Ватăсем канашларĕç

1 Раштав, 2015

Чăваш наци конгресĕн Ваттисен Канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта тăватă ыйту - чăваш халăхĕн историне кĕнекесенче тата ытти çĕрте тĕрĕс çутатасси; чăваш чĕлхине сыхласа хăвармалли тĕрлĕ меслет шырасси; çамрăксене халăх йăли-йĕркипе сăпайлăха вĕрентесси; чăваш наци кадрĕсене хатĕрлесси - пăхса тухрĕç.

Ларăва яланхи пекех Ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Шадриков ертсе пычĕ. Калаçăва ЧНК президенчĕн пĕрремĕш заместителĕ Валерий Клементьев та хутшăнчĕ. Канашлура палăртнă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухрĕç. Вĕсене çитес вăхăтра республика Пуçлăхĕпе тĕл пулса сÿтсе явма тĕллев лартрĕç.

Зоя ЯКОВЛЕВА,

ЧНК пресс-службин ертÿçи.

Рубрика: