Ват тутиллĕ ватлăх

27 Чÿк, 2015

Тĕлĕнетĕн Çĕмĕрле районĕнчи Тукас çыннисенчен: ялта лавкка та, клуб та, шкул та, фельдшер пункчĕ те çук. Темиçе çул каялла хытă сийлĕ çул пулманран урамра пĕç таран пылчăк çăрнă. Юрать-ха, пĕр суйлав вăхăтĕнче пуçлăхшăн суйламастпăр тесе хăраткаланă хыççăн яла асфальт сарса панă. Куншăн хĕпĕртет Александр Васильевич Альцев.

Хăй вăхăтĕнче Альцевсен кил-çурчĕ ялта чаплă пулнă-тăр. Анчах халĕ тахçанхи пуянлăх çинче чухăнлăх "ешерет" тейĕн. Кирпĕч çурт тулаш енчен вырăн-вырăнпа çурăлнăран шалти стена кĕтесĕсем уйрăлнă, чалăшнă. Тинкерсе пăхсан - хăрушă, пÿрт халь-халь йăтăнса анас пек. "Стена хушшине шлак тултарнă, çавăнпа кăна кăшт тытăнса тăрать", - тет кил хуçи. 80 çултан иртнĕ ватăсене çурта пăсса çĕнетме питĕ йывăр. Ачисем хулана пурăнма чĕнеççĕ-мĕн, анчах пахчана, ĕнене мĕнле пăрахса хăварăн? 20 çул тăрăшса хатĕрленĕ вутта та сая ярас килмест Альцевсен.

Эпĕ вĕсем патне çитнĕ кун çанталăк ăшă марччĕ, пÿртре 1-2 сехет калаçса ларнă хушăра самаях шăнтăм. 85-ри кил хуçи хăнк та тумарĕ: инçетрен хăна килнĕшĕн савăннипе-ши сивве туймасăр пĕр чарăнми чун каниччен калаçрĕ те калаçрĕ. Ăна итленĕ май эпĕ каллех кил-çурта сăнарăм: йĕри-тавра тĕрĕ, вĕсенчен хăшне-пĕрне тĕрлеме арăмне упăшки те пулăшнă. Пуканесене те алăпа çыхнă тата çĕленĕ япаласем тăхăнтартнă. Тусанран тасатнă пулсан вĕсем çиçсе, ялтăртатса кăна тăмалла та... Çук, ку çемьене манăн хурлас килмест. Ĕçченсем çĕрулмине те хăйсемех нушаланса кăларнă, ĕне валли апат та хатĕрленĕ, сывлăхшăн сиплĕ çырлине те вăрманта самаях пуçтарнă. Тăтăш чирлекен ватăсем ?Надежда Васильевна Альцева темиçе операци витĕр тухнă% пур ĕçе те ĕлкĕреймеççĕ, вĕсене пулăшу кирли куçкĕрет. Часах хĕл ларасса шута илсен Альцевсене питĕ хĕрхенес килчĕ. Александр Васильевич вара: "Чунтанах калаçас, каласа кăтартас, макăрас та килет",- терĕ те хăйĕнпе паллаштарма тытăнчĕ.

Тĕлĕнмелле çыннăн шăпи хăйне евĕрлĕ мар-и? Ĕмĕр тăршшĕпе электрикре ĕçленĕ. Хутар çывăхĕнчи пысăк вольтлă подстанцине куçсан ăна вăйлă ток çапнă, анчах арçын вилсе чĕрĕлнĕ тейĕн. Тухтăрсем те кун пек тĕслĕх сайра пулнине пытармаççĕ. Ара, пĕррехинче ток çапнипе тÿрех 5 çын леш тĕнчене ăсаннине Александр Васильевич хăй те аван астăвать. Анчах инкеке лекнĕренпе ?25 çул каялла% пуç ыратнипе самаях аптрать.

Çемье выçăллă-тутăллă пурăннине кура-ши колхоз председателĕ хĕрхенсех çамрăка Канаша электрике вĕренме янă. Тăранса пурăнма сĕлĕ çăнăхĕ панăран кăнтăрлахи апатра каччă ăна шывпа пăтратса çинĕ.

Унччен малтан шкулта нумай вĕренме тÿр килмен. 8 класс хыççăн тифпа чирлени чăрмантарнă. Ялта ăна пула çав тери нумай çын пурнăçран уйрăлнă. Вĕсем пыйтăран тасалайман, çуртра хăнкăла, таракан йышлă ĕрченĕ. Çамрăк çав хăрушлăхра çăлăнса юлнă.

Пултарулăх пулман мар-тăр çав унра. Салтака кайичченех вăл ÿкерме юратнă. Документ ăшне çыпăçтарнă пĕчĕк сăнÿкерчĕксене хут çине куçарнă. Çарта художник пуласси çинчен шухăшламан. Казармăсене вырнаçсан аслисем çамрăксем хушшинче ÿкерме пĕлекен çын шырама тытăннă. Апат пĕçерекен, лаша пăхакан, атă саплакан тупнă, художник - çук. 2-3 хут та ыйтнă салтаксенчен. "Э-эй, эпĕ кунта ÿкерме мар, ать-два утма килнĕ", - шухăшланă хăй ăшĕнче Александр. Çавăнпа пултарулăхĕ çинчен пĕлтермен. Юлташне вăл, ахăртнех, çакăн çинчен ăнсăртран каланă. Командир виççĕмĕш хут ыйтсан лешĕ чăтайман - Альцева пÿрнипе тĕлленĕ.

Пирвайхи ĕçе - "Да здравствует 1 Мая!" тесе çырнине - пуçлăхсем мĕнле хакласса шикленсе кĕтнĕ. Вăл вăхăтра хальхи пек çилĕм те пулман. Ăна шăмăран хатĕрленĕ, ирĕлтерсе пудрăна шурă сăрăпа хутăштарнă. Ăсталăха кура-ши чăваш каччине ÿнерçĕсен ĕçĕпе паллашма хулана яраççĕ. Кунта Александр ури шуса кайнипе пульницана лекет. Чаçри командирсем хăйĕн патне çитсен киле ярассинчен те шикленет. Çук, урăх сăлтавпа килнĕ иккен. Питĕ яваплă ĕç шанаççĕ салтака - Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне В. Сталин портретне ÿкермелле. Вăл пурне те килĕшмелле. Кивĕ ÿкерчĕкрен пăхса тăвать ăна Александр Альцев. Çĕр çывăрмасăр тăрăшать. Ара, вăл вăхăтра çĕршыв ертÿçин сăнĕ пĕр-пĕр пуçлăха кăмăла каймасан пăшалпа персе пăрахма та пултарнă. Турра шĕкĕр, чăваш каччи тунă портрета пурте ырланă. Çакăн хыççăн тин унăн чун шикленĕвĕ хыçа юлнă.

Паха ĕçшĕн 5 пин тенкĕ укçа парса хавхалантарнă ăна, килне отпуска яма йышăннă. Куншăн вăл хĕпĕртенĕ, анчах укçана хăйĕншĕн кăна пĕтерме килĕшмен. Унпа вăл канăва хаваслă та усăллă йĕркелеме салтаксем валли парне - купăс, гитара, шашка-шахмат тата ытти хатĕр - туяннă.

Хĕсметрен таврăнсан пайтах нушаланма тивнĕ Александр Витальевичăн. Кил-çурт кивĕ, мачча кашти йăтăнса анас патнех çитнĕ. Те чăнласа, те шÿтлесе арçын хăйне хыпалансах авлантарнине асăнчĕ. Апла пулин те мăшăрне Надежда Васильевнăна вăл паян кун та юратать, хисеплет, унпа мухтанать. Упăшки салтакра ÿнерçĕ ?сăмах май, кăмака купалама та, тимĕр шăратма та, платник ĕçĕнче те пултарать% пулни пулăшнă мар-и? Малтан арçынна хĕрарăмсем сăмса тутрине çаптарса илемлетме ыйтнă. Унтан саппун арки çине куçнă. Пĕчĕккĕн пасара кайса сутмалăх пысăк япаласене ?простынь, минтер пичĕ тата ыт. те% те чечексем çаптарса илемлетнĕ. Алли ĕç патне пынăран çăмăл май та шыраса тупнă. Хитрелĕхпе, типтерлĕхпе Альцевсен таварне çитекенни пулман. Чул çурт лартмалăх та, машина туянмалăх та укçа тунă. Çемьене ăмсанакансем те тупăннă, паллах. Çĕршыври финанс тытăмĕнчи улшăнусене пула укçан пĕр пайне çухатни те пулнă.

Çăмăл машина, выльăх-чĕрлĕх Альцевсен халĕ те пур. Хапхи те илемлĕ - хăй вăхăтĕнче Александр Васильевич ăна хăй капăрлатнă. Анчах кирпĕч çурт çинчи çурăлнă йĕрсем çемье йывăрлăхра пулнине уçăмлăнах палăртаççĕ...

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.