Вĕçсĕрлĕхе вĕçрĕç Айхи сăввисем

3 Пуш, 2017

Республикăмăрта çулсеренех нарăс уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Чăваш халăх поэтне Геннадий Айхине халалланă пултарулăх кунĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ.

Шупашкарти Наци библиотекинче вăл "Г.Айхи поэзийĕ: вăхăт тата уçлăх витĕр" куравпа уçăлнă. Унта швед писателĕн К.Лун-дбергăн "Ярден" кĕнекин куçарăвне презентациленĕ.

Кăçал Айхи кунĕсене хутшăнма Германирен Сергей Бирюков поэт, филолог, культуролог ятарласа килнĕ. "Айхиçĕсен" сумлă йы-шĕ — Сергей Бирюков, Атнер Хусанкайпа мăшăрĕ Гажидма Дамбаевна, Г.Айхи ячĕллĕ фонд ертÿçи Галина Куборская /Г.Айхи мăшăрĕ/, Надежда Селиверстрова, Саша Грач тата ыттисем — нарăсăн 21-мĕшĕнче, Айхи пурнăçран уйрăлса вĕçсĕрлĕхе куçнă кун — Патăрьел районĕнчи Çĕньялта пулнă.

Çĕньял халăхĕ паллă ентешне сумра тытать, чыслать. Унăн ячĕпе çулсеренех ялти Г.Айхи ячĕллĕ шкулта "Айхи вулавĕсем" конкурс иртет. Кăçал унта тĕрлĕ шкултан тăхăрвунă ытла вĕренекен хутшăннă.

Нарăсăн 22-мĕшĕнче Наци библиотекинче Айхи кунĕсен ярăмĕнче Сергей Бирюковăн "Продолжение разговора" кĕнекине презентацилерĕç. Унăн авангардла пултарулăхĕ Айхиннипе пĕр çемĕллĕ янăрать. Кĕнекери хăшпĕр сăввăн чăвашла куçарăвĕ пур, вĕсене Атнер Хусанкай куçарнă. Уçлăха, Айхи вĕçсĕрлĕхне вĕçекен сăвăсене итлеме кăмăллă пулчĕ.

Нарăсăн 23-мĕшĕнче айхиçĕсен ушкăнĕ Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче тĕлпулу ирттернĕ. Унта та калаçу Айхи пултарулăхĕ тавра йĕркеленнĕ.

Наци библиотекинчи Айхи кунĕсем вĕçленмен-ха. Поэта халалланă курав пуш уйăхĕн 18-мĕшĕчченех ĕçлĕ.

Эльвира ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.