«Вĕри чĕре» палла тивĕçнĕ

Раççейри шкул ачисен юхăмĕн чи хастар хутшăнаканĕ Семен Семенов çинчен «Тантăш» вулаканĕсем пĕлеççĕ. Кашнинчех мĕнле те пулин кăсăклă пуçарупа тĕлĕнтерет вăл. Шупашкарти 37-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренекенскере Социаллă культура пуçарăвĕсен фончĕн «Вĕри чĕре» паллипе чыслама йышăннă. Çак наградăна паттăрла ĕç тăвакан, ыттисемшĕн тăрăшакан ачасемпе çамрăксем тивĕçеççĕ.

Сăмах май, Семен Юрий Спиридонов режиссерпа тачă çыхăнса ĕçлет, киносценарисем çырать. Пĕлтĕр вăл тахçанхи ĕмĕтне пурнăçласа, питĕ тĕплĕн хатĕрленсе темиçе юрă çыртарнă. Ăна Раççейри паллă телеертÿçĕ Яна Чурикова та мухтанă.

Хастар та хăюллă шкул ачине «Вĕри чĕре» наградăпа нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускавра Раççей çарĕн Тĕп академи театрĕнче чыслĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.