Вĕрентĕве - тимлĕх

25 Раштав, 2015

Раштавăн 23-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Канашĕн çĕршыври пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне лайăхлатассине халалланă ларăвне ирттернĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Владимир Путин пухăннисене Раççей шкулне тĕнчере чи лайăххисенчен пĕри тума чĕнсе каланă. «Технологисем вăйлă аталанаççĕ, шкулăн та çакăнтан юлмалла мар. Çавăнпа вĕрентĕве çĕнетсех пымалли ăнăçлă механизм кирлĕ. Çав вăхăтрах çитĕнекен ăрăвăн Раççей халăхĕсен ăс-хакăлпа культура еткерне те манмалла мар», - тенĕ вăл.

Ларура пурте усă курма пултаракан электрон шкулне, учительсен професси ÿсĕмĕн тытăмне йĕркелессипе, педагогсен тĕрлĕ «хут ĕçĕн» калăпăшне чакарассипе, шкулсенче ачасене 2-3 сменăпа вĕрентессине пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

Патшалăх Канашĕ сÿтсе явнă ыйтусем тĕлĕшпе комментари панă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла палăртнă: «Паян регионсен влаçĕсен умне вĕрентÿ тытăмне лайăхлатас енĕпе уçăмлă тĕллевсем лартнă. Пирĕн республикăра ку енĕпе пурнăçлакан ĕç курăмлă. Тĕп кăтартусенчен пĕри - пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтернĕ ачасен шучĕ икĕ хута яхăн ÿсни». Михаил Васильевич çитĕнекен ăру валли аталанма кирлĕ условисем йĕркеленĕшĕн педагогсене, ачасене тав тунă. Вăл хăйĕн суйлав умĕнхи программинче 10 çулта Чăваш Енре 30 шкул тумалли тата модернизацилемелли тĕллев палăртни çинчен каланă: «Мĕнпур плана пурнăçлăпăр. Пирĕн ачасем çĕнĕ условисенче пĕлÿ илĕç, вĕсене икĕ сменăпа вĕрентнипе çыхăннă çивĕч ыйтăва та таса парăпăр».

Чăваш Енĕн вĕрентÿ тытăмне федераци шайĕнчи ертÿçĕсем те пысăка хурса хакланă. РФ вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов палăртнă тăрăх - «Чăваш Республикин вĕрентÿ тытăмĕ нумай кăтартупа Раççей Федерацийĕнчи лидерсен шутĕнче. Эпĕ Чăваш Енĕн вĕрентÿ тытăмĕ малашне те ăнăçлă аталанасси пирки иккĕленместĕп». Çав вăхăтрах министр республикăра пурăнакан мĕнпур çынна, уйрăмах вĕрентÿ тытăмĕн ĕçченĕсене, Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă.

РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов Чăваш наци телекуравĕн журналисчĕсем пирĕн республика ачасем валли чи хăтлă условисем йĕркеленĕ 10 регион шутне кĕнин сăлтавĕсем пирки ыйтнине хуравланă май чи малтанах ачасен хÿтлĕхĕн тытăмĕн социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсене тĕпе хунине палăртнă. «Чăваш Енре вилекен ачасен шучĕ, тин çуралнă ачасем вилесси, хăйсен пепкисене йышăнман хĕрарăмсен, ача çурчĕсенче, интернатсенче пурăнакансен шучĕ чакать. Чăваш Республики çĕршывра лидер пулнине ĕнентерекен кăтарту чылай. Çавăнпа та регион опытне тимлĕ тишкерни вырăнлă. Эпир Михаил Васильевичпа, республика Пуçлăхĕпе, çыхăну тытатпăр. Çак тытăм регионта мĕнлерех аталаннине те куçран вĕçертместĕп: çĕнĕ нормăпа право докуменчĕсем çуралаççĕ, ачасене хÿтĕлемелли никĕс вырăнĕнчи саккунсем пур. Кăтартусем лайăхланса кăна пыраççĕ. Тата нумай ĕçлемеллине ăнланатпăр, анчах Чăваш Республикинче нумай туни те - куç умĕнче. Чăваш Енре пурăнакансене Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп. Ачасене, çемйĕрсене упрăр - çапла тусан пĕтĕмпех лайăх пулĕ!» - тенĕ вăл.

Палăртни вырăнлă: ПК ларăвĕ умĕн Михаил Игнатьев 2015 çул кăтартăвĕсене тата пурнăçламалли ĕçсене федерацин влаç органĕсен ертÿçисемпе сÿтсе явнă - финанс, экономика аталанăвĕн, вĕренÿ, çыхăну министрĕсемпе Антон Силуановпа, Алексей Улюкаевпа, Дмитрий Ливановпа, Николай Никифоровпа, Ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Павел Астаховпа курнăçнă.

n Н.ВАСИЛЬЕВ

Рубрика: