Ватăсем хÿтлĕхсĕр юлмĕç

Раççей Федерацийĕн Правительстви çĕршыври пенсионерсене 5 пин тенкĕ пама йышăннă. Мĕншĕн 5 пин тенкĕ? Ăна хăçан илме май килĕ? Çак укçана пур пенсионера та параççĕ-и? Çакнашкал ыйту — вун- вун. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Д.Медведев черетлĕ ларура пĕлтернĕ хыпар халăха юлашки вăхăтра вĕçĕмсĕр калаçтарать. Патшалăхăн çĕнĕ пулăшу меслечĕпе çыхăннă ыйтусене РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева уçăмлатрĕ.

Статистика органĕсен кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — 2015 çулта çĕршывра инфляци 12,9 процентпа танлашнă. Пенсисене пĕрремĕш çур çулта 4 процент индексациленĕ. Иккĕмĕш çур çулта палăртнă индексацие пĕр хутчен паракан тÿлевпе улăштарма йышăннă. «Çак укçана мĕнпур пен-сионер 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнчи пенсипе пĕрле илĕ. Нимĕнле чăрмавсăр, кăлтăксăр», — терĕ Р.Кондратьева.

Роза Алексеевна çавăн пекех социаллă пулăшăвăн паха енĕсене те палăртрĕ:

— Тÿлеве Раççей гражданинĕ шутланакан тата çĕршыв территорийĕнче яланах пурăнакан пенси-онерсем илеççĕ. Чăваш Республикинче пĕр хутчен паракан тÿлеве 366 пин çын тивĕçет. Пĕтĕмпе çак тĕллевпе 1,8 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Индексаци тунă пулсан социаллă пенсисем тата ĕçлекенсен пенсийĕсем ÿсместчĕç.

Иккĕмĕшĕнчен, пĕтĕмĕшле тÿлев виçи пенсисен иккĕмĕш индексаци хыççăнхи хушăм виçипе танлашать. 11,6 пин тенкĕрен пĕчĕкрех пенси илекенсемшĕн тÿлеве пĕр хутчен пани тупăшлăрах та. Мĕншĕн тесен индексаци хыççăнхи кашни уйăхри тÿлев 1 пин тенкĕрен пĕчĕкрех пулать. Виççĕмĕшĕнчен, тÿлеве пенсионер пĕр харăс илет. Çакăн пĕлтерĕшĕ те çук мар.

Роза Кондратьева каланă тăрăх — индексаци хыççăнхи хушăм вăтамран 1 пин тенкĕпе танлашать. Çурла, авăн, юпа, чÿк, раштав уйăхĕсенчи хушăм виçи вăтамран 5 пин тенкĕ пулассине палăртса çак тÿлеве çирĕплетнĕ. Укçана çитес çулхи кăрлач пенсийĕпе кăна пани тивĕçлĕ документсем хатĕрлессипе çыхăннă. Тăватă-пилĕк уйăхра Раççей Правительстви федераци саккунне хатĕрлет, ăна РФ Патшалăх Думи пăхса тухса çирĕплетет, унтан тÿлев хучĕсене йĕркелеççĕ.

Роза Кондратьева 2016 çулта пенсисене индексацилемелли йĕрке вăхăтлăх пулни çинчен пĕлтерчĕ. 2017 çулта РФ пенси саккунĕпе килĕшÿллĕн тулли калăпăшпа индексацилеме йышăннă. Нарăсăн 1-мĕшĕнчен страховани пенсийĕсене Росстат кăтартăвĕсемпе 2016 çулхи инфляци шайне пăхса ÿстерме палăртнă. Социаллă пенсисем ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсен иртнĕ çулхи пурăн-малли вăтам виçе ÿсĕмĕн калăпăшĕпе тан хăпарĕç.

Федераци влаçĕсемпе танах Чăваш Республикин влаç органĕсем те çулланнă çынсен ватлăхне канлĕх кÿрессишĕн курăмлă ĕçлеççĕ. Вĕсем хальхи вăхăтра тытса пыракан çул-йĕр ватăсемпе инвалидсене, çăмăллăхлă ытти ушкăнри граждансене социаллă пулăшу парассипе тачă çыхăннă. Паян республикăра ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрен аслăрах 280 пин çын пурăнать. ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев çирĕплетнĕ тăрăх — вĕсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерме майсем çителĕклĕ.

— Ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, репрессие лекнисем, вăрçа хутшăннисемпе инвалидсем кашни уйăхра пенсипе пĕрле хушма тÿлев илсе тăраççĕ, пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх тăкакĕсене саплаштарма çăмăллăхсем параççĕ, — пĕлтерчĕ министр. — ЧР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн 53 пин гражданина /хĕрарăмсен — 37,5, арçынсен 42,5 çул ĕç стажĕ пулсан/ «Ĕç ветеранĕ» ят панă.

Çавăн пекех ватăсене тата инвалидсене министерствăна пăхăнса тăракан 33 организаци куллен социаллă пулăшу парать. Республикăра 70 тата 80 çула çитнисене капиталлă юсав тÿлевĕпе çыхăн-нă тăкаксемшĕн компенсаци пама йышăннă.

Валентина БАГАДЕРОВА