Вĕренĕвĕн пĕрремĕш çулĕнче ачана мĕнле хăрушлăх кĕтет?

4 Авăн, 2014

Миопи (куç çывăхрине кăна курни), гастрит, çурăм шăмми кукăрăлни. Малалла вара невроз чирĕ пуçланать, физкультурăпа тăхтавсенче ăнсăртран аманма пулать.

Çывăхрине кăна курни – куç чирĕсенчен чи анлă сарăлни. Ун хыççăн – инçетрине çеç курни тата асигматизм (тĕтреллĕ курни). Çакна компьютер е телевизор умĕнче чылайччен ларнипе, вĕренÿре куçа йывăр килнипе тата тĕрлĕрен электрон теттепе вылянипе сăлтавлама пулать. Çемьере аслисенчен хăшĕ те пулин япăх курни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача куç хĕссе пăхнине, кĕнекене ытла та çывăх тытнине, куç ыратнишĕн канăçсăрланнине асăрхасан пĕр тăхтамасăрах ăна тухтăр патне илсе каймалла.

Мĕнле асăрханмалла?

Ачапа пĕрле кашни кунах куç гимнастикине пурнăçламалла. Мĕнле хăнăхтару тумаллине окулистпа канашлăр.

Шкултан килсен пĕр сехетрен çеç урок тума ларма юрать.

Компьютер умĕнче çур сехетрен ытла вăхăт ирттермелле мар.

Гастрит. Уншăн Helicobacter pylori бактерине айăпламалла. Вĕренÿ е кăмăл-туйăм енчен йывăрлăх тÿссе ирттерекен, шкулта йĕркеллĕ апатланман, чипс е кулач кăна çырткалакан ача гастритпа чирлеме пултаракансен пĕрремĕш ретне лекет. Вăл хырăмра газ пуçтарăннипе, ăш пăтраннипе е какăрнипе асапланать пулсан – гастроэнтеролог патне кайма вăхăт çитнĕ.

Мĕнле асăрханмалла?

Апатлану йĕркине пăхăнмалла.

Килти апата нимĕн те çитмест.

Ачан вар-хырăмĕ çуллă, тĕтĕмленĕ, ăшаланă тата йÿçек апат-çимĕçе хальлĕхе йывăррăнтарах чăтса ирттернине ан манăр.

Пыр хĕртни палăрсанах тухтăр патне васкамалла.

Çурăм шăмми кукăрăлни. Çакăншăн йăлтах сĕтел хушшинче тĕрĕс мар ларни, йывăр портфель тата тĕрĕс мар суйланă ранец, унран та хăрушăраххи – пĕр хул пуççирен çакмалли сумка, сахал хускану туни тата çурăм мышци çирĕп пулманни айăплă.

Мĕнле асăрханмалла?

Утнă чухне ача çурăмне тÿрĕ тыттăр, хул калаккисене хыçалалла çавăртăр, хырăмне туртса кĕрттĕр, пуçне каçăрттăр.

Кресло çинче е выртнă çĕрте урок тума юрамасть, сĕтел хушшинех лармалла.

Шкул ачин ятарлă ортопеди матрасĕ çинче çывăрсан аванрах.

Спортпа физкультура – сывă кĕлетке çăл куçĕ!

Респиратор инфекцийĕсем. Хупă тата пăчă пÿ- лĕмре нумай ача пуçтарăнсан, вентилятор çутсан тата сайра-хутра çеç уçăлтарсан вируссем ачасене пĕр- пĕринчен куçма пултараççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрин шкула килнĕ чухнех е сăмси юхать, е ÿслĕк аптăратать вĕт-ха... Ку вара час-часах чирлекен ачашăн, вăл унччен ача садне çÿремен пулсан пушшех те, питĕ хăрушă. Çакна çирĕп иммунитетлисем çеç тÿссе ирттерĕç.

Мĕнле асăрханмалла?

Алăсене тăтăшах супăньпе çумалла, килте мар чухне вара дезинфекцилекен татăксемпе усă курмалла, пите хура алăпа перĕнмелле мар.

Иммунитета çирĕплетмелле. Шăнса пăсăлнин малтанхи паллисем сисĕнме пуçласанах е чиртен сывалса çитмесен шкула камалла мар.

Нумай чиртен асăрханмалли сĕнÿсем пĕрешкелтерех: иммунитета çирĕплетмелле, тĕрĕс апатланмалла, кун йĕркине пăхăнмалла, чылай хускану тумалла. Паллах, нумай тăрăшмалла. Уншăн вара пурнăç сире çирĕп сывлăхпа савăнтарĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.