ВĔРИЛЕНТЕРЕТ, ТАРЛАТТАРАТЬ...

19 Çурла, 2015

Климакс тапхăрĕнче хĕрарăмсенчен чылайăшĕ хытă вĕрилентерсе пăрахнипе, вăйлă тарлаттарнипе аптрасах çитет. Кăткăс çак тапхăрта килти мелсемпе усă курни çăмăллăх кÿрет.

Вăйлă тарласан. Эмел шур курăкĕн /шалфей лекарственный/ 3 пай типĕ çулçине, 1 пай кушак курăкĕн /валериана лекарственная/ тымарне, 1 пай чăрăш тăррине /хвощ полевой/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Вĕрилентерсен. Приступа ирттерме янахпа тута хушшинчи путăка сехет йĕппи куçнă май 2-3 минут массаж тумалла.

Çак рецептсем витĕмлĕ. Малтан хăяр çеçкин шывне ĕçмелле. Сентябрьте типнĕ çеçкене пухмалла, вĕтетмелле. 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс - 1 уйăхран кая мар.

Унтан аир тымарĕпе сипленме пуçламалла. Ăна аш арманĕпе авăртмалла. Кунне 3 хут апат вăхăтĕнче 1-ер чей кашăкĕ аир порошокĕ çимелле.

Сывлăха пĕтĕмĕшле лайăхлатма. Сĕткенсен хутăшĕсенчен пĕрне суйламалла: 10 пай кишĕрпе 6 пай шпинат* 9 пай кишĕр, 3 пай кăшман, 4 пай гранат* 10 пай кишĕр, 3 пай кăшман, 3 пай хăяр* 7 пай кишĕр, 4 пай сельдерей тымарĕн тата 3 пай петрушка çулçин сĕткенĕсем.

Сĕткен хатĕрлес умĕн кишĕре щеткăпа хырса лайăх çумалла, çеçки çумĕнчи тунине 1 сантиметра яхăн касса пăрахмалла. Кăшмана хуппинчен тасатмалла, хÿри тата çеçки тĕлĕнчине касса пăрахмалла. Сĕткенсен хутăшне кунне пĕрре апатчен 30 минут маларах 50-100-шер миллилитр ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Пуç ыратсан, ыйхă вĕçсен, кăмăл пусăрăнсан. 2 пай типĕ омелăна /омела белая/, 1-ер пай пĕтнĕк /мята перечная/ çулçине, мелиссана, катăркас /боярышник кроваво-красный/ çырлине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Лăплантаракан ванна. 2 апат кашăкĕ пыла çур литр вĕри шывра ирĕлтермелле, 37 градус ăшă шывлă ваннăна ямалла. 2-3 чей кашăкĕ ванна кĕнĕ чухне усă курмалли пенка хушмалла, вăл пыла ÿте лайăх сăрхăнса кĕме пулăшать.

Ваннăна шывĕ чĕре тĕлне çитмелле мар выртмалла. Процедура вăхăчĕ - 15-20 минут. Унтан 30-40 минута простăньпе чĕркенмелле. Курс - 12-15 ванна, кун сиктермесĕр сипленмелле.

Пыл-пенка ванни климакс тапхăрĕнче нервсем пăлхансан питĕ усăллă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.