Вĕсем паттăрлăх кăтартаççĕ

4 Раштав, 2014

Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалласа Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕн ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче спорт фестивалĕ иртнĕ.

Уява хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Паралимп комитечĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Вячеслав Краснов тата республикăри чи пултаруллă парабадминтонçă, Раççей спорт мастерĕ, инвалидсен "Феникс" спорт клубĕн ертÿçи Юрий Степанов саламланă. "Сусăр çын обществăра хăйне ют ан туйтăр, ыттисемпе хутшăнма чăрмавсем ан пулччăр тесе хальхи вăхăтра çĕршывра та, пирĕн республикăра та нумай ĕç пурнăçланать. Кашнин валли сывлăха çирĕплетме, спортпа туслă пулма майсем çителĕклех. Эсир пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăнатăр, кашни кун паттăрлăх кăтартатăр. Спортра пысăк çитĕнÿ тума пултарни те мухтава тивĕç", - тенĕ Михаил Васильевич спортсменсене саламланă май. Унăн сăмахĕсемпе Вячеслав Краснов та килĕшнĕ, Чăваш Енре сусăр çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе чылай ĕç тунине палăртнă.

Фестиваль вăхăтĕнчех Михаил Васильевич октябрь уйăхĕнче пирĕн республикăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум хастарĕсене - Шупашкарти спорт-адаптаци шкулĕн директорне Эльвира Матренинăпа социаллă тата культура программисене пулăшакан фонд ертÿçине Михаил Федотова - Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысланă.

Йăлана кĕнĕ ăмăртăва республикăри кашни районпа хуларан 200 ытла çын хутшăннă. Вĕсем дартс, шашка-шахмат, сĕтелçи теннис, армспорт турнирĕсенче вăй виçнĕ. Сăмах май, Чăваш Енри сусăрсен хушшинче 5500 яхăн çын спортпа туслă. Вĕсем сывлăхне çирĕплетме куллен спорт керменĕсене çÿреççĕ.

А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.