Вĕренÿ çулне хатĕрленсе

24 Утă, 2015

Кăçалхи июлĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне еплерех хатĕрле- нине тĕрĕслеме тытăннă. Çак ĕç августăн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Асăннă учрежденисене юсама, тирпей-илем кĕртме бюджетран 670 млн ытла тенкĕ тăкакланă. Ытларах шкул ачисене учебниксемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕх уйăрнине палăртнă ЧР вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов. Çак тĕллеве пурнăçлама юлашки 4 çулта 550 млн тенкĕ расхутланă, кăçал вара - 64 млн ытла тенкĕ. Вĕренекенсем учебниксене тÿлевсĕр тивĕçĕç.

2015 çулта шкул автобусĕсене çĕнетме 27,5 млн тенкĕ укçа кайнă. 17 çĕнĕ автобус туяннă, 2002-2006 çулсенче кăларнисене тĕпрен юсанă. Шкул автобусĕсене пурне те ГЛОНАСС спутник навигацийĕн тытăмĕпе тивĕçтернĕ.

Республикăра çĕнĕ йышши шкулсемпе ача сачĕсем тăвас ĕç малалла пырать. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи Янăшри шкул çурчĕ кăçалхи вĕренÿ çулĕ тĕлне хута кайĕ. Унта 165 вĕренекен тата ача садне çÿрекен 40 шăпăрлан вырнаçĕ. Комсомольски районĕнчи Элпуçĕнчи шкула вара 2016-2017 вĕренÿ çулĕ тĕлне туса пĕтерĕç. Черетре - 7 ача сачĕ /Элĕк районĕнче - 1, Вăрнар районĕнче - 1, Хĕрлĕ Чутай районĕнче - 1, Шупашкарта - 4/.

Рубрика: