Вĕлкĕшет Çĕнтерÿ Ялавĕ…

7 Çу, 2018

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çурчĕ умĕнче чаплă лару-тăрура флагшток вырнаçтарма тата Çĕнтерÿ Ялавне çĕклеме палăртаççĕ. Культура тата патриотизм акцине Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен представителĕсен ассамблейи тата Халăхсен туслăхĕн çурчĕ пуçарнипе йĕркелеççĕ.

Акцие «Раççейри тата Германири нимĕçсем фашизма хирĕç» фотокурав малалла тăсĕ. Йĕркелÿçĕсен шухăшĕпе — проект республикăра пурăнакансене пĕр-пĕрне хисеплемелли çинчен аса илтерĕ, тĕрлĕ наци çыннисене пĕрлештерĕ, регионта тĕпленнĕ халăхсен ырă йăли-йĕркине упраса пырас енĕпе пулăшĕ. Çĕнтерÿ Ялавĕн копийĕ Раççей салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен аса илтерсе тăрĕ.

Алексей ИВАНОВ, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ:

— Çĕнтерÿ Ялавне çĕклесе эпир вăхăт çыхăнăвне чĕртсе тăрататпăр, символикăна хисеплеме вĕрентетпĕр, ун тĕлĕшпе перекетлĕ пулмалли çинчен аса илтеретпĕр. Ялав вăл — пĕрлĕх, патшалăх вăйĕн тата ирĕклĕхĕн палли.

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме