мана çеç мар, хĕвел çутине те курмаççĕ-мĕн вĕсем. Илемлĕ чăваш юрри коридорта утса çÿрекенсене те тыткăнлать пулмалла, çурма уçă алăк умĕнче чарăнса тăмасăр иртсе каяймаççĕ кунти шăпăрлансем.

Шупашкарти ятарлă /коррекци/ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан интернат шкула пĕчĕк ывăлне кĕтме тухнă амăшĕпе пĕрле çитрĕмĕр. Кашни кунах ăна шкула ăсатса ярать, уроксем вĕçленсен пырса илет-мĕн. «Курмасть çав, нимĕн те курмасть. Тухтăрсем ача суккăрри пирки калани халĕ те хăлхара янраса тăрать. Ун чухне ман çине пĕлĕт ишĕлсе аннăнах туйăнчĕ. Стена çумне тĕршĕнсе тăтăм, кайран куç хуралса килчĕ. Вăй пĕтнĕ пек пулчĕ, урăх нимĕн те астумастăп. Никама та çакнашкаллине курма сунмастăп. Лăпланма пултараймастăп, çак хуйхă хам куçăма ĕмĕрлĕхе хупсан çеç пĕтĕ», - йывăррăн сывласа картлашкапа хăпарчĕ мăнтарăн амăшĕ.

 

Урокра та йĕп çинчи пек

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа кăçал Л.Н.Толстой библиотекинче «Аслă çав çулсене пуç таятпăр» ятпа япăх куракансен тата пачах курманнисен хушшинче конкурс ирттернĕччĕ. Тĕлĕннĕччĕ ун чухне çав ачасенчен, вун-вун сыпăкран тăракан сăвăсене ниçта пăхмасăр, пĕр такăнмасăр кашниех чуна витермелле вуларĕ. Сусăрсем хайланă Çĕнтерÿ сăввисене жюрире ларакансем те куççульленмесĕр, хумханмасăр итлеме пултараймарĕç. Çĕр çывăрмасăр вĕреннине пытармарĕ хăшĕ-пĕри. Куçпа курман йĕркесене астуса юлма ансат мар паллах. Анчах та çакă ачасен пултарулăхĕнче кăшт та палăрмарĕ. Конкурсра вĕрентекенсем шăпăрлансенчен те ытларах хумханни сисĕнчĕ. «Вĕсен пĕр пушă вăхăт та çук, пĕрмай тĕрлĕ мероприятие хатĕрленмелле. Кружока, секцие çÿреççĕ. Литературăпа музыка композицийĕсене кăмăллаççĕ. Тата нихăçан та пĕр вĕренекенрен те «çук, эпĕ хутшăнмастăп, пултараймастăп» тенине илтеймĕн. Пурте питĕ хастар, урокра та йĕп çинчи пек лараççĕ, кашнийĕнех хуравласа ĕлкĕрес килет. Алăран çавăтăнмасăр пĕр утăм та тăвайманскерсенче те мĕн чухлĕ вăй-хăват тата ăшăлăх тапса тăрать», - каласа кăтартать чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Людмила Михайловна.

 

Йывăрлăхран хăраманнисем

- Интернат шкулта 28 çул ĕçлетĕп. Кунти вĕренекенсем ыттисенчен расна иккенне малтанхи кунранах сиснĕ. Пĕлместĕп - мĕншĕн? Çутçанталăк хăех çапла пулма хистет-и - кашниех çирĕп, чăтăмлă, ним çукран нăйăлтатакан, макăракан çук вĕсен хушшинче. Пурнăç йывăр иккенне, никам та пуçран шăлманнине, хĕрхенменнине туяççĕ-и вĕсем? Шăпи çут тĕнчене килсенех кÿрентернĕрен-и, кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса каймаççĕ, нимрен те хăрамаççĕ. Пуласлăхпа малашлăх пирки те пĕчĕккĕллех шухăшлаççĕ. Пур çĕрте те укçа хуçаланнине кура вĕсем те хăйсене валли хальхи вăхăтра кирлĕ, усăллă професси алла илесшĕн. Массажист, куçаруçă, тухтăр пулас ĕмĕтлисем чылай, - вĕренекенсемпе паллаштарать Людмила Васильева вĕрентекен. Куç вăйĕ пулмасан та çынна витĕр курма пĕлеççĕ-мĕн кунти ачасем. Шалти кăмăл-туйăма чунпа туяççĕ, йĕнине, такам кÿрентернине, тарăхтарнине пытарма çук вĕсенчен.

 

Тапса тăрать чăвашлăх

Хулари шкулсенче час-часах пулма тивет, вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, чăвашла хитре, шăкăл-шăкăл калаçни тем тесен те илтĕнсех каймасть. Асăннă вĕренÿ учрежденийĕ пирки апла калаймăн. Унта ял ачисем чылаййăн тесе тавлашăва та кĕме пăхĕç манпа. Çук, ăçта çуралса ÿснинчен, пурăннинчен мар, тăван чĕлхене сума сунинчен, хисепленинчен ытларах килет пулĕ çакă. Азербайджан хĕрачи Рагиба Эфандиева чăвашла питĕ хитре калаçни тĕлĕнтерчĕ мана. Çав хушăрах юнашар ларакан тантăшĕсене вырăсла-чăвашла хутăш калаçнăшăн сăмахпа пăртак тĕксе те илчĕ çак маттур пике. Кукамăшĕ пĕчĕккĕллех чăвашла вĕрентнĕ-мĕн ăна. Унсăр пуçне азербайджан, вырăс тата акăлчан чĕлхисене аван пĕлет Рагиба. «Шкул хыççăн Мускава куçаруçăна вĕренме каясшăн», - ĕмĕчĕпе паллаштарать «5» паллăсем çеç илекенскер. Ашшĕ хĕрĕ чăвашла пĕлнишĕн савăнать çеç, хăш чухне хăй те Рагибапа çак чĕлхепех калаçать-мĕн.

Шупашкарта пурăнакан Руслан Руссков та чăвашла аван пĕлет. Килĕнче унпа вырăсла çеç калаçаççĕ пулсан та çак чĕлхене вăл шкулта тăрăшса вĕренет, уйрăмах учебникри тестсене хуравлама кăмăллать. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн Людмила Михайловнăн витĕмĕ те пысăк кунта, вăл тăрăшнипе интернат шкулти ачасем ĕлĕкхи чăваш вăййине, улах каçне те сцена çинче сăнласа кăтартнă. Канаш хĕрачи Таня Александрова спектакльсенчи сăнарсене пуринчен те лайăхрах уçса панипе уйрăлса тăрать. «Пиллĕкпе» кăна вĕренет вăл. «Выртмара» спектакльте Йăван мучи рольне шанса панă ăна. Ватă старик сассипе тыткăнлать хĕрача куракансене. 10-мĕш класра пĕлÿ пухакан Настя Архипова сăвă пăхмасăр калама ăста. Литературăпа музыка композицийĕсенче пĕрре мар вăл малти вырăнсем йышăннă. М.Лермонтовăн «Тĕрме çынни» сăввине, А.Алкан «Юн» балладине мĕнпур чун-хавалĕпе вуласа кăтартрĕ пире. Çав вăхăтрах Настя çăмăл атлетикăпа туслă. «Вăл чи ырă кăмăллисенчен пĕри, тантăшĕсене пĕрмай кучченеçпе хăналать, мĕн пуррине йăлтах кăларса пама хатĕр, хăйне валли хăвармасăр пĕтĕмпех тантăшĕсене валеçсе тухать», - каласа кăтартаççĕ учительсем. Турри сăнран кÿрентермен пулин те тата илемлĕ пуласшăн Настя. Тирпейлĕ те хитре тăхăнма кăмăллать вăл. Тăван тăрăха юратаканскер кашни шăматкун çĕр çинчи чи çывăх çыннине - ашшĕне - кĕтет. Унпа вĕсем тÿрех Тăвайне çул тытаççĕ. «Ялта урăхла пурнăç. Аттепе çырла-кăмпана çÿретпĕр. Икĕ сыпăкри йăмăк-шăллăмсем маншăн эрнере çав тери тунсăхласа çитеççĕ», - чунне уçать Настя Архипова.

 

Пуриншĕн те тĕслĕх

Интернат шкултан вĕренсе тухнă пачах та курман Галина Никитина кунти пур ачашăн та тĕслĕх пулса тăрать. Галина Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн культура институтне çул тытнă. Куславкка районĕнчи Куснар хĕрĕ интернат шкулта вĕреннĕ вăхăтрах Диана Гурцкаяпа тĕлпулнă, ăна хăйĕн çутă ĕмĕчĕсем пирки каласа кăтартнă. Артистка хăйĕн пекех шăпаллă хĕре пултарулăхне малалла аталантарма синтезатор парнеленĕ. Галина çулĕпех каяс текенсем интернат шкулта татах та пур. Куç япăх курнишĕн е пачах курманнишĕн пуç усмаççĕ вĕсем. «Луи Браль те пĕчĕккĕллех суккăрланса юлнă, вĕренме, аталанма, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пултарнă-çке. Ăс-тăн пур, малашлăх пĕтĕмпех хамăртан килет», - кашни ача ырă шанчăкпа пăхать пуласлăх çине. Кунта вĕренекенсенчен чылайăшĕ пĕр-пĕриншĕн тĕслĕх пулса тăрать. Вĕсенчен кашниех вăхăта хаклама пĕлет. Пĕрисем ал ĕçне кăмăллаççĕ, теприсем сценăпа туслă, виççĕмĕшсене спорт кăсăклантарать.

 

Ялти хуçалăха пăрахса

Интернат шкулта паян - 181 ача, шел, вĕсенчен 40-шĕ пачах курмасть. Çав вăхăтрах тăлăхсем те пур. Кунти воспитательсем чăн-чăн амăшĕ вырăннех вĕсемшĕн. Темиçе çул ĕçлекенскерсем кашни шăпăрланăн чунне витĕр курса-пĕлсе тăраççĕ, хăйсене никама кирлĕ мар пек туясран шикленсе ялан вĕсен çумĕнче пулма тăрăшаççĕ. Ачасене алă ĕçне те хăнăхтараççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пурте çыхаççĕ, çĕлеççĕ, тĕрлеççĕ... Пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ кунта, час-часах концертсене, музейсене тухса çÿреççĕ.

Тĕпренчĕкĕсенчен аякра пулас мар, вĕсен пурнăçне пăртак та пулин çăмăллатас тесе чылай ачан ашшĕ-амăшĕ ялти хуçалăха пăрахсах кăнтăр поселокĕнче хваттер тара тытса пурăнать. Тĕслĕхрен, Черновсен çемйи Патăрьел районĕнчи Сăкăтран куçса килнĕ. Куçĕ япăх курнăран Настьăна пĕрремĕш класрах интерната куçарнă. Йĕкĕрешсенчен иккĕмĕшĕ Катя Шупашкарти 3-мĕш шкулта пĕлÿ пухать. «Юрать, Катя пур, вăл мана нумай пулăшать, унпа пурнăçра та çăмăл пулĕ», - ыррине шанса калаçать пĕчĕк хĕрача. Настя пушă вăхăтра кĕнеке вулать тата ытти хĕрача пекех ал ĕçне кăмăллать. Шкулти пĕр уява та хутшăнмасăр юлмасть вăл. Авăнăн 1-мĕшĕнче те вĕренекенсене илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.

Уроксем хыççăн аслăрах çултисенчен чылайăшĕ шкул таврашĕнче уçăлса çÿретчĕ. Кĕркунне çитнĕ май интернатри улмуççи сачĕ хитре тĕспе витĕннĕ. Карта айккинчи вĕренесем те илĕртÿллĕ. Хĕрлĕ, кĕрен, сарă çулçăсен илемне ачасем куçпа курмасан та чунпа туйни сисĕнет. Кашни пĕчĕк япалана хаклама, уншăн чăннипех те савăнма тата çутçанталăкпа киленме пĕлеççĕ вĕсем. Тем тесен те хĕвел çутине, каçсерен тÿпере çăлтăрсем йăлтăртатнине те курайман ачасем тĕнчене те урăхларах куçпа виçеççĕ. Вĕсен тĕнчи ырă, çутă, ăшă...

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.