Венгрсемпе чăвашсен туслăхĕ
Чăваш Енри тата Венгри Республикинчи Хевеш облаçĕнчи ĕç çыннисен туслăхĕ мĕнле майпа çирĕпленнĕ?
И.КРАСНОВ.
Канаш районĕ.
Венгри делегацийĕ 1969 çулхи çĕртме уйăхĕн 29 — утă уйăхĕн 5-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Тĕлпулу тĕллевĕ — икĕ çĕршывăн ĕçтешлĕхне çирĕплетесси, пĕр-пĕрне экономика пулăшăвĕ парасси, опытпа паллашасси, предприятисемпе организацисен, ял хуçалăхĕн тата кооперативсен, вĕренÿ учрежденийĕсен туслăхне никĕслесси. Çапла майпа Шупашкарти агрегат завочĕ тата Эгер хулинчи тĕрĕс аппаратсен завочĕ, Чăваш ял хуçалăх сăнав станцийĕ тата Çурçĕр-Хĕвелтухăç Венгрин ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕ тата Эгерти Хо Ши Мин ячĕллĕ педагогика институчĕ, Чăвашпотребсоюзăн правленийĕ тата Хевешри кооперативсен союзĕ хушшинче туслă çыхăнусем йĕркеленнĕ.
1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧАССР тата Хевеш облаçĕсен туслăхне аталантарма Чăваш Республикинче Совет Союзĕпе Венгри туслăхĕн пĕрлĕхĕн уйрăмне туса хунă. Тăванла çыхăнăва çавăн пекех икĕ çĕршыв делегацийĕсем пĕр-пĕрин патне опытпа паллашма çÿрени те вăйлатнă. Чăваш Ен ертÿçисем Венгрие кайни, ют çĕршыв делегацийĕ чăваш çĕрне килни икĕ халăх ĕç-хĕлĕпе туллинрех паллашма, культура пурнăçĕн, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен ыйтăвĕсене сÿтсе явма, продукципе ылмашăнма майсем туса панă.
Чăваш студенчĕсем çав çулсенче Эгер хулинчи Шупашкар микрорайонĕн строительствине хутшăннă, Хо Ши Мин ячĕллĕ пединститутра производство практикине ирттернĕ, Эгер хулинче Пĕтĕм тĕнчери студентсен юрăпа ĕç фестивалĕсенче пултарулăхне кăтартнă. Эгер хулинчи студентсен отрячĕ Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне тума тÿпе хывнă, Венгри преподавателĕсемпе аслă шкул вĕренекенĕсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра стажировка тата практика ирттернĕ.
Чăваш Енре тата Хевеш облаçĕнче туслăх каçĕсем, лекцисем, хуçалăхри тата культура строительствинчи çитĕнÿсемпе паллаштаракан куравсем, кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ, чăваш тата венгр çыравçисен кĕнекисене пичетлесе кăларнă, вулав конференцийĕсене, Культура, Наци кухнисен кунĕсене, спорт ăмăртăвĕсене ирттернĕ.
Икĕ çĕршыв туслăхне çирĕплетсе Шупашкар хула депутачĕсен канашĕ 1971 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче тĕп хулари Çĕнĕ Кăнтăр микрорайонĕнчи урама «Хевеш» ят панă. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар хула ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе Эгер урамĕ /1982 çулта Эгер бульварĕ пулса тăнă/ уçăлнă. 1985 çулта тĕп хулан Кăнтăр-Хĕвеланăç микрорайонĕнчи урама Венгри писателĕн тата общество деятелĕн Мате Залкăн ятне панă. 1981 çулхи кăрлач уйăхĕнче Çĕнĕ Кăнтăр микрорайонĕнче венгр халăхĕн апат-çимĕçĕпе сăйлакан «Эгер» ресторан уçăлнă.
Комментари хушас