Велосипедпа çÿресе те тĕнче курма пулать

18 Çĕртме, 2015

Çакна эпĕ чăваш çулçÿревçипе Никита Васильевпа тĕл пулсан ăнлантăм. Хăйне ахальтен çапла каламан вăл. 23 çулти каччă 14 уйăхра Раççейри çеç мар, Грузипе Арменири, Азербайджанри чылай хулана велосипедпа курса çаврăннă. Нумаях пулмасть тăван тăрăха таврăннăскерпе «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене паллаштарăпăр.

Хулара çуралса ÿснĕрен Никита Васильев чăвашла вĕренмен. Апла пулин те вăл несĕлсен чĕлхине тĕшмĕртме, халăхпа курнăçса йăла-йĕркепе паллашма, ялсене çитсе курма шухăш тытнă. Тĕллевне пурнăçа кĕртме вара вăл республикăри тĕрлĕ района çул тытнă. Анчах каччă кунпа çеç çырлахман, çулçÿреве малалла тăсма ĕмĕт¬лен¬нĕ. Çара кайиччен, унтан таврăнсан вăл Украинăпа Беларуçри чылай хулана çитсе курнă. Халĕ Никита тепĕр ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Пĕлтĕр вăл Интернетра паллашнă, Крымра пурăнакан савнийĕ патне велосипедпа çула тухнă. Çула май Кавказа кайса килме те палăртнă. Ара, Кавказ тăвĕсен илемлĕхĕпе киленмесĕр, унта пурăнакан çынсене Чăваш Ен çинчен каласа кăтартмасăр пултарайĕ-и вăл? Яш çулçÿреве кайма çак çĕрсене ахальтен суйламан: ăна тусем илĕртнĕ, унсăр пуçне пысăках мар лаптăкра пурăнакан тĕрлĕ халăхпа паллашма май пурри кăсăклантарнă. Никита палăртнă тăрăх, нумайăшĕ чăваш халăхĕ çинчен, пирĕн республика ăçта вырнаçнине пĕлсех каймасть. Уйрăмах - çамрăксем. Чăвашсем çинчен илтнисем - Совет Союзĕнче пурăннисем. Анчах вĕсем те ытлашши темех пĕлмеççĕ. Никита унти халăхсене чăвашсем çинчен нумай каласа кăтартнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.