«Вĕсем сăтăрçăлла, тăшманла ĕçсем туса пынă...»

20 Авăн, 2014

1937 çулхи нарăсăн 23 - пушăн 5-мĕшĕсенче ВКП/б/ ТК Пленумĕ иртнĕ. Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче И.Сталин хăйĕн тĕп доклачĕпе тухса калаçнă. Хăйĕн сăмахĕнче класс кĕрешĕвĕ çивĕчленнине пусăмласах палăртнă, совет патшалăхĕн тĕп тăшманĕсен шутне «троцкистсене», «хăш-пĕр органсенче ĕçлекен сăтăрçăсене, диверсантсене, шпионсене, çын вĕлерекенсене» çаврăннăскерсене, кĕртсе хунă. Вĕсемпе çĕнĕ меслетсемпе кĕрешме чĕнсе каланă.

Тĕрĕссипе, Сталин НКВД умне «халăх тăшманĕсене» пĕтерме тĕллев лартниех пулнă çак сăмах. Пленумрах вăл «халăх тăшманĕсен» тулли хисепне те палăртнă - 30 пин «троцкист», «зиновьевец», «сылтăм тата урăх шушерсем...» Пленум пуçланнă тĕле 18 пин «халăх тăшманне» арестленĕ те ĕнтĕ. Сталин сăмахĕ тăрăх тата 12 пин çынна «тупмалла» пулнă. Вĕсем «сăтăрла ĕçсем туса» партишĕн, çĕр-шывшăн хăрушлăх кăларса тăратнă.

Чăваш Енре те «халăх тăшманĕсене» шырама пуçланă. 1920-1953 çулсенче 14 пин ытла çынна репрессиленĕ. 1937 çул террорăн чи хĕрÿ тапхăрĕ пулса тăнă. Партипе патшалăх, хуçалăх аппарачĕн ĕçченĕсем уйрăмах шар курнă. Вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакансене, литературăпа искусство деятелĕсене, пичет ĕçченĕсене, ВЛКСМ обкомĕн ертÿлĕхне чылай репрессиленĕ.

«Халăх тăшманĕсемпе» çав çулсенче «ПСК/б/П Чăваш Обкомĕпе Тĕпĕçтăвкомĕн хаçачĕ «Чăваш Коммунĕ» хаçат та хĕрсех «кĕрешнĕ». Вĕсен «сăтăрла ĕçĕсем» çинчен кашни номертех автор ячĕсĕр шăналăк пысăкăш статьясем пичетленнĕ. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче вырсарни кун тухнă 227 / пăхса тухар-ха. Ун чухнехи орфографипе пунктуацие сыхласа хăварнă.

Тупăшсене тĕрĕс валеçмелле

Тупăшсене валеçнĕ чухне тата уйрăмăнах акă мĕне асăрхамала: уйхир ĕç бригади лайăх ĕçлесе хăй çумне çирĕплетнĕ участкăсенчен колхозра вăтам хисепрен ытларах тухăç илет пулсан, çав бригадăри пур членсене те, вĕсене ĕçлесе тунă мĕн пур ĕçкунĕ çумне, 10 процент таран хушса памалла. /.../ вăтам хисепрен кайарах тухăç илет пулсан, /.../ 10 процент таран тытса йулмала.

/.../ Халăх тăшманĕсем колхоза сăтăр тăвас шутпа колхоз тупăшĕсене ĕçкунĕсем тăрăх мар, пурне те пĕр пек валеçтермелле тума пăхаççĕ. /.../ Тăшмансен сăтăрла ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларса пĕтермелле. Сыхăлăх вăйлă пулмала.

Йелчĕк райĕçтăвкомне тăшмансем кĕрсе ларнă

Райçĕрĕç пайне 1918-1919 çулсенче çĕпĕрте Колчак çарĕн штабĕнче çыхăну пайĕн начальникĕ пулнă М.Гаврилăв ертсе пырат. М.Гаврилăв Çĕрĕç пайне ăнсăртран пырса лекнĕ çынсене лартса, вĕсемпе пĕрле сăтăрçăлла, тăшманла ĕçсем туса пынă. /.../

Районри çутĕç пайĕнче чылай вăхăт хушши ес-ер-националис Ф.Игнатйев ĕçленĕ. Патрекелĕнчи шкулта директор пулса кулак пулнă Пушков ĕçлет. /.../ Шăмалакри туллимар вăтам шкула халăх тăшманне, фашиссен агĕнтне Барашкина йанă. Барашкин çамрăк учитĕлсене йăла тĕлĕшĕнчен пăсса йарса, ĕçкĕ урлă хăй аллине çавăрса илнĕ, çапла вара вĕсене халăх тăшманĕсен ĕçне тутартарнă.

/../ Лаш-Тайаба, Аслă Йелчĕк, Кушкă т.ыт. хăшпĕр шкулсем те тăшманла елементсемпе вараланса пĕтнĕ.

А.Воробйов, П.Маков, К.Воробйов.

 

Кама шанса панă армансене?

Халăх тăшманĕсем тĕрлĕрен майсемпе колхозсенче йертсе пыракан вырăнсене йе тепĕр чухне счетовода, завхоза, конюха, фермăсене, арман мелникĕсене кĕрсе вырнаçма тăрăшаççĕ.

/.../ Паллах ĕнтĕ арман хуçи, кулак пулнă «специалистсем» халăхшăн, колхозшăн кирлĕ ĕçсем тумаççĕ. Вăл армансенче културăлă-массăлă ĕçсем çук. Армансене таса тытмаççĕ. Вĕсем кĕреçе тырри пухас плана тултармасăр чăрмантарса пыраççĕ.

/.../ Армансене кĕрсе вырнаçнă кулак, арман хуçи пулнăскерсем çакнашкал сăтăрла ĕçсем туса пыраççĕ пулсан та, армансем çине никам та çаврăнса пăхмаст.

Ваçилйĕв.

 

Халăх тăшманĕсене пулăшакансем

Йашевски пирĕн республикăна халăх тăшманĕ Файнберг панă путевкă тăрăх, вăл пулăшнипе килнĕ. Комсомол чăваш обкомĕ ăна, политика тĕлĕшĕнчен тата ĕçре пач тĕрĕслемесĕрех, вăл мĕнле çын иккене пĕлсе çитмесĕрех, «Çамрăк колхозник» хаçат редакторне лартнă, /.../ кĕскен çакна çеç каламала: редакцие кĕнĕ хыççăн Йашевски малтан пуçласа вĕçне çитичченех сăтăрла ĕçсем туса пурăннă. Йашевскин сăтăрла ĕçĕсем пирки хырпарсем пулнă. Анчах комсомол Обкомĕн ертсе пыракан работникĕсен /.../ Йашевски çинчен ыйтăва пат татса пама вĕсен алă çĕкленмен. Пачах урăхла: Сымокинпа Терентйев Йашевкине хÿтĕленĕ, ăна тÿрре кăларса пынă.

/.../ Тăшмансене комсомол ĕçне кĕме май панăшăн Сымокин айăпĕ те сахалах мар. Политикăла тимсĕрлĕх, йăвашчунлăх Сымокинăн та пысăк. Йашевскине /.../ çав тери нумай вăхăт хушши комсомол хаçатĕнче ĕçлеме май панăшăн та Сымокин питĕ пысăк айăплă.

 

Шел, «халăх тăшманĕсене» тăрă шыв çине кăларакан чылай статьян авторĕ те тата кам çирĕплетнĕ айăплава тĕпе хурса çырни те паллă мар. Манăн шухăшăмпа - чылай чухне вăл е ку çын кутăнлăхне пула айăпсăррисенех айăплисен шутне кĕртсе хунă. Акă мĕншĕн çапла пĕтĕмлетрĕм.

1937 çулхи авăнăн 29 - юпан 7-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш облаçĕнчи комсомолецсен XIV конференцийĕ иртнĕ. Унта Мускавран ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн инструкторне О.Мишаковăна янă. Вăл хатĕрленсе çитменнипе сăлтавласа конференцие салатса янă. О.Мишакова хистенипе 7 çынна комсомолран кăларнă, 36 комсомолецран делегат мандатне туртса илнĕ. Сăлтавĕ - «буржуаллă национализмшăн» шанманни. Конференци хыççăн ЧАССР комсомол ертÿçисене - обком секретарьне А.Сымокина, И.Терентьева т.ыт.те - «халăх тăшманĕ» тесе комсомолран кăларнă. Çакăн хыççăн саланнă та, ахăртнех, республика тăрăх «Халăх тăшманĕсене пулăшакансем» статья пичетленнĕ «Чăваш Коммунĕ» хаçат.

О.Мишаковăн çапла тума ирĕк пулнă-и-ха? Вăл - Мускав çынни, кирек кама та айăплама, кирек кама та «халăх тăшманĕсен» шутне кĕртме юрать тесе шухăшланă ахăртнех. Анчах унăн Совет патшалăхĕшĕн тăрăшса тунă ĕç-хĕлне А.Косарев генеральнăй секретарь вуçех те ырламан. ВЛКСМ бюро йышăнăвĕнче çапла палăртнă вăл: «Мишакова питĕ пысăк йăнăш тунă. Çавна май парти умĕнче таса çынсене политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăррисен е тата халăх тăшманĕсене пулăшакансен шутне кĕртсе хунă». А.Косарев пуçарнипех Мишаковăна ĕçрен хăтарнă. Чăваш обкомĕн ертÿçисене комсомола каялла илнĕ.

 

Хаçата В.БАГАДЕРОВА вуланă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.