Ватти те, вĕтти те — старта

21 Авăн, 2019

Шупашкар заливĕ хĕрринче Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ" чупу иртрĕ. Старта 10 пин ытла çын тухрĕ.

Чупăва хутшăнакансене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăнăçу сунчĕ. Ăмăртăва тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем, тĕрлĕ предприяти организацире ĕçлекенсем, министерствăсемпе тĕрлĕ ведомствăра тăрăшакансем, студентсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç. Чи çамрăк чупуçăн ятне Шупашкарти Глеб Немцевпа Аня Худякова тивĕçрĕç. Ветерансен хушшинче 89-ти Миранда Кольцовăпа 84-ри Александр Захаров пуринчен хастар пулчĕç.

Федор ОРЛОВ, психиатри больницин тĕп тухтăрĕ:

- Эпир ку чупăва кашни çул хутшăнатпăр. Кăçал 30 çын старта тăчĕ. Ĕçлекенсен хушшинче спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем ирттеретпĕр. Ĕçтешсем волейболла выляма юратаççĕ, хĕлле йĕлтĕрпе чупаççĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме