Вĕсем аваллăх тĕнчинчен, Упи паттăр йăхĕнчен

26 Çĕртме, 2018

Трак тăрăхĕнче Республика кунне анлăн паллă турĕç
Мăн Шетмĕ шывĕ хĕрринче ларатăн эсĕ çуталса…
Трак енсем патшалăхăн тĕп праçникне ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Красноармейски салине пырса кĕрсенех ырă улшăнусем палăраççĕ, хăтлăхпа илем, çĕнĕлĕхсем куçа тыткăнлаççĕ. Район центрĕнче çулсемпе тротуарсем сарнă, Çĕнтерÿ паркне тата Тĕп стадиона çĕнетнĕ. Предприятисемпе организацисем çуртсен фасачĕсене улăштарнă, çывăхри территорие хăтлăхпа илем кÿнĕ. Çĕнтерÿ паркĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева «Заволжский» клуб çумĕнчи «Шурăмпуç» ача-пăча фольклор ансамблĕ юрласа-ташласа кĕтсе илчĕ. Михаил Васильевич «Ăстасен урамĕ» декораципе хушма искусство куравĕпе паллашрĕ. «Факел» стадионта праçник «Эпир аваллăх тĕнчинчен — Упи паттăр йăхĕнчен» уявпа пуçланчĕ. Упи паттăр пурне те хапăл пулнине пĕлтерчĕ. Тĕрлĕ ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсенчен йĕркеленĕ, чăваш тумĕ тăхăннă вырăнти артистсем чăваш культурин, йăли-йĕркин, сăмахĕн, тумĕн мĕн пур илемне кăтартрĕç.
«Чăваш халăхĕ яланах ĕçчен пулнă. Пысăк ĕçсене нимелле ирттернĕ. Трак енче пурăнакансене кĕске вăхăтра уява йĕркеленĕшĕн, района хăтлăх кÿнĕшĕн тайма пуçăм теес килет. Уява тĕрлĕ вырăнта ирттересси ырă йăлана çаврăнчĕ. Ку питĕ аван. Трак енсене малашне тата пысăк ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунатăп», — терĕ Михаил Игнатьев. Вăл чăваш çи-пуçĕн тĕнчери пĕлтерĕшĕ пирки сăмах пуçарнă май «Американсем пире джинс шăлавар тăхăнма хăнăхтарчĕç пулсан та çамрăксене наци тумне юратма, хисеплеме вĕрентмелле. Вĕсем ăна мăнаçланса тăхăнччăр», — шухăшне уçăмлатрĕ республика Пуçлăхĕ.
Уяв юрă-кĕвĕ кăна мар, тунă ĕçсене пĕтĕмлетни те, тĕллевсене палăртни те, маттуррисене хавхалантарни те. Ĕçре пуçаруллисемпе хастаррисене Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе, ытти наградăпа чысларĕç. Вĕсен йышĕнче ытларахăшĕ — ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем: «Красное Сормово» хуçалăх ертÿçи Святослав Иванов, «Таябинка» агрофирмăн тĕп агрономĕ Елена Николаева, асăннă агрофирмăри Олег Васильев, «Волит» общество директорĕ Валерий Петров…
Михаил Игнатьев Красноармейскинчи 32-мĕш пушар чаçне икĕ çĕнĕ машинăн уççине пачĕ. Пушар чаçĕн пуçлăхĕ Михаил Арсентьев пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене Упипе Пикшик ял тăрăхĕсене çитерĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Трак ене уяв ячĕпе «КЕТРА» строительство керамикин заводĕнчен 1 миллион тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Николай Малов тата Алена Аршинова район çыннисемпе пĕрле савăнчĕç. Михаил Игнатьев «Ăстасен тăкăрлăкĕпе», тĕрлĕ ял тăрăхĕ хатĕрленĕ картишсемпе, пултаруллă çынсен ăсталăхĕпе хавхалансах паллашрĕ. Юрă-кĕвĕ каçченех янăрарĕ Красноармейски салинче, спорт вăййисем шăрăхран хăраманнисене вăй виçме кăчăк туртрĕç. Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева, Стас Владимиров юрăçсем, Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне хутшăнакансем тата «Раштав» коллектив хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. «Красноармейски, Красноармейски, ешĕл сад пек курăнан, Красноармейски, Красноармейски, ÿс, çĕклен эс, хăватлан», — çакăн пек пĕтĕмлетес килет манăн калас тенине.
Именкассисен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ
Трак тăрăхĕнчи Именкассисемшĕн Республика кунĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлнипе те асра юлĕ. Мĕн пытармалли: вĕсем кун пирки тахçантанпах ĕмĕтленнĕ. Малтанхи медпункт икĕ хутлă çуртăн пĕр пÿлĕмĕнче хĕсĕннĕ. Паллах, унти условисем шурă халатлисене те, сипленекенсене те тивĕçтермен. Çурта газ кĕртменнипе электричествăпа ăшăнма тивнĕ. Шывне катаран ăсса килмелле пулнă… Халĕ çакă йăлтах хыçра. Çĕртмен 24-мĕшĕнче ФАП савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Именкассинче пулнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял çыннисене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе республикăра кашни виççĕмĕш ФАПа çĕнетме йышăннине палăртрĕ. Асăннă программа ăнăçлă пурнăçа кĕрет. 2013 çултанпа регионта пĕтĕмпе 152 ФАП туса хута янă. 2018 çулта республикăри 16 районта тата 25 фельдшерпа акушер пункчĕ çĕклеме тĕв тунă. «Халĕ сирĕн тĕллев — сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси, тĕрĕс апатланасси, спортпа туслашасси, диспансеризаци витĕр вăхăтра тухасси», — терĕ регион Пуçлăхĕ.
Красноармейски райадминистраци пуçлăхĕ Александр Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, ку ФАП — районта хута янă 7-мĕш пункт. Çитес вăхăтра тата улттă ĕçе кĕртме палăртнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн Именкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ, аслă квалификаци категориллĕ медицина сестри Надежда Владимирова пухăннисене çĕнĕ çуртпа паллашма чĕнчĕ. Именкассинчи пункт Именкассисене, Шуркасене, Çурткассисене, Чумашсене, пĕтĕмпе 420-е яхăн çынна, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Ăна Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин Красноармейскинчи филиалĕн поликлиники çумне çирĕплетнĕ. Ку тăрăхри çынсен сывлăхне участокри терапевт тухтăр Ирина Журавлева пăхса тăрать. Сăмах май, Красноармейскинчи поликлиника Именкассинчен 10,5 çухрăмра вырнаçнă. Кунта çурчĕ кăна мар, медицина оборудованийĕ те йăлтах çĕнĕ. Пĕр сăмахпа, шурă халатлисене ĕçлеме хăтлă условисем туса панă. Кунсăр пуçне Именкассинчи ФАПа пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. Кунашкалли республикăра пĕрремĕш. Надежда Владимирова ăнлантарнă тăрăх, халĕ вĕсен Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин ĕçтешĕсемпе телемедицина консультацийĕсем ирттерме, вырăнта çийĕнчех тивĕçлĕ йышăнусем тума май пур.
Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.