- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăй хурса ĕçлерĕмĕр...
Социаллă пурнăçпа экономика.
Чăваш Ен 2012 çултанпа федерацин «Ĕçе пуçăнакан фермерсене 2012-2014 çулсенче пулăшасси» тата «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче аталантарасси» программăсене ăнăçлă пурнăçлать.
Виçĕ çулта ятарлă программăсемпе килĕшÿллĕн республикăра ĕçе пуçăнакан 151 фермер тата выльăх пăхакан 16 çемье ферми хăйсене ятран паракан гранта тивĕçнĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 1097 хресчен фермер хуçалăхĕ шутланнă. Кăçалхи тăхăр уйăхра тата 120 хушăннă. Халĕ вĕсен шучĕ 1215 çитнĕ.
ЧР Ялхуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - çемье фермисем 2012-2014 çулсенче патшалăхран пулăшу 91 млн тенкĕлĕх илнĕ, вăл шутра федераци хыснинчен - 57, республика бюджетĕнчен - 34 млн яхăн тенкĕ.
Ĕçе пуçăнакан 151 фермера патшалăх 2012-2014 çулсенче 159 млн тенкĕпе пулăшнă, пысăк пайĕ тĕштырă, пахчаçимĕç туса илет. Пулă, шиншилла çитĕнтерекен, хурт-хăмăрпа ĕçлекен те пур.
2015 çулта хресчен фермер хуçалăхĕн юхăмне аталантарма федераци хыснинчен - 39 млн ытларах, республика бюджетĕнчен 16,3 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.
Ялхуçалăх ĕçченĕсем кăçал декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне 7,6 млрд тенкĕлĕх кредит илнĕ, вăл шутра инвестици - 2,6 млрд тенкĕлĕх /3,4 хут нумайрах/.
Ял çыннин пурнăç условийĕ çулсерен лайăхланать. Юлашки 12 çулта 7720 çемьене хăтлă кил-çуртпа тивĕçтернĕ, вăл шутра 1589 çамрăк çемьене тата çамрăк специалиста - социаллă пурнăç аталанăвĕн программипе килĕшÿллĕн.
Республикăри вăтам шалу 2014 çулта 20 пин тенке çитни пирки пĕлтерет статистика. Правительство ларăвĕнче республикăра 2014 çулти 3-мĕш кварталта халăха пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçине палăртнă: 6793 тенкĕпе танлашнă вăл /2-мĕш кварталтинчен 175 тенкĕ сахалрах/.
Аграрисем шалу енĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регионтан Эрĕнпур тата Сарă ту облаçĕсенчен иртсе 12-мĕш вырăна йышăннă.
Ялхуçалăх продукцийĕ тата унран услам пĕлтĕрхинчен нумайрах туса илнĕ. Организацисен 88,2: тупăшлă ĕçленĕ /пĕлтĕр - 85,3/. Вĕсен вăтам рентабельлĕхĕ 21,3: танлашнă /иртнĕ çулхи асăннă тапхăрта - 14,3:/.
Халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмри тата ĕç рынокĕнчи лару-тăру тăнăçлă. Шута илнĕ ĕçсĕррисен йышĕ 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4246-та çитиччен чакнă /çулталăк пуçламăшĕнче 4812 çын пулнă/.
2014 çулта республикăра 857 пин тăваткал метртан кая мар пурăнмалли çурт-йĕр хута яма пăхнă. 2014 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче укçа-тенкĕн мĕнпур çăлкуçĕн шучĕпе 531,5 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, çав шутран нумай хваттерлĕ çурт-йĕр - 288,8 пин тăваткал метр, уйрăм çынсем тăвакан çурт-йĕр - 242,7 пин тăваткал метр.
Кăçалхи ноябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра нумай ачаллă 5219 çемьене шута илнĕ, вĕсенчен 2786-не çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Уйăрнă пĕтĕм çĕр лаптăкĕнчен 714-шĕ тĕлне электролини çитернĕ, 327-шĕ патне шыв пăрăхĕ, 430-шĕ патне газ пăрăхĕ хывнă, 1239 çĕр лаптăкне асфальтлă çулпа çыхăнтарнă.
Чăвашстат кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра 2014 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлне пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан инфляци 7,4: çитнĕ. Çав вăхăтрах Раççейре - 8,5:, федерацин Атăлçи округĕнче - 8,4:.
ВĔРЕНŸ. Чăваш Енре ача сачĕсем тăвас ĕç хĕрÿ пырать. Кăçал кăна 15 хăтлă çурт хута ячĕç. Виççĕ тултарнисем пурте ача садне çÿреççĕ. 2015 çултан çулталăк çурăрисене те пурне те вырăнпа тивĕçтересшĕн. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче 1076 вĕренÿ учрежденин алăкĕсем уçăлчĕç, вĕсенче пурĕ 351 пин ача пĕлÿ пухать. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан, пĕрремĕш класа 500 ача ытларах кайрĕ.
Чăваш Енри ППЭ вăтам кăтартăвĕсем Раççейринчен пур предметпа та пысăкрах пулчĕç. Çав вăхăтрах йĕркене пăснă 27 тĕслĕх те манăçмасть. Кăçал ППЭ тытас йĕркене улăштарнине те асăнмалла. Малашне шкул пĕтерекенсен вырăс чĕлхипе тата литературипе сочинени çырмалла. Декабрьте ăна 6289 çамрăк çырчĕç те. 99 проценчĕ «зачет» паллăна тивĕçрĕ. «Незачет» илнĕ 58 хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ăна тепĕр хутчен тытĕ. Математика, географи, вырăс тата акăлчан чĕлхипе экзамен тытакансене те кăçалтан çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Малашне математикăпа ППЭ база е профиль шайĕнче кирлине шута илеççĕ. Çавăнпах экзамен тĕрлĕ кун иртет. Акăлчан чĕлхипе экзамена çыру тата сăмах вĕççĕн пайне тĕрлĕ куна пайланă.
Чăваш Енре пĕрремĕш хутчен республикăри учительсен хорĕсен конкурсне ирттерчĕç. Мĕнпур районпа хулари 26 коллектив хутшăнчĕ унта. Кăçалтан хулари вĕренÿ учрежденийĕсем электрон журналсемпе дневниксем çине куçрĕç. «Çулталăк вĕрентекенĕ» - Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш вăтам шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентекен Екатерина Владимирова - Раççейри 15 лайăх вĕрентекен йышне лекрĕ.
СЫВЛĂХ. Чăваш Енре, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ятарлă хушупа çирĕплетнĕ тăрăх, уйăхсерен сывлăхпа спорт кунĕ ирттерме пуçларĕç.
Республикăри онкологи диспансерĕнчи усал шыçăпа аптăракан хĕрарăмсене пулăшмалли центр çумĕнче «Пациентсен шкулĕ» уçăлчĕ. Çакăнта килекенсен тухтăрсемпе канашлама, вĕсенчен чи çĕнĕ сиплев мелĕсем çинчен ыйтса пĕлме пулать.
Республикăри кардиологи диспансерĕнче чĕре чирĕпе çуралнă ачасене операци сĕтелĕ çине хучĕç. Малтан çак амакпа нушаланакан тĕпренчĕксен медицина пулăшăвĕ шыраса урăх региона çитме тивнĕ. Операцие ÿте касмасăр тенĕ пек ирттереççĕ. Пĕçĕ юн тымарĕсенчен чĕре патне ятарлă инструмент чикеççĕ. Ирхине операци ирттернĕ ача каçхине ура çине тăма пултарать.
КУЛЬТУРА. Республикăра «Раççей юррисем» марафон фестиваль кĕрлесе иртрĕ. Унăн авторĕ тата йĕркелÿçи - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина. Вăл хăйĕнпе пĕрле 120 артист илсе килчĕ. «Русская песня», «Славяне», «Владимирские рожечники», «Криница» /Краснодар/, «Айкай» /Удмурт Республики/ ансамбльсем, «После одиннадцати» ушкăн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор тата ыттисем Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Элĕк, Куславкка районĕсенче концерт йĕркелерĕç.
Шупашкарта «Хальхи тĕнчери этника культури» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Конференци ĕçне вĕрентÿ, культурăпа искусство тытăмĕнчи 700 ытла çын, аслă шкул тата техникум студенчĕсем, Чăваш Енри, Мари Элти, Комири, Архангельскри... пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.
Шупашкарта хăйнеевĕрлĕ куракан валли йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери «Пĕрешкел пулмасан та юрать» II фестиваль-форум иртрĕ. Çавна май 3336 ача 26 спектакль курчĕ. Артистсем республикăри социаллă центрсене, больницăсене çитрĕç. Вырăн çинчен тăрайман пепкесем патне киле кĕрсе тухрĕç.
Республикăра Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль иртрĕ. Вăйă кино конкурсĕн жюри председателĕ, РСФСР халăх артисчĕ Глеб Панфилов 80 çул тултарнине Шупашкарта паллă турĕ. Кăçал республикăн тĕп хулинче кăна мар, Хĕрлĕ Чутай тата Патăрьел районĕсенче те тÿлевсĕр фильмсем кăтартрĕç.
Шупашкар тата Чăваш митрополичĕн, Чăваш митрополи пуçлăхĕн Варнавăн пилĕпе тĕп хулари МТВ центрта Пĕтĕм тĕнчери «Ÿкĕнÿрен Раççей чĕрĕлĕвĕ патне» православи курав-ярмăркки ĕçлерĕ. Унта тĕрлĕ регионтан илсе килнĕ турăшсене пуç тайма, кирлĕ хатĕрсене туянма май килчĕ. Ку проект Раççейри, Беларуçри, Израильти, Грецири, Молдовăри, Украинăри Вырăс Православи Чиркĕвĕн 100 яхăн мăнастирне, храмне пĕрлештерет.
СПОРТ. Спортпа тата физкультурăпа туслă халăх йышĕ кăçал 36 процентпа танлашрĕ. Лаша çулĕ республикăри спорт пурнăçĕнче чи малтанах октябрь уйăхĕнче Шупашкарта пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум иртнипе асра юлать.
Хăнăхнă йăларан пăрăнмасăр «Хыпар» хаçат кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвне йĕркелерĕ. 32-мĕш хутчен йĕлтĕр сыртăмăр. «Йĕлтĕр йĕрне» 49 пин ытла çын хутшăнчĕ. Вунпĕрмĕш хутчен «Нацисен кросне» тухрăмăр. Кăçалхи ăмăртура 59 пин ытла ентеш ячĕ çырăнать. Тĕп старта - Шупашкарти кÿлмек хĕрринче - 16 пин ытла çын тăчĕ.
Республикăра самбо аталанма тытăннăранпа кăçал 50 çул çитрĕ. Юлашки çулсенче ку майпа кĕрешекенсем çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Кăçал кăна юниорсемпе каччăсен Европа ăмăртăвĕнче пирĕн 3 спортсмен: Владимир Алексеевпа Александр Федоров тата Ришат Нигматуллин - пьедесталăн виççĕмĕш картлашкине хăпарчĕç. Раççей çамрăкĕсен Пенза хулинче иртнĕ çуллахи спартакиадинче Максим Ивановпа Александр Федоров малти вырăнсене тухрĕç. Кăçалхи чи пысăк çитĕнÿ вара - Сеул хулинчи /Кăнтăр Корея/ тĕнче ăмăртăвĕнчи медальсем. Эдера Лаврентьевăпа Вера Лоткова ылтăн çĕнсе илчĕç, Наталия Степанова кĕмĕле тивĕçрĕ.
Ноябрь уйăхĕнче Мускавра ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Европа нацийĕсен кубокĕ иртрĕ. 9 çĕршыври 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ унта. Раççей пĕрлештернĕ хĕрарăмсен командинче чăваш икĕ хĕрĕ - Надежда Федоровăпа Екатерина Краснова - пулчĕç. Вĕсем те пĕрлехи çитĕнĕве медальсемпе пуянлатрĕç.
Раççей пĕрлештернĕ командин йышĕнчи чăваш хĕрĕ Ксения Лачкова панкратион мелĕпе кĕрешсе тĕнче чемпионатĕнче ылтăн медальсене тивĕçрĕ. Хĕр Раççей тата Европа чемпионачĕсенче те малти вырăнсене тухрĕ.
Июнь уйăхĕнче Шупашкар районĕнче XVII Республикăри ялăн çуллахи спорт вăййисем иртрĕç. Спортăн 13 тĕсĕнче 600-е яхăн хастар тупăшрĕ. Çак уйăхрах пирĕн çĕршыври пенсионерсен пĕрремĕш спартакиади иртрĕ. 56 регионти тата 4 ют çĕршыври 500 яхăн ватă хутшăнчĕ унта. Хăвăрт утас енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнине те каламалла. Хĕрарăмсен дистанцийĕнче ентешсем - Вера Соколовăпа Светлана Васильева - мала тухрĕç. Арçынсен 20 километрлă дистанцийĕнче пирĕн Петр Трофимов кĕмĕле тивĕçрĕ. 50 километрлă дистанцире Александр Яргулькина çитекен пулмарĕ.
Юлашки 2 уйăхра çеç тĕрлĕ шайри ăмăртусенчен яшсемпе хĕрсем 40 ытла наградăпа таврăннă.
Комментари хушас