- Чăвашла верси
- Русская версия
Ватă хĕр авланнă арçынна çеç кирлĕ-и?
Пурнăçра мĕн кăна пулса иртмест-ши? Çĕр çинче мĕнле кăна çын утмасть-ши? Çакна «Юратупа наркăмăш» рубрикăра кун çути куракан çырусене вуласан ăнланатăп. Пĕр тĕлĕнетĕп, пĕр савăнатăп, пĕр хурланатăп. Хам та алла ручка тытас терĕм.
Юлташăм пирки çырса пĕлтерес килет. Наташăпа эпир ачаранах туслă, пĕр парта хушшинче ларнă. Ялтан хулана килсен те çулсем уйрăлмарĕç. Эпĕ аслă пĕлÿ илтĕм, тусăм пĕр колледжра ăс пухрĕ. «Сан пек пилĕк çул вĕренсе йĕм çĕтсе çÿриччен эпĕ алла диплом илсе ĕçлеме вырнаçăп», — терĕ вăл. Çапла пулчĕ те. Наташа вĕренсе тухсан пĕр каçхи клубра поварта ĕçлерĕ. Çулсем шурĕç. Эпĕ алла диплом илсе качча тухрăм, юлташăм çемьеленеймерĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне эпир шÿтлесе кам миçере качча тухасси пирки сăмах ваклаттăмăр. «25-ччен каясшăн-ха. «Кайран ватă карчăк кама кирлĕ пулĕ?» — тетчĕ юлташăм. Хăй те сисмерĕ — çав çула çитрĕ. Хăй калашле, «ватă карчăк» никама та кирлĕ пулмарĕ курăнать. «Кама та пулин юрататăн-и?» — тесе ыйтсан темăна урăх енне пăрма тăрăшрĕ.
Аслă класра вăл ялти пĕр каччăпа çÿрекелетчĕ-ха. Юратнипе мар, пĕр-пĕрне киленÿ çеç парнеленĕ вĕсем. Наташăран виçĕ çул аслăскер кайран çемьеленсе икĕ хут ашшĕ пулчĕ. Мăшăрĕ кÿршĕ регионтан пулнăран çавăнтах пурăнаççĕ. Костя тăван тăрăха яланах пĕччен килет, Наташăпа тĕл пулма май тупать. Тусăм авланнă арçынпа явăçнине ырламастăп. «Кунран тĕлĕнме кирлĕ мар, пурте çавăн пек», — кашнинчех хурав тупса хăйне тÿрре кăларчĕ пике.
Халĕ Костя Наташăна «официально» еркĕн пулма ыйтнă. Арçын ун валли хулара хваттере тара илесшĕн. Çакна мана тусăм чунне уçса каласа кăтартрĕ. «Качча кайиччен еркĕн пулăп. Çавах халь тин çемье çавăраймастăп», — тĕлĕнтерчĕ юлташăм. Аппăшĕн телейсĕр шăпине кура çапла шухăшлать вăл. Пĕртăванĕ 30 çулччен качча каяймарĕ, çемьеленчĕ çеç — мăшăрĕ пурнăçран уйрăлчĕ. Пурнăç епле килсе тухасси Турăран кăна мар, хамăртан та килет-çке-ха. Çакна юлташăма ăнлантарма тăрăшрăм. Вăл хăйĕннех перет. Еркĕн пулма лайăхрах имĕш.
НАСТЯ.
Çыру molgazeta@rambler.ru почтăна килнĕ
Комментари хушас