Вĕсем халăха çăкăрпа тивĕçтернĕ

Ĕнер Шупашкарăн ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче ССР Союзĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çереме тата парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннăранпа 60 çул çитнине халалланă савăнăçлă пуху иртрĕ. Унта район-хуларан пуçтарăннă, 1954-1960 çулсенче çерем уçнă ветерансем хутшăнчĕç.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республика ку юхăма мĕнлерех хутшăнни çинчен каласа пачĕ. "Коммунистсен партийĕн Тĕп Комитечĕ 1954 çулта "Çĕр-шывра тыр-пул ытларах туса илме пуçласси тата çеремпе парлаклăха ĕçе кĕртесси çинчен" йышăну тунă, - терĕ вăл. - Казахстанра, Çĕпĕрте, Атăлçире, Уралта, ытти регионта 43 млн гектар çĕре сухалама тĕллев тытнă. Ăна пурнăçлама патшалăхăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи комсомолецсемпе çамрăксем йышлăн хутшăннă. Пуçару тусанах пĕрремĕш эрнере Чăваш Енри 1,5 пин çын хăйне çĕнĕ çĕр уçмашкăн явăçтарма ыйтса çырнă. 1954 çулхи пушăн 12-мĕшĕнче Канашран комсомол обкомĕ йĕркеленĕ ушкăн тухса кайнă. Çав çул республикăри 2 пин ытла яшпа хĕр Çĕпĕрпе Казахстанри хуçалăхсене пулăшма пырса çитнĕ. 1955 çулхи çур аки умĕн Алтай крайĕпе Казахстанри Акмола облаçĕ Чăваш Енрен 1255 механизаторпа тĕрлĕ специалиста йышăннă".

Çерем пăсасси совхозсем йĕркеленинчен пуçланнă. Малтанхи çулсенче нумай районта пурăнмалли вырăн та пулман. Выртса тăма палатка, будка, ытти хÿтлĕх уйăрнă. Совхозсен производствăпа техника никĕсне хывнă, социаллă ыйтусене татса панă.

1954-1961 çулсенче ял хуçалăхне хывнă мĕн пур укçан 20: çĕнĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме, совхозсене ура çине тăратма янă.

Пирвайхи йышăнура 1954-1956 çулсенче 13 млн гектара кăна ĕçе кĕртме тĕллевленĕ. Çынсен хавхаланăвĕ пысăк пулнăран 2,5 хут нумайрах сухаланă, 425 совхоз йĕркеленĕ. Каярахпа çĕр-çĕр хуçалăх никĕсленĕ. 1954-1960 çулсенче пурĕ 41,8 млн гектар çеремпе парлаклăха ватса-кăпкалатса акнă. Совет халăхне çăкăрпа туллин тивĕçтернĕ.

Министр çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хунă ветерансене республикăн агропромышленноç комплексĕнчи паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсем комсомол путевкипе тăван республикăран инçете тухса кайса хăюлăх, пуçарулăх, чăтăмлăх кăтартнине, çĕр-шыва пысăк усă кÿнине палăртрĕ. "Эсир тракторпа, комбайнпа, автомашинăпа ĕçлесе, çурт-йĕр хăпартса, çулсем туса çеçен хире ырăлатнă, - терĕ вăл. - Малтан этем пурăнман вырăнсене инфратытăмпа тивĕçтернĕ. Унта та кунта çĕр-çĕр ялпа поселок çĕкленнĕ. Ку совет халăхĕшĕн чăннипех те пысăк çитĕнÿ пулнă. Сирĕн ăру халăха тырăпа тивĕçтермелли программăна ăнăçлă пурнăçланă".

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хальхи Раç­çейре сухаламан-акман çĕр темиçе млн гектар йышăннине те асăнчĕ. Ăна харпăрлăха е тара парсан çеç пусă çаврăнăшне кĕртессине палăртрĕ. Çерем уçакансене халалланă конкурс çĕнтерÿçисене Хисеп хучĕпе хавхалантарчĕ.


Юрий МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.