Вăй-хала – хĕрÿ тапхăра
Елчĕк районĕнчи хуçалăхсем çуракине хĕрсех хатĕрленеççĕ. Ку тăрăхри çĕрсем маларах пиçсе çитнипе ака-сухана та иртерех тухаççĕ.
Чăрмав пулмĕ
- Хуçалăхăн 850 гектар çурхи культурăсем акмалла. Çĕрулми 100 гектар йышăнĕ, - терĕ «Нива» агрофирма ертÿçи Николай Гладков. - Хĕвеллĕ çанталăкра уй-хир юртан хăвăрт тасалĕ. Çавăнпа шыв-шур пуçланиччен ĕçе тытăнма хатĕр пулмалла. Эпир кĕркунне, уй-хир пушансанах çуракие хатĕрленетпĕр: техника юсатпăр, вăрлăха тасатса типĕтетпĕр. Кăçал уй-хире шĕвек удобрени хывасшăн. Самар тăрăхĕнче çĕнĕлĕхпе паллашнă хыççăн ун çине куçма шутларăмăр. Вăл самай йÿнĕрех. Ÿсен-тăраншăн вара уйрăмах усăллине палăртаççĕ. Культиватор çине удобрени валли ятарлă савăт, насус вырнаçтарăпăр. Европăра тахçанах шĕвек удобренипе усă кураççĕ.
Агрофирма территорийĕнче вăл пысăк цистернăсенче упранать. Ертÿçĕ сăмахĕпе ака-суха ирттерме çителĕклех. Хуçалăхăн усă куракан çĕрсем пĕр пин гектар. Кĕрхисене 100 гектар акса хăварнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх - вĕсем лайăх хĕл каçнă.
Уй-хире икĕ «Джон-Дир», икĕ «Беларусь» трактор тухмалла. Акмалли лаптăксем пысăк. Çапах ака-сухана вăхăтра вĕçлессе шанаççĕ ĕçченсем.
- Кĕркунне пушаннă çĕре йăлтах сухаласа хăварнă. Çуркунне сÿрелесе акатпăр кăна. Капла ĕç калăпăшĕ чакать, перекетлĕрех те, - пĕлтерчĕ ертÿçĕ.
Çуракине ирттерме агрофирма Раççей ял хуçалăх банкĕнчен 5,5 млн тенкĕ çăмăллатнă кредит илнĕ.
- Хамăр укçапа кăна вăй çитереймĕпĕр. Саппас пайĕсем те туянмалла, ытти тăкак та ÿсет. Ял хуçалăх продукцийĕ йÿнĕ хакпа сутăннипе ăна саплаштарса пыма кансĕртерех.
«Сарă ылтăн» хакĕ иртнĕ çулхинчен пысăкрах пулнă, ăна аван сутнă. Анчах çĕрулми алă-урана çыхнă. Кĕркунне йÿнĕрех пулнипе уй-хиртен сутма тăхтанă. «Ун чухне пĕр килограмне 10-11 тенкĕпе илетчĕç. Çур енне татах хакланасса кĕтрĕмĕр», - хаш сывлать Николай Гладков. Шел, кĕтни харама кайнă. Пахчаçимĕç икĕ хут йÿнелнĕ. Хальхи вăхăтра шултра çĕрулмин пĕр килограмне 4-5 тенкĕпе кăна ыйтаççĕ. Хуçалăхăн вара вăл 800 тонна сутлăх выртать. Ăçта чикмелле, аптриш!
- Капла кăçал çĕрулми лаптăкĕ чакса каймĕ-и?
- Ял хуçалăхĕнче хак таканари шыв пек вылянса тăрать. Паян тырă хаклăрах, ыран - пахчаçимĕç. Тен, кăçал çĕрулми те хакланĕ. Пĕлтĕр ăна республикăра нумай туса илчĕç те халĕ сутаймасăр хăшкăлатпăр. Ытти регионта та «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕсене пысăклатсах пыраççĕ. Çапах хальлĕхе çĕрулми лаптăкне чакармăпăр. Кайран - куç курĕ.
- Уй-хир тупăшĕ пĕчĕкленнĕ май, тен, выльăх-чĕрлĕх те усрама тытăнмалла мар-ши?
- Выльăх-чĕрлĕх усрас шухăш пур-ха. Унран куллен укçа кĕрет. Агрофирма юхăннă хуçалăх çинче йĕркеленнĕ. Усă курмасăр выртнă çĕрсене йĕркене кĕртме самай тăкакланма, вăй хума тиврĕ. Аталаннă май ĕнесем çине те куçăпăр-и?
- Ака-сухана вăхăтра ирттерме ĕçченсемшĕн чăрмав пулмĕ-и?
- Çанталăк лайăх тăрсан икĕ эрнере вĕçлемелле. Ĕçлекенсем, техника, вăрлăх, ГСМ çителĕклĕ. Халăха шалупа вăхăтра тивĕçтеретпĕр. Ака-сухара вăл палăрмаллах ÿсет. Яваплă тапхăрта мĕнпур вăй-хала ака-сухана ярăпăр.
Банк пулăшăвĕпе
- Ака-суха яланах пысăк тăкакпа çыхăннă: çунтармалли-сĕрмелли материал, удобрени, саппас пайĕсем, техника туянмалла. Ял хуçалăх таварне туса илекенсене кăткăс тапхăрта пулăшса çулсерен 30-40 млн тенкĕлĕх кĕске вăхăтлăх кредит паратпăр. Кăçал та 9 хуçалăх банка 23 млн тенкĕ кивçене кĕчĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 19,9 процент ытларах. Çывăх вăхăтра татах 4 заявка пăхса тухăпăр. Кредит панă чухне пурлăхне ?машина-трактор, тырă, выльăх-чĕрлĕх...% салука хыватпăр, - каласа пачĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри управленийĕн Елчĕкри хушма офисĕн управляющийĕ Алексей Миллин. - Çăмăллатнă кредит хуçалăхсене малалла çĕкленме, аталанма, ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме пулăшать.
Банк пулăшăвĕпе хушма хуçалăхсем те анлă усă кураççĕ. Елчĕк тăрăхĕнче вĕсене пурĕ 8,5 пин ытла кредит панă. Пĕр хуçалăхах 2-3 хут та банкран кивçен илнĕ. Районта ял хуçалăх отраслĕ аталаннă май çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышĕ те ÿсет.
Лариса Никитина.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас