- Чăвашла верси
- Русская версия
Ватта хĕрхенмелле
Мартынкасси тăрăхĕнче пурăнакан ватăсем çулсеренех Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне пĕрле пухăнса уявласси çирĕп йăлара. Кăçал та ĕлĕкхи пекех вĕсем, йышлах мар пулсан та, клуба пухăнчĕç.
Çу каçипех пахчара ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхса ывăннă хыççăн савăнăçлă канма сăлтав та пулчĕ. Кăçал çут çанталăк хресчене пахча çимĕçпе савăнтарчĕ, улма-çырла та ăнса пулчĕ. Аслă ăрури çынсем çамрăксене кил- тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама та пулăшаççĕ. Пысăках мар пенси укçипе мăнукĕсене вĕренÿре тĕрек параççĕ.
Ĕмĕре ялта пурăнса ирттертĕм. Вырăнта ĕçлĕ çын пулнă май аслă ăрăва хÿтлĕх пама тивнĕ. Тăлăх ватăсене пурнăçран уйрăлсан юлашки çула та сахал мар ăсатма пулăшнă. Йывăртарах çемьесенче хĕл варринче килĕсенчен хăваласа кăларнă халсăр ватăсене хĕрхеннисем те пулнă. 60-70-мĕш çулсенче вырăнти йĕркелĕхе пăсакансене, çемьери хирĕçÿсене административлă йĕркесемпе е вырăнти юлташла судсенче татса панă. Халĕ вара çавнашкал тĕслĕхсенче полицие явăçтараççĕ.
Çемьере ватă çын пулсан ăна хисеплемеллине пурте пĕлетпĕр. Анчах вăл та пылак сахăр катăкĕ мар çав. Ватă çын хăй те хирĕçÿ кăларма пултарать. Çамрăксен вара тÿсĕмлĕрех пулмаллине аса илтересшĕн эпĕ. Ватă çынна лăплантарма тăрăшмалла. Тĕрлĕ уявра ăна хисеплĕрех вырăна лартмалла, унăн ятне ырăпа асăнмалла. Пирĕн тăрăхри ялсенче сумлă ватăсене хисеплеççĕ, тивĕçлĕ пăхса пурăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Энехмет ялĕнчи 90 çултан иртнĕ Анисия Сидоровăна хĕрĕ Наталья Сидорова, Шор-Пайрашри Елена Петровăна — Васильевсем, Мартынкассири 80 çултан иртнĕ икĕ ватта — Раиса Семеновăпа Раиса Васильевăна — Вениамин Багров пăхса пурăнаççĕ. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Вениамин АРХИПОВ.
Элĕк районĕ.
Комментари хушас